Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх статистикин федераци службин Чӑваш Республикинчи территориаллӑ органӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе Ольга Егоровӑпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх статистикин федераци службин Чӑваш Республикинчи территориаллӑ органӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе Ольга Егоровӑпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх статистикин федераци службин Чӑваш Республикинчи территориаллӑ органӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе Ольга Егоровӑпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн Экономика аталанӑвӗн министерствин хушӑвӗпе 2026 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче должноҫа йышӑннӑ.

Пахалӑхлӑ статистика  тухӑҫлӑ патшалӑх управленийӗн никӗсӗ пулнине палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑйӗн ум сӑмахӗнче.

Статистика органӗсем ҫирӗплетсе панӑ кӑтартусем тӑрӑх йышӑнусене кӗске вӑхӑтлӑх, ҫавӑн пекех вӑрӑм вӑхӑтлӑх перспективӑра та тӑваҫҫӗ. Паян, хӑвӑрт улшӑнакан тӗнчере, статистика кӑтартӑвӗсене май пур таран тӗрӗс палӑртса  кирлӗ пек вӑхӑта ҫывӑхлатма питӗ кирлӗ. Ку влаҫ органӗсене сиксе тухакан лару-тӑру хыҫҫӑн туххӑмрах кирлӗ пек йышӑну тума тата регионӑн экономика потенциалне тухӑҫлӑрах уҫса пама май парать. Чӑваш Ен Правительстви яланах Чӑвашстатпа ҫывӑх хутшӑнса ӗҫленӗ, эпир ку конструктивлӑ хутшӑнӑва ҫирӗплетме шухӑшлатпӑр»,  тесе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Олег Николаев ҫавӑн пекех Ольга Егоровӑн професси пӗлӗвне пысӑка хурса хакланӑ. Сӑмах май,  вӑл маларах республика ӗҫ тӑвакан влаҫ тытӑмӗсенче ӗҫленине те асӑнса хӑварнӑ. Унӑн паха  ӗҫ опычӗ регионти тӗрлӗ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса пама витӗм кӳнине те каланӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Ольга Егорова республика Пуҫлӑхне тав тунӑ, территори органӗн ӗҫ-хӗлӗн  кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ, хӑш-пӗр ҫитӗнӳсем пирки те чарӑнса тӑнӑ.  2025 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх, Чӑвашстат статистика органӗсен регионти ертӳҫисен тухӑҫлӑхӗн рейтингӗнче 8-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ведомствӑн чи пысӑк ҫитӗнӗвӗ   пуҫламӑш тапхӑрти кӑтартусене пухассин ӳсӗмӗ; отчетлӑх туллин пулнин кӑтартӑвӗ 98,5% таран ҫитнӗ. Ку питӗ пысӑк ҫитӗнӳ.

Чӑвашстат ертӳҫи федераллӑ статистика сӑнавӗсен  ыйтӑвӗсем пирки те чарӑнса тӑнӑ.  Паянхи кун ведомствӑра 17 пинрен кая мар юридици сӑпачӗсемпе вӗсен филиалӗсене, ҫавӑн пекех регионти 41 пин ытла харпӑр хӑй тӗллӗн ӗҫлекен уйрӑм усламҫа шута илеҫҫӗ. Статистика реестрне налог служби панӑ даннӑйсем тӑрӑх яланах ҫӗнетсе тӑраҫҫӗ.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ тата регионти ведомство ертӳҫи 2026 ҫулхи кӑрлач  ҫу уйӑхӗсенчи Чӑваш Республикин социаллӑ  пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсене те тӗплӗн сӳтсе явнӑ.



06 июля 2026
17:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter