Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев татта Киров облаҫӗн Губернаторӗ Александр Соколов ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев татта  Киров облаҫӗн Губернаторӗ Александр Соколов ӗҫлӗ тӗлпулу  ирттернӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Киров облаҫӗн Губернаторӗпе Александр Соколовпа тӗл пулнӑ май 2016 ҫултанпа вӑйра тӑракан регионсем хушшинчи ӗҫтешлӗх килӗшӗвне ҫӗнетсе актуализацилеме, ӑна ҫӗнӗ проектсемпе пуянлатма сӗннӗ.

 «Пирӗн регионсем экономика тата социаллӑ сферӑра пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесе пыраҫҫӗ. 2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх тавар ҫаврӑнӑшӗ 1,5 миллиард тенкӗ патне ҫывхарчӗ, ку вара хутшӑнусен ҫирӗп характерне ҫирӗплетсе парать. Ҫакна май, потенциал пысӑк пулни уҫҫӑнах курӑнать. Пӗрлехи ӗҫ килӗшӗвне тепӗр хут пӑхса тухмаллине, унӑн пурнӑҫламалли планӗсене актуализациламаллине тата хутшӑнусене ҫӗнӗ шая - конкретлӑ проектсемпе - кӑлармаллине шутлатӑп»,  тесе каланӑ  хӑйӗн сӑмахӗнче  Олег Николаев.

Киров облаҫӗн Губернаторӗ Александр Соколов ҫак сӗнӳне ырланӑ, маларахри документа вунӑ ҫул каялла алӑ пуснине тата ӑна хальхи экономика лару-тӑрӑвне майлаштарасси кирлине палӑртнӑ. Вӑл промышленноҫпа аграри кооперациине ҫирӗплетмелли конкретлӑ утӑмсем сӗннӗ. Сӑмахран, кӳршӗ регион Чӑваш Республикин коммуналлӑ техникӑна туянма кӑсӑкланать. Хӑй енчен, Киров облаҫӗ чӑваш инвесторӗсене сӗт тарӑннӑн тирпейлекен предприяти уҫмашкӑн ҫӗр лаптӑкӗсемпе инфратытӑма пама хатӗр. Александр Соколов ҫавӑн пекех Чӑваш Енри ҫул-йӗр сечӗн пахалӑхне тата Шупашкарти хула хӑтлӑхӗн шайне  пысӑка хурса хакланӑ.

Регионсем хушшинчи экономика ҫыхӑнӑвӗсем ҫирӗп никӗс ҫинче тӑраҫҫӗ. Республика предприятийӗсем Вятка ҫӗрӗ ҫине машина тӑвакан промышленноҫ таварне, строительство материалӗсене, хими таварӗсене, текстиль тата апат-ҫимӗҫӗн анлӑ ассортименчӗпе  тивӗҫтереҫҫӗ.

Ял хуҫалӑхӗпе промышленноҫ комплексӗнче аш-какай, кондитер тата тырӑ тирпейлекен таварсем турттарасси йӗркеленнӗ. Ӗне-выльӑхӑн ӑратлӑ ҫамрӑк выльӑхне тата элитӑллӑ ял хуҫалӑх культурисен вӑрлӑхӗсене пурнӑҫа кӗртес енӗпе хутшӑну малалла  та ҫирӗппӗн вӑй илсе пырать.

Киров облаҫӗнчен вӑрман материалӗсем, кустӑрма покрышкисем (шинӑсем), минерал удобренийӗсем тата тӗрлӗ чӗр тавар кӳреҫҫӗ. Чӑваш Республикин завочӗсем те хӑйсен производствисене ҫӗнетме тимӗр-тӑмӑра ӗҫлеттермелли станоксене хастар туянаҫҫӗ.

Субъектсен хутшӑнӑвӗ гуманитари сферинче те  аван аталанса пыать.  Вӗренӳ практикисемпе тӑтӑшах улшӑнса тӑраҫҫӗ. Театрпа музыка коллективӗсем пӗр-пӗрин патне гастрольсене ҫӳреҫҫӗ, спортсменсем вара регионсем хушшинчи турнирсенче хутшӑнаҫҫӗ.

Тӗлпулу пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх,  икӗ ен килӗштерсе ӗҫлес килӗшӗве ҫӗнетес кӑмӑллӑ пулнине ҫирӗплетнӗ тата ятарлӑ министерствӑсемпе бизнес представителӗсен хутшӑннипе конкретлӑ сӗнӳсене тишкерсе тухма калаҫса татӑлнӑ.



02 июля 2026
14:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter