Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлани
Чӑваш Республикин почта ҫыхӑнӑвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире професси уявӗпе – Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Почта – шанчӑклӑ ҫыхӑну служби кӑна мар, вӑл пирӗн пысӑк ҫӗршывӑ-мӑрти ҫынсене, хуласене тата чи аякри ялсене пӗрлештерекен чӗрӗ ҫыхӑну мелӗ те. Чӑваш Енре 320 ытла почта уйрӑмӗ ӗҫлет, вӗсенчен ытларахӑшӗ ял ҫӗрӗнче вырнаҫнӑ. Шӑпах унта почтальон тӗнчепе ҫыхӑнтаракан чи кирлӗ те кӗтекен ҫын шутланать.
Пурте лайӑх пӗлекен логотиплӑ автомобильсем тата ҫуран курьерсем кирек мӗнле ҫанталӑкра та тахҫантанпа кӗтекен ҫырӑва, посылкӑна кашни киле вӑхӑтра ҫитерсе парас шутпа республика ҫулӗсем тӑрӑх пиншер километр иртеҫҫӗ. Кашни уйӑхрах почтальонсем киле пенси илсе пырса параҫҫӗ. Укҫасӑр пуҫне, 65 пин ватӑ ҫапла майпа хӑйсене тимлӗх уйӑрнине туять тата чунне уҫса ӑшшӑн калаҫма пултарать.
Паян республика почти, хӑй паракан пулӑшу ӗҫӗсен йышне анлӑлатса, хастарлӑн улшӑнса пырать. Ҫулталӑк хушшинче Раҫҫей Почтин Чӑваш Енри филиалӗнче 10 миллион ытла ҫырӑва тата миллион ытла посылкӑна тишкернӗ. Килекен документсем тӗлӗшпе пурнӑҫламалли ӗҫсене хӑвӑртлатакан цифра технологийӗсемпе кунта анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Почтӑна хальхи вӑхӑтри мультисервис теме пулать: 291 уйрӑмра банк пулӑшӑвӗсемпе усӑ курма май пур, 266 уйрӑмра маркетплейссем паракан пунктсем уҫӑлнӑ.
Ятарлӑ ҫар операцийӗ иртекен тӑрӑхри пирӗн салтаксене кӳрекен пулӑшушӑн сире уйрӑммӑн тав тӑватӑп. Посылкӑсене малти линие тӳлевсӗр илсе ҫитерсе панӑран пирӗн хӳтӗлевҫӗсем тӑван кил ӑшшипе унӑн шанчӑклӑ пулӑшӑвне, хӑйсемшӗн тӑрӑшнине туйса тӑраҫҫӗ.
Ҫак пӗтӗм ҫитӗнӳ никӗсӗнче – Чӑваш Ен почта ҫыхӑнӑвӗн пӗтӗм коллективӗн ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхӗ, ӗҫе парӑнни, сирӗн яваплӑхӑр тата чунӑрсен ӑшшийӗ.
Ҫӑмӑл мар тата пархатарлӑ ӗҫӗршӗн пурсӑра та тавтапуҫ! Сире ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх, ырлӑх тата ҫемйӗрсене телей сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
