Чăваш Ен: Ҫулла 2026 – Олег Николаев проекчӗпе килӗшӳллӗн янкӑр уҫӑ пулăмсен вăхăчӗ

Чăваш Ен: Ҫулла 2026  – Олег Николаев проекчӗпе килӗшӳллӗн янкӑр уҫӑ пулăмсен вăхăчӗ

Кӑҫал ҫуллахи кунсен  пӗрремӗш уйӑхӗнчех  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн «Чӑваш Енӗн ҫутӑ ҫуллахи кунӗсем» проектне регионта пурӑнакансемпе хӑнасем хапӑл тусах йышӑнни куҫ кӗретех.  Программӑна чи кӑсӑклӑ асра юлакан пулӑмсене кӗртнӗ. Проекта регионти мӗнпур муниципалитет йӗркеленӗвӗсенче  лайӑх йӗркелесе ирттереҫҫӗ.

 «Кашни муниципалитетӑн потенциалне май пур таран туллин усӑ курмалла. Тӗслӗх вырӑнне Элӗк муниципаллӑ округне илме пулать, вӑл территори енчен те, халӑх йышӗпе те чи пысӑкки шутланмасть пулин те, ҫуллахи кашни куна ҫынсене хӑй патне  илӗртекен мероприятисемпе пуянлатса пырать»,   тесе каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Сӑмах май, республика Пуҫлӑхӗ Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шӑмӑршӑ тата Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округсен хастарлӑхӗ ҫителӗклӗ марри  пирки чарӑнса тӑнӑ. Вырӑнти пуҫлӑхсемпе ӗҫ тӑвакан органсене пулса иртнӗ лару-тӑрӑва тишкерсе тухма тата тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма хушнӑ.

 «Чӑваш Енӗн ҫутӑ ҫуллахи кунӗсем» проект тӗрлӗ форматлӑ нумай мероприятие пӗр чӑмӑра пухса пӗрлештерет, республикӑн мӗнпур территорийӗнче уяв атмосферине йӗркелесе парать. Йӑлана кӗнӗ халӑх уявӗсене, спорт ӑмӑртӑвӗсене ҫынсем хастар хутшӑнни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать. 

ЯРКОЕЛЕТО.ЧУВАШИЯ.РФ порталта 3 пине яхӑн мероприяти пичетленсе тухнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче пинрен те ытларах мероприятие ирттернӗ, унта 200 пин ҫын хутшӑнса хӑйсен кӗмӑлне тултарнӑ.  Палӑртса хӑвармалла, проект афишине ҫӗнӗ пулӑмсемпе  кулленех пуянлатса пыраҫҫӗ.

 «Проект мероприяти календарӗ кӑна пулса тӑмарӗ, вӑл ҫуллахи асра юлакан самантсен чӑн-чӑн ертсе пыраканӗ пулчӗ: республикӑри кашни ҫын хӑйне килӗшекен мероприятие  суйласа илме пултарать, вӗсене хутшӑнса хӑйсен кӑмӑлне уҫайрать»,   тесе каланӑ  Чӑваш Республикин экономика министрӗ Лариса Рафикова.

Малта  тата икӗ ҫуллахи уйӑх. Чӑваш Енре пурӑнакансемпе хӑнасене ҫывӑх вӑхӑтра уҫӑ сывлӑшри ҫӗнӗ фестивальсем, мастер-классем, концертсем тата ытти пулӑмсем кӗтеҫҫӗ.

Пурсӑра та «Чӑваш Енӗн ҫутӑ ҫуллахи кунӗсем»  проекта хутшӑнса пирӗнпе пӗрле ирттерме йыхравлатпӑр.  



07 июля 2026
10:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter