Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Патшалӑх автоинспекцийӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!
Кӑҫал эсир вӑй хуракан служба 90 ҫул тултарать. Ҫакӑ ҫул ҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерсе тӑракан пӗтӗм тытӑмшӑн та, хӑйӗн пурнӑҫне асӑннӑ професси тивӗҫне пурнӑҫлассине халалланӑ кашни уйрӑм ҫыншӑн та, пӗлтерӗшлӗ пулӑм.
Вун-вун ҫул хушшинче Патшалӑх автоинспекцийӗ хӑрушсӑрлӑх тӗрӗслевӗн ҫирӗп тытӑмне туса хунӑ, вӑл ҫул ҫинчи йӗркелӗхе сыхлас, ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне хӳтӗлес тӗлӗшпе патшалӑхӑн шанчӑклӑ тӗрекӗ шутланать. Эсир талӑкӗпех ӗҫлетӗр, кӑткӑс лару-тӑрӑва васкавлӑн хак парса кирлӗ йышӑнусем тӑватӑр. Тепӗр чухне ҫынсен пурнӑҫӗ сирӗн ҫаврӑнӑҫулӑхӑрпа пуҫарулӑхӑртан тата яваплӑхӑртан килет.
Сирӗн ӗҫӗр курӑмлӑ кӑтартусем кӳрет. Кӑҫалхи ултӑ уйӑхра республикӑра ҫуран ҫӳрекенсем ҫине пырса кӗнӗ тӗслӗхсен шучӗ 20 процента яхӑн чакнӑ, ҫул ҫинчи транспорт инкекне пула ачасем суранланасси вара – 30 процента яхӑн. Ҫак цифрӑсем ҫӳреве хутшӑнакансен хӑрушсӑрлӑхне, республикӑра пурӑнакансем ҫулсем ҫинче йӗрке пулнине шаннине палӑртаҫҫӗ.
Паян Патшалӑх автоинспекцийӗ умӗнче ҫӗнӗ тӗллевсем тӑраҫҫӗ: автомобильсен шучӗ ӳсет, ҫул-йӗр инфратытӑмӗ аталанать, ҫӳреве тӗрӗслесе тӑмалли тата йӗркелесе пымалли хальхи технологисем ӗҫе кӗреҫҫӗ. Эсир ҫав ыйтусене малашне те тивӗҫе парӑнса тата служба ӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пырса тухӑҫлӑн татса парассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Сире Чӑваш Республикипе Раҫҫей ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрте ҫирӗп сывлӑх, пур тӗрлӗ ырлӑх тата ҫитӗнӳсем сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
