Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енре «Зарница 2.0» ирттермешкӗн бюджетран уйӑракан укҫана ӳстерме тата наставниксен хавхаланӑвне вӑйлатма хушнӑ

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енре «Зарница 2.0» ирттермешкӗн бюджетран уйӑракан укҫана ӳстерме тата наставниксен хавхаланӑвне вӑйлатма хушнӑ

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи «Пӗрремӗшсен юхӑмӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри общество-патшалӑх ачасемпе ҫамрӑксен юхӑмӗпе хутшӑнас енӗпе ӗҫлекен Координаци канашӗн ларӑвӗ Правительство ҫуртӗнче иртнӗ.

Кун йӗркинче тӗп тема - «Пӗрремӗшсен юхӑмӗн»  регионти уйрӑмӗн  2026 ҫулхи II кварталти ӗҫ-хӗлӗн пӗтӗмлетӗвӗсем пулнӑ. 

Хастарсем проектсене пурнӑҫа кӗртсе пырассине тата юхӑмӑн вырӑнти уйрӑмӗсем хушшинчи ачасемпе ҫамрӑксем валли чи лайӑх сӗнӳсен конкурсӗн кӑтартӑвӗсене сӳтсе явнӑ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çамрăксене сĕннĕ проектсемпе пуçаруллă ĕçшĕн тав тунӑ. Вăл палăртнă тăрăх, çакăн пек ĕçсен пĕтĕмĕшле пуххи Правительствăна çамрăк ăрăва обществăшăн кирлĕ ĕçсене явăçтарма май панине тепӗр хут плӑртса калнӑ.

 «Мĕн чухлӗ ҫӳле хӑпаратпӑр, горизонт та ҫавӑн чухлӗ инҫерет курӑнать, эппин, хамӑр валли ҫӗнӗ майсем уҫатпӑр. Сирӗн проектсене экспертсем йышӑнни тата вӗсене пурнӑҫлама ресурссем уйӑрса пани питӗ паха  - ку пирӗн суйласа илнӗ ҫул-йӗр тӗрӗссине ҫирӗплетсе парать. Ҫакӑнпа пӗрлех кӑтартусен шутӗ хӑй тӗллӗн тӗллев пулса тӑмасть. Тӗп виҫе - хамӑрӑн хуласенче, ялсенче тата шкулсенчи чӑн-чӑн улшӑнусем пурнӑҫа кӗрсе пыни.  Ку вӑл - ачасемпе ҫамрӑксен патшалӑх юхӑмӗ шайӗнчи ӗҫӗн никӗсри принципӗ», - тесе палӑртса калнӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Чӑваш Республикинчи «Пӗрремӗшсен юхӑмӗ» регионти уйрӑмӗн Канашӗн председателӗ Олеся Илларионова организацин ӗҫ-хӗлӗн тӗп кӑтартӑвӗсем ҫинчен каласа панӑ. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 452 вырӑнти (первичный) уйрӑм ӗҫлет, вӗсем 108 пинрен иртекен ачасемпе ҫамрӑксене пӗрлештереҫҫӗ, тӗрлӗ енлӗ 84 проект пурнӑҫланать.

Шкул ачисем патриотла, обществӑшӑн пӗлтерӗшлӗ тата спорт программисене хастар хутшӑнаҫҫӗ. «Зарница 2.0» виҫҫӗмӗш сезон шайӗнче хутшӑнакансем 12  ушкӑнлӑ тата 7 харпӑр хӑй дисциплинӑпа тӗрӗслев витӗр тухнӑ.

Ачасемпе ҫамрӑксен проекчӗсене ӳсекен интересне шута илсе, Олег Николаев Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Ҫамрӑксен политикин управленийӗнчен, Чӑваш Енӗн Финанс министерствипе тата кӑсӑкланакан ведомствӑсемпе пӗрле ҫурла уйӑхӗн варриччен хальхи хавхалану тытӑмне тишкерме тата Пӗтӗм Раҫҫейри «Зарница 2.0» ҫарпа патриот вӑййин регионти тапхӑрне ирттермешкӗн пулӑшу фончӗн калӑпӑшне ӳстерес майсене пӑхса тухма хушнӑ.

 «Ҫемье зарници» проект пурнӑҫланать. Вӑл ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетме тата командӑллӑ хутшӑнӑва аталантарма пулӑшать. Проекӑн муниципалитет тапхӑрӗсенче 226 ҫемье хутшӑннӑ.

59 вырӑнти уйрӑм ӗҫтешсен номинацийӗсенче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ, тепӗр 18 команда проекта тӗп тапхӑрта ҫӗнтерӳҫӗ тесе йышӑннӑ. Парнесен фончӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 4 800 000 тенкӗпе танлашнӑ. Ку укҫа-тенке вырӑнти уйрӑмсен пурлӑхпа техника тата йӗркелӳ никӗсне малалла аталантарма  тӑкаклӗҫ.

Ларура «Зарница 2.0» Пӗтӗм Раҫҫейри ҫарпа патриот вӑййин регионти тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Аслӑ ӳсӗм категорийӗнче  малта тухакансем:

1-мӗш вырӑн: «Берет 40» отряд, Шупашкар хулинчи 40-мӗш вӑтам пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан МАОУ; 2-мӗш вырӑн: «Титан орлята» отряд, Шупашкар хулинчи 37-мӗш вӑтам пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан МБОУ; 3-мӗш вырӑн: «Батыр» отряд, Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан МАОУ, Патӑрьел муниципаллӑ округӗ.

Хӑйне евӗрлӗ ӳсӗм категорийӗнче 1-мӗш вырӑна «ЧЭТК» отряд (Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерствин Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗ) йышӑннӑ. 2-мӗш вырӑн - «Яковлевцы» отряд (И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ). 3-мӗш вырӑн - «Герои ЧАК» отряд (Раҫҫей Геройӗ Е.С. Александров ячӗллӗ Чӑваш аграри колледӗ).

Ҫамрӑксене хавхалантарас тытӑма малалла аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Ҫамрӑксен политикин управленийне Чӑваш Республикин Финанс министерствипе пӗрле «Пӗрремӗшсен» юхӑмӗн вырӑнти уйрӑмӗсен кураторӗсен тата воспитани ӗҫӗн советникӗсен хастарлӑхне шута илмелли мелсене сӗнӳ паракан (стимул паракан) тӳлевсем валли  ятарлӑ обязательнӑй критерий евӗр палӑртма хушнӑ.

 



10 июля 2026
17:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter