Юратупа шанчăклăхшăн

Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче Красноармейски салинчи культура çурчĕ çумĕнчи тӳремре нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене чысларĕç.

Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов Трак енри икĕ çемьене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе наградăларĕ. Янмурçин ялĕнчи Валентина Николаевнăпа Юрий Владимирович Федоровсем 47 çул пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те кун-çулне педагогикăпа çыхăнтарнă, тивĕçлĕ канăва тухиччен ачасене тарăн пĕлӳ тата тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшнă. Мăшăр виçĕ ача çуратса ӳстернĕ. Еншик Чуллăра пурăнакан Татьяна Александровнăпа Николай Леонидович Беззубовсем пĕрлешнĕренпе 35 çул çитнĕ. Туслă çемьере икĕ ывăл çитĕннĕ.

«Çирĕп çемье — çĕршыв тĕрекĕ. Сирĕн пурнăçра çутă самантсем ытларах пулччăр, савăнăçпа телей кăна хуçаланччăр. Пĕр-пĕрне тĕрев парса кун-çула пуянлатса пырăр», — терĕ Павел Семенов патшалăх наградисене тивĕçнĕ мăшăрсене ыр сунса.

Патшалăх наградисене тивĕçнĕ çемьесене çавăн пекех ЗАГС пайĕн ертӳçи Елена Павлова саламларĕ.



Хыпар
08 июля 2026
15:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter