Чăваш Енĕн ăстаçисем «Профессире чи лайăххи» конкурсăн федераци тапхăрĕнче иртекен ӑмӑртусене хутшӑнса мала тахассишӗн тупӑшассине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Чӑваш Республикин Правительствин ҫуртӗнче кашни эрнере пулса иртекен канашлура «Профессире чи лайӑххи» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн регионти тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал ӑмӑртусем 18 номинацире иртнӗ. Унта республикӑри 74 организацирен 148 ҫын хутшӑннӑ.
«Бульдозер машинисчӗ» тата «Экскаватор машинисчӗ» номинацисенчи ӑмӑртусене тӳрӗ эфирта кӑтартса пынӑ, ҫавӑн пекех Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫе вырнаҫтармалли ярмӑркка лапамӗнче те трансляциленӗ.
«Онлайн-трансляци пулӑшнипе кӑмӑл тӑвакансем ҫак профессисен уйрӑмлӑхӗсемпе паллашма тата ӑмӑртусене мӗнле пынине сӑнама пултарчӗҫ. Ку йӑлана конкурсӑн ытти номинацийӗсенче те усӑ курмалла, анлӑлатса пымалла. Ҫамрӑксем хӑйсене кӑсӑклантаракан ӗҫ профессие мӗнрен тӑнине нумайрах кураҫҫӗ, кун пек чухне профессие алла илес текенсен шучӗ пысӑкрах пулать, вӗсем ку ҫула хапӑл тусах савӑнса суйласа илӗҫ», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха малалла тӑснӑ май.
Малта – конкурсӑн федераци шайӗнчи тапхӑрӗ. Вӗсенчен пӗри Чӑваш Енре иртӗ. Аса илтеретпӗр, пӗлтӗр республикӑран хутшӑннисем федераци шайӗнче ӑнӑҫлӑ кӑтартусем тунӑ, тӑватӑ призлӑ вырӑн ҫӗнсе илнӗ: пӗрремӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене – виҫҫӗ тивӗҫлӗ пулнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен республикӑра «Бульдозер машинисчӗ», «Экскаватор машинисчӗ», «Якатупа илемлетӳ ӗҫӗсен специалисчӗ» тата «Кирпӗч хуракан ӑстаҫӑ» номинацисенче ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Унта хутшӑнма Раҫҫейри тӗрлӗ субъектран 32 ҫын заявка панӑ. Документсене йышӑнасси малалла пырать.
«Федераци шайӗнче ӑмӑртусене ирттересси – пирӗн республикӑшӑн пысӑк чыс тата яваплӑх. Ку вӑл ҫӗршыври хӑнасене хамӑр регион потенциалне, кадрсем хатӗрлессипе хастар ӗҫленине ҫирӗплетекен пулӑм . Чи кирли вара, хӑнасене хапӑл туса кӗтсе илме пӗлни», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикинн ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова.
Ӑмӑртусем «Ӗҫ ҫынни» федераци проектне тӗпе хурса, «Кадрсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пулса пыраҫҫӗ. Паллӑ, кун пек ӑмӑртусем ӗҫ профессине пысӑк тимлӗх уйӑрма хистеҫҫӗ. Чи маттур тата ӑсталӑха пысӑк шайра кӑтартма пултаракансем, пӗрремӗш вырӑна тухсан, пӗр миллион текӗне тивӗҫесси те паллӑ. Енчен иккӗмӗш вырӑна тухсан, пиллӗк ҫӗр тенкӗ илӗҫ, енчен те вара виҫҫӗмӗш вырӑна тухсан, виҫҫӗр пин тенкӗ тивӗҫесси те куҫ кӗрех пулӗ.
