Чӑваш Енпе Киргизи выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессине аталантармалли сферӑра хутшӑнса ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ
Чăваш Ен ял хуçалăхĕнчи çӳллĕ технологисене аталантармалли тĕп лапамсенчен пĕри пулса тăрать. Правительство ҫуртĕнче ирттерекен эрнесерен планеркӑра «Ӑратлӑ выльăх-чĕрлĕх кунӗсем 2026» Пĕтĕм Раççей форумĕн тата Еврази экономика комиссийĕн вырăна тухса ирттернĕ ларăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пӑхса тухнӑ. Вĕсем утă уйăхĕн 10-11-мĕшĕнче Шупашкар муниципаллă округĕнче иртнĕ.
«Хальхи технологисене ĕçе кĕртни, выльăх-чĕрлĕх ӳстерес ĕçре хамăр çĕршыври селекципе генетика аталани - пирĕн çынсен сĕтелĕсем çинче яланах пахалăхлă, сывлăхшăн усăллă тата йӳнĕ хаклă хамăр тавар пулнин шанчăкĕ», - тесе палăртнӑ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Чăваш Енре çакнашкал пысăк форум иртни ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕçĕн шайĕ питĕ çӳллĕ пулнине палăртать. «ЧебоМилк» тулли мар яваплӑ общество энерги перекетлекен комплекс лапамĕнче отраслĕсен пĕрлешĕвĕсен, ăслăлăх пĕрлĕхĕн тата ăратлă хуçалăхсен чи малта пыракан специалисчĕсем пухăннӑ. Раççейри вун-вун регионтан 150 ытла çын, çавăн пекех Казахстанран, Узбекистанран тата Киргизирен килнĕ хăнасем выльăх-чĕрлĕх кĕтĕвĕн хăрушсăрлăхне мĕнле тивĕçтермеллине, карантин объекчĕсен ĕçне йĕркелесе ямаллине тата регионсемпе çĕршывсем хушшинчи хутшăнусене анлăлатмаллине сӳтсе явнӑ.
Ĕç программипе килӗшӳллӗн Еврази экономика комиссийĕн ăратлă выльăх-чĕрлĕх ӳстерес енĕпе ĕçлекен комитечĕн вырăна тухса ирттернĕ ларăвĕ пулнӑ. Енсем пĕрлешӳре ăратлă мăйракаллă шултра выльăха куçарма чăрмантаракан чăрмавсене сирсе ярасси тата карантинпа çыхăннă пĕрлехи требованисене йышăнасси пирки калаçса татăлнӑ. Чăваш Ен хуçалăхĕсемшĕн кун пек йышăнусем кӳршĕри патшалăхсен рынокĕсене тухмалли хушма майсем уçаççĕ.
«Чăваш Еншĕн карантинпа экспорт лапамĕсене тăвас ĕçри опыт пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пысăк предприятисем çакнашкал объектсене хăйсен вăйĕпе туса лартаççĕ ĕнтĕ: регионта пĕрремĕшĕ «Чебомилк» хуçалăхра хăпарса пырать. Анчах та хăйсем валли кун пек майсем тупайман усламçăсем те пур. Çавăнпа та пурте хальхи требованисем тăрăх ĕçлеме пултарччăр тесен пулăшмалла, условисем тумалла», - тенӗ Сергей Артамонов. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, ятарлă ведомствăсен конкретлă йышăнусене йышăнмалла тата вĕсене чи кĕске вăхăтра пурнăçа кĕртессине тивĕçтермелле.
Ĕçлĕ калаçусен пысăк кăтартăвĕ - Чăваш Енри Ял хуçалăх министерствипе Киргиз Республикин ятарлă ведомстви хушшинче меморандум алă пусни. Вăл опытпа улшăнма çăмăллăх парĕ тата ăратлă выльăх-чĕрлĕх ӳстерес енĕпе ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетĕ. Пирĕн предприятисем практика енĕпе хутшăнса ĕçлеме хатĕр те ĕнтė. Кăçал «ЧебоМилк» тулли мар яваплӑ общество çĕршывра та, ун тулашĕнче те ăратлă 350 пӗчӗк пăрусем тата 140 ĕне сутма палăртать, «Чувашское» АО вара вӑкӑрсен вăрлăхне сутĕ.
«Чăваш тата Киргиз республикисем хушшинчи ăратлă выльăх-чĕрлĕх ӳстерес, эмбрионаллă технологисем енĕпе хутшăнусен пысăк малашлăх пур, пĕрлехи вăйсем икĕ республикин суту-илӳ çыхăнăвĕсене çирĕплетме тата агропромышленноç комплексне аталантарма витӗм кӳрӗҫ», - тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче вице-премьер - Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев.
Форум «Сĕт вăхăчĕ» фестивальпе вĕçленнӗ. Республикăри 700 ытла çын «Телейлĕ ĕне» ача ӳкерчĕкĕсен конкурсĕнче, «Атăлçи тăрăхĕн чи лайăх сыр» конкурсра, ялти спорт вăййисенче тата ытти мероприятире хутшăннӑ. Уяв хăнисем вырăнти производствăн йăли-йĕрки мĕнле аталанса пынине тата экологи енчен таса та паха апат-çимĕç епле пулса пынине курма пултарнӑ. Шăпах вĕсем кашни çемьере сывлăхлă апатланăвăн никĕсĕ пулмалла.
