Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани
Хаклӑ туссем!
Паян эпир чи ҫутӑ та ӑшпиллӗ уявсенчен пӗрне – Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне – паллӑ тӑватпӑр.
Кашни халӑхӑнах ҫемье пирки каланӑ ытарлӑ сӑмахсем пур. Пирӗн ваттисен сӑмахӗ вара ҫапла палӑртать: «Кил-çурт пуянлăхĕ – кил-йыш кăмăлĕнче». Ҫакӑ илемлӗ каларӑш ҫеҫ мар, вӑл пирӗн пурнӑҫӑн тӗшши.
Ҫемье – кашни ҫыннӑн тӗп пуянлӑхӗ. Ҫывӑх ҫынсем ҫумра чухне чун хӑпартланса каять, хурлӑх та манӑҫать. Шӑпах килте, ҫывӑх ҫынсен ҫумӗнче эпир ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума вӑй-хал илетпӗр. Кунта ачасем Тӑван ҫӗршывӑмӑра юратма, аслисене хисеплеме вӗренсе ӳсеҫҫӗ.
Пӗр ӳстермесӗр калатӑп, ҫемье – чи кирли тата Чӑваш Ен тӗрекӗ. Эпир нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ ҫултан-ҫул ӳссе пынине, ҫемье институчӗ мӗнлерех ҫирӗпленнине тата пулӑшу памалли тытӑм аталаннине куратпӑр.
Пирӗншӗн ҫемье хаклӑхӗсене хӳтӗлесси ахаль ӗҫ кӑна мар, вӑл – обществӑна сыхласа хӑвармалли никӗс те. Ҫавӑнпа та эпир ӑна пӗтӗм вӑя парса тата чунтан юратса тӑватпӑр.
Ҫемье шӑпах вӗт ҫутӑ та телейлӗ юратуран ҫуралса тӗвӗленет. Ачасен шучӗ нумайланнӑҫемӗн вара унта тӑрӑшулӑх, пӗр-пӗрне хисеплени тата пӗрлехи кӑсӑкланусем малти вырӑна тухаҫҫӗ. 2012 ҫулхипе танлаштарсан республикӑра нумай ачаллисен шучӗ 3 хут пысӑкланнӑ. Паян ҫав йышра 24 пин ытла ҫемье. Ҫак цифрӑсем ашшӗ-амӑшӗн ҫӗнӗ ӑрӑва пӑхса ҫитӗнтерес ӗҫри пархатарлӑ витӗмне палӑртаҫҫӗ.
Республика Правительстви ачаллӑ ҫемьесене пулӑшу памалли тытӑма тӑтӑшах анлӑлатса пырать. «Чӑваш Республикинче ҫураласлӑха ӳстересси тата ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси» регион программине пурнӑҫлама пуҫланӑранпа социаллӑ пулӑшӑвӑн 25 ҫӗнӗ майне ӗҫе кӗртнӗ, ҫав шутра налук ҫӑмӑллӑхӗсене, пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатмалли майсене те.
Республикӑри амӑшӗн капиталне пула 2012 ҫултанпа 19 пин ытла ҫемье пулӑшу илнӗ ӗнтӗ, ҫав шутра унпа кӑҫал 465 ҫемье усӑ курнӑ.
Ача ҫуратмалли ҫуртра ҫут тӗнчене килнӗ республикӑн кашни ҫӗнӗ ҫыннине парнепе кӗтсе илесси ырӑ йӑлана кӗчӗ. Унта – тин ҫуралнӑ ачашӑн пурнӑҫӑн малтанхи кунӗсенче мӗн кирли пурте пур. «Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ» проект – аслисен ырӑ кӑмӑлӗпе тӑрӑшулӑхӗн лайӑх тӗслӗхӗ. Кӑҫал кӑна ҫав парнене икӗ пин ытла пепке илнӗ те ӗнтӗ, ӑна пурнӑҫлама пуҫланӑранпа вара – 26 пин ытла ача.
Ҫавӑн пекех республикӑра нумай ачаллӑ ҫемьесене куллен кирлӗ япаласене проката паракан пунктсем, ачасене кӗске вӑхӑтлӑха пӑхса усракан ушкӑнсем ӗҫлеҫҫӗ. Эпир ачасем техникура тата аслӑ шкулсенче вӗреннӗшӗн тӳлемелли хакӑн 50 процентӗнчен кая мар шайне саплаштаратпӑр.
Пулас ашшӗ-амӑшне те пулӑшатпӑр, ЭКО программипе тӳлевсӗр тӗпчев иртме май туса паратпӑр. Ҫур ҫул хушшинче 200 ытла хӗрарӑм тӗпчев иртнӗ.
Патшалӑх пулӑшӑвӗн юлашки майӗсенчен пӗри ҫамрӑк ача амӑшӗ-студенткӑсене пӗр хутчен паракан 100 пин тенкӗ тӳлевӗ пулнине палӑртмалла. Пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫамрӑк ҫемьесем виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан 300 пин тенкӗлӗх тӳлеве тивӗҫеҫҫӗ.
Эпир кашни ҫемье Чӑваш Ен Правительстви уншӑн тӑрӑшнине тата ӑна пулӑшнине туйса тӑтӑр тесе хамӑртан мӗн килнине пурне те тӑватпӑр. Ҫӗнӗ ача сачӗсемпе шкулсем, сывлӑх сыхлав объекчӗсем ҫӗклетпӗр, инфратытӑма аталантаратпӑр. Вӗт ҫирӗп ҫемье – вӑйлӑ патшалӑхӑн никӗсӗ, пирӗн пӗрлехи пуласлӑхӑмӑр.
Хаклӑ туссем, сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата телей сунатӑп!
Кашни килтех тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳ хуҫаланччӑр, ачасем ашшӗ-амӑшне хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарччӑр, юратупа шанчӑклӑх вара ҫӗнӗ ӑрусемшӗн шанчӑклӑ никӗс пулса тӑччӑр!
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
