Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗ ячӗпе саламлани
Потребительсен кооперацийӗн хисеплĕ ӗҫченӗсем тата ветеранĕсем!
Сире Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Коопераци – хуҫалӑха тытса пымалли лайӑх мел ҫеҫ мар. Вӑл пӗр-пӗрне пулӑшу кӳмелли ырӑ йӑла-йӗрке те, унӑн пархатарлӑ вӑйӗ ҫынсене пӗрлештерет, ялсемпе пӗчӗк хуласене тӗреклетет, пурнӑҫа ҫирӗпрех те шанчӑклӑрах тӑвать. Коопераци ӗҫлекен ҫӗрте яланах пулӑшу илме майсем пур тата ӑна чӑннипех шанма пулать.
Паян Чӑваш Енри потребительсен кооперацийӗн тытӑмӗ регион экономикин пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланать. Вӑл халӑх пурӑнакан пин ҫурӑ вырӑна, унта 300 пине яхӑн ял ҫынни пурӑнать, пулӑшса тӑрать, ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесе ҫынсене таварсемпе, пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтерет. Пурне те ҫакна вӑхӑтра тата яваплӑха туйса тӑвать.
Эпир ҫӗршывра нумай ҫул хушши малти вырӑнсене йышӑнса тӑракан Чӑвашпотребсоюз ҫитӗнӗвӗсемпе тивӗҫлипе мухтанатпӑр. Ҫакна суту-илӳ сетьне ҫӗнетнипе тата хамӑр продукцие туса кӑларассине анлӑлатнипе тума май килет. Потребкоопераци ӗҫченӗсем вӑл малти вырӑнта тӑма тата конкурентлӑ пулма пултарнине ӗҫпе ҫирӗплетеҫҫӗ.
Паянхи коопераци – лавккасемпе хамӑр туса хатӗрлекен апат-ҫимӗҫ продукчӗсем кӑна мар, ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн уҫӑ кулинари картти те. Обществӑлла апатлану тытӑмӗнче ҫӗнӗ мелсем хастарлӑн аталанаҫҫӗ: кофе тата чей ӗҫтерекен хӑтлӑ пӗчӗк кафесем, ача-пӑча кафисем, хатӗр ҫимесене ҫитерсе памалли тата банкетсене вырӑна тухса ирттермелли майсем. Наци кухни пирки уйрӑммӑн асӑнса хӑвармалла, унӑн хӑйне евӗрлӗ апачӗсене пирӗн предприятисем туристсене кӑмӑлтан сӗнеҫҫӗ. Çакӑ Чӑваш Ене хӑнасемшӗн илӗртӳллӗ тӑвать тата хамӑрӑн йӑла-йӗркене упрама пулӑшать.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене кӳрекен пулӑшушӑн – уйрӑм тав сӑмахӗсем. Эсир гуманитарлӑ тиевсене хатӗрлесе ӑсатма тӑтӑшах хутшӑнни, пирӗн хӳтӗлевҫӗсене кирлӗ япаласемпе тата хӑвӑр туса кӑларнӑ пахалӑхлӑ апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерни – пӗрлехи Ҫӗнтерӗве хывакан калама ҫук пысӑк тӳпе тата чӑн-чӑн патриотлӑх палӑрӑмӗ.
Кӑҫал Раҫҫейри потребительсен кооперацийӗ 195 ҫул тултарать – икӗ ӗмӗре яхӑн ҫынсемшӗн тӑрӑшни, пултаруллӑ ӗҫлени ҫакӑ. Хӑйсен пурнӑҫне кооператив юхӑмӗпе ҫыхӑнтарнӑ, ентешӗмӗрсен ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа тата пысӑк яваплӑхпа ӗҫлекен пӗтӗм ҫынна тав тӑватӑп. Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх, ырлӑх тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп! Сирӗн ӗҫӗр савӑнӑҫ, хисеп кӳтӗр, ыранхи куна шанчӑклӑн кӗтме май патӑр!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
