Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тинӗс тата юхан шыв флочӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тинӗс тата юхан шыв флочӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Тинӗс тата юхан шыв флочӗн хисеплӗ ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Сирӗн ӗҫӗр романтикӑпа ҫыхӑннӑ, анчах та ӑна пурнӑҫлама калама ҫук пысӑк яваплӑхлӑ пулмалла. Эсир пирӗн аслӑ ҫӗршывӑмӑра ҫыхӑнтарса пӗрлештеретӗр. Тинӗс тата юхан шыв маршручӗсем Раҫҫей регионӗсем урлӑ иртеҫҫӗ, ҫапла майпа автомобиль ҫулӗсемпе тата чукун ҫулпа тавар турттарас ӗҫе ҫӑмӑл­латаҫҫӗ. Сирӗнсӗр экономика, логистика тата туризм аталанӑвне куҫ умне кӑларма та май ҫук.

Эсир пурнӑҫлакан ӗҫсен анлӑхне кунта, Чӑваш ҫӗрӗнче, ӑнланса илни уйрӑмах паха. Эпир хамӑрӑн кӑтартусемпе мӑнаҫланатпӑр. Кӑҫал кӑна Шупашкар акваторийӗнче курса-уҫӑлса ҫӳремелли 138 рейс пурнӑҫланӑ. Ҫакӑн евӗр кану мелӗпе 9 пин ытла пассажир усӑ курнӑ. Республикӑра пурӑ­накансем те, хула хӑнисем те пирӗн «Валдайсемпе» ҫӳреме питӗ килӗштереҫҫӗ. Атӑл тӑрӑх круизпа ҫӳрекен туристсем Шупашкара хапӑл тусах кӗрсе тухаҫҫӗ, кӑҫал кӑна тӗп хуламӑрӑн юхан шыв порчӗ 279 теплохода йышӑннӑ, вӗсемпе ҫул ҫӳрекен 36 пин пассажир Шупашкарта пулса курнӑ.

Юханшыв флочӗ республика экономикишӗн те ӗҫлет. Атӑл тӑрӑх ҫуллен груз турттарас ӗҫ калӑпӑшӗ 7 миллион тоннӑран та иртет. Ҫак цифрӑсем республикӑра пурӑнакансен ырлӑхӗ ҫине тӳрремӗнех витӗм кӳреҫҫӗ.

Отрасль ӑстаҫисем тӗл пулнӑ вырӑн шӑпах Чӑваш Ен пулса тӑни те курӑмлӑ. Эпир хамӑр патӑмӑрта Пӗтӗм Раҫҫейри пӗрремӗш «Юхан шыв» форума йышӑнтӑмар тата ӑна чыслӑн ирттертӗмӗр. Республика пысӑк пӗлте­рӗшлӗ логистика узелӗн статусне ҫирӗплетрӗ, Атӑл тӑрӑхӗнчи пӗтӗм юхан шыв инфратытӑмне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хыврӗ.

Уйрӑм тав сӑмахӗсем – отрасль ветеранӗсене. Сирӗн ҫирӗплӗхӗр, пысӑк ӑсталӑхӑр тата флота парӑнни ҫамрӑк специалистсене отрасле малалла аталантарма пулӑшать. Ырӑ тӗслӗхӗршӗн пысӑк тав сире!

Хаклӑ туссем! Сирӗнтен кашнинех ҫирӗп сывлӑх, телей, ырлӑх тата ӑнӑҫлӑ ишев сунатӑп! Уяв ячӗпе!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                      Олег Николаев



05 июля 2026
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter