Вӑрнарта «Нумай ачаллӑ Чӑваш Ен» форум иртрӗ
Унта тӗрлӗ округпа хулари ҫемьесем хутшӑнчӗҫ.
ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пирӗн республикӑра нумай ачаллӑ чылай ҫемье пурӑннине, вӗсене пулӑшма патшалӑх мерисем ҫирӗплетнине палӑртрӗ форума уҫнӑ май. Хӗрарӑмсен союзӗн ертӳҫи Наталья Николаева ҫемье общество никӗсӗ пулнине, ҫӗршыв пуласлӑхне йӗркеленине каларӗ. Вӗсем нумай ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене, нумай ачаллӑ амӑшӗсене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ.
Акӑ Улатӑрти Гороховсем 10 ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Вӗсем «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫрӗҫ. Гороховсем ҫемье гимнне шӑрантарса чун хӗлӗхӗсене вӑратрӗҫ. Форумра ҫемьесем тӗрлӗ ӑмӑртура вӑй виҫрӗҫ, тӗрлӗ вӑйӑра ӑс-хакӑла аталантарчӗҫ, ӑсталӑх класӗсенче пултарулӑха туптарӗҫ.
