Юхан шыв çыхăнăвĕн аталанăвĕ – Чăваш Ен экономикишĕн тĕп ресурс пулнине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Юхан шыв çыхăнăвĕн аталанăвĕ – Чăваш Ен экономикишĕн тĕп ресурс пулнине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Пӗтӗм Раҫҫейри «Юхан шыв» форум шайӗнче Раҫҫей Федерацийӗн транспорт министрӗ Андрей Никитин тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкарти  йывӑр тиевлӗ таварсен причалне тата Шупашкарти юхан шыв порчӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ.

 «Новочебоксарский» груз причалӗ паян регионти строительство хатӗрӗсемпе тивӗҫтерекен  тӗп пункчӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Андрей Никитина вак чулсене суйламалли  комплекспа цемента ҫемҫе контейнерсенчен  пысӑк тиевлӗ транспортсем ҫине куҫаракан ятарлӑ вырӑнпа паллаштарнӑ.

Порт ертӳлӗхӗ причал аталанӑвӗн мастер-планне тӑратнӑ, ҫывӑх ҫулсене стенана 350 метра тӑршшӗ тӑсасси тата икӗ кран туянасси пирки планра пур тесе хыпарланӑ.  Пысӑк пуласлӑхра Портсемпе карап хуҫисен ассоциацийӗн президенчӗ Владимир Тимофеев  склад лаптӑкне анлӑлатма, Цивиль юхан шывӗн юхса кӗрекен вырӑнӗнче 500 метртан ытла причал стениллӗ тата 38,5 гектарлӑ склад зонилле комплекс тума палӑртасси пуласлӑхра пуррине каланӑ. Вӑл Удмурт, Мордови, Марий Эл республикисене, Ульяновск тата Киров облаҫӗсене тивӗҫтерме пултарать.  Ҫулталӑк тӑршшӗпех чукун ҫулпа тата автомобиль ҫулӗсемпе тивӗҫтересси куҫ кӗретех пулӗ тенӗ вӑл.

 «Ку республика Правительстви йышӑнакан йышӑнусем тӗплӗн шухӑшласа тунӑ тата тӗрӗс пулнине пӗлтерет. Ҫавнах эпир ҫул-йӗр строительствин аталанӑвӗнче чугун ҫулсемпе хутшӑнса ӗҫленинче те, юхан шыв пассажир тата груз турттарӑвне аталантарассинче те куратпӑр. Экономикӑна пӗлсе йӗркелесси, укҫа-тенкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курасси тата  пысӑк кӑтартусем патне пырасси питӗ ҫӳллӗ шайра рулса пырать регионта»,   тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче  Раҫҫей транспорт министрӗ Андрей Никитин.

 «Чӑваш Енре Сӗнтӗрвӑррипе Куславккара икӗ причал тума патшалӑх контрактӗсем тунӑ. Объектсен строительствине ҫитес ҫул вӗҫнелле вӗҫлемелле, тата, шанӑҫ пур, 2028 ҫулхи навигаци вӑхӑтӗнче вӗсем тӗрлӗ класс карапӗсене йышӑнма пуҫлӗҫ, ку вара пысӑках мар хуласен туризм илӗртӳлӗхне аталантарма пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне, Ҫӗнӗ Шупашкарти промышленноҫ вӑй-хӑвачӗ ӳснӗ условисенче пысӑк мультимодальлӗ комплекс туни тавар ҫаврӑнӑшне ӳстерме тата Раҫҫей транспорт логистикин шанчӑклӑ сыпӑкне пулса тӑма май парать»,  тесе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Андрей Никитина хула ҫыннисем канма юратакан вырӑнпа, Хӗрлӗ тӳремпе паллаштарнӑ. Чӑваш Енӗн тӗп музейӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа кӑтартнӑ. ЕЕртӳҫӗсем халӑх пултарулӑхӗн ӗҫӗсемпе тӗплӗн кӑсӑкланнӑ.

1940–1941 тата 1945–1955 ҫулсенче Шупашкарта пристаньсен пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ, Тӑван Ҫӗршывӑмӑрӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Анатолий Вячеславович Богоявленский ячӗпе хисепленсе тӑракан   асӑну стеллине Шупашкарти юханшыв порчӗн 2-мӗш №-лӗ причалӗ ҫывӑхӗнче хулара пурӑнакан ҫамрӑк яш-кӗрӗмпе пӗрле торжествӑлла пулӑмра уҫнӑ.    Малалла причал унӑн ячӗпе хисепленсе тӑрӗ.



02 июля 2026
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter