Нумай ачаллӑ ҫемье телейӗ – юратура тата йӑла-йӗркесене парӑнса пурӑннинче пулнине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Нумай ачаллӑ ҫемье телейӗ – юратура тата йӑла-йӗркесене парӑнса пурӑннинче пулнине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче Вӑрнар поселокӗнчи «Август» Культурӑпа кану паркӗнче Нумай ачаллӑ ҫемьесен республикӑри IV-мӗш форумӗ иртнӗ. Пӗр-икӗ ҫул хушшинче ырӑ уявӑн хӑйӗн йӑли-йӗркисем пулса кайрӗҫ. Кӑҫал вӑл «Пысӑк ҫемьепе - ҫулҫӳрев» девизпа иртнӗ те ӑна Атӑлҫи федераци округӗн культурӑллӑ еткерне халалланӑ. Вӑрнара Чӑваш Енри мӗнпур тӑрӑхран темиҫе ҫӗр ашшӗ-амӑшӗпе ачисем килсе ҫитнӗ, пӗр-пӗрин паха опычӗсемпе паллашнӑ,  патшалӑх пулӑшӑвӗсене епле тивӗҫме майсем пурри пирки канашланӑ.

 «Нумай ачаллӑ ҫемье - пирӗн патшалӑхӑн тӗп приоритечӗ яланах пулнӑ. Чӑваш Енре йышлӑ ачаллӑ пуласси йӑлана кӗрсе пырать.  Сӑлтавӗ те паллӑ, мӗншӗн тесен шӑпах ҫакнашкал ҫемьесенче ачасем пӗчӗкренех пӗр-пӗрне пулӑшма тата аслисене хисеплеме вӗренсе ӳсеҫҫӗ. Ҫакнашкал пӗлтерӗшне шута илсе, республика Правительстви хӑйӗн стратегине нумай ачаллӑ ашшӗ-амӑшне май пур таран пулӑшса тӑрассине тивӗҫтермелле туса йӗркелет. Ун пек ҫемьесене пур енчен те пулӑшса тӑрасси - влаҫӑн мӗнпур шайӗшӗн приоритетлӑ тӗллев тесе кулленех палӑртса калать Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин. Апла пулсан эпир экономикӑра, наукӑра, вӗрентӳпе сывлӑх сыхлавӗнче пурнӑҫланакан ӗҫсем пурте ятарлӑ ҫынна тата унӑн ҫывӑх ҫыннисене валли ӗҫлет. Пирӗн пӗрлехи тӗллев - республикӑри кашни ҫын хӑйӗн потенциалне пурнӑҫа кӗртме, лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама, яланах патшалӑхӑн комплекслӑ пулӑшӑвне туйса тӑма  витӗм кӳресси»,  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Вӑл ҫемьесене ӑшшӑн саламланӑ май, хӑйсен тӗслӗхӗпе нумай ача - ку ним иккӗленмелли ҫук телей тата мӑнаҫланмалли сӑлтав пулнине асӑннӑ .  Пысӑк хисепе тивӗҫнисене  патшалӑх наградисене парса чысланӑ. «Ашшӗ-амӑш мухтавӗ» орденпа Улатӑрти Гороховсен ҫемьине парса хавхалантарнӑ.  Сумлӑ мӑшӑр  вунӑ ача пӑхса ӳстерет. Шупашкарти Терентьевсен ҫемьине «Ашшӗ-амӑш мухтавӗ» орден медалӗпе наградаланӑ. Чӑваш Республикин «Анне» амӑш мухтавӗн паллине Шупашкар хулинче пурӑнакан Валентина Тихоновӑна панӑ. Ҫавӑн пекех 50–55 ҫул  пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене «Юратушӑн тата шанчӑклӑхшӑн» орден парса хисеп тунӑ.

Чӑваш Республикинчи «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ» обществӑлла организацийӗн председателӗ Наталья Николаева саламланӑ май ҫапла палӑртнӑ: «Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ - хамӑра чӑн хаклӑхсем ҫинчен аса илтерме илемлӗ мел. Чи ҫывӑх ҫынсем хушшинче, ҫемье сӗтелӗ хушшинче, эпир шӑпах ҫав ансат тата чи пысӑк ӑслӑлӑха тупатпӑр: телей вӑл - хӑвӑн туйӑмусене юратнӑ ҫынсемпе пайлама пултарнинче. Нумай ачаллӑ ҫемьесен тӗслӗхӗ питех те хавхалантарать: пирӗн ҫине пӑхса, ачасем мӗн пӗчӗкренех чи кирлӗ урока ӑша хываҫҫӗ - пурнӑҫра кирлӗ вырӑн тупса, ыранхи куншӑн шанчӑклӑ пулма ҫывӑх ҫынсем хушшинче, пысӑк та туслӑ ҫемьере  хӑйсене аван туяҫҫӗ.  Сире чӑн-чӑн телей, юрату, сывлӑх сунатӑп!» - тенӗ.

Ҫемье пӗрлӗхӗн пӗлтерӗшне Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗн Ашшӗсен канашӗн пайташӗ Станислав Шалеев та палӑртнӑ. Вӑл форума мӑшӑрӗпе тата виҫӗ ачипе хутшӑннӑ.

Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин специалисчӗсем пуян программа хатӗрленӗ. Форум хӑнисемпе хутшӑнакансем валли «Ачаллӑ ҫемьесем валли пулӑшу ӗҫӗсен куравӗ» уҫӑлнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ социаллӑ контракт енӗпе уйрӑм консультацисем илме, Ҫемье МФЦн пулӑшу ӗҫӗсене йӗркелеме, «Раҫҫейри ӗҫ» кадр центрӗнчи вакансисем ҫинчен пӗлме пултарнӑ. Форумра куҫса ҫӳрекен медицина автобусӗсем ӗҫленӗ.

Форум - республикӑра социаллӑ пулӑшу парас енӗпе пурнӑҫлакан анлӑ та тытӑмлӑ ӗҫӗн пӗр пайӗ пулса тӑрать. Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать: 2012 ҫулпа танлаштарсан, вӑл 2,9 хут хушӑннӑ тата паянхи кун 24 пинрен те иртсе кайнӑ.



08 июля 2026
16:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter