Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Пысăк Кубокне ҫӗнсе илессишӗн лаша спорчĕ енĕпе регионта ӑмӑртусем иртнӗ
Кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Пысăк Кубокне лаша спорчĕ енĕпе Шупашкарти спортсмен Николай Пыркин тытса пыракан Маршак ВП ăйăр çĕнсе илнĕ. Пысăк масштаблă ăмăртусем Етĕрне муниципаллă округĕнчи Совхознӑй посёлокĕнче иртнĕ. Турнира В.И. Чапаев ячĕллĕ чаплă Чăваш Енри ӑратлӑ лашасен завочĕ йышăннă, сӑмах май вăл 2026 çулта хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тăвать. Кăçал ăмăртусен мĕнпур парне фончĕн калӑпӑшӗ 3 миллион тенке çити ӳсни куҫкӗретех.
Виçĕ çул хушши Çĕнĕ Шупашкарта ăмăртусем ирттернĕ хыççăн кăçал Кубока Етĕрне тăрăхĕнче йышăннине каланӑ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, унта республикăри чупакан лаша ĕрчетес ĕçĕн чи лайăх йăлисем историлле майпа пулса кайнине тепӗр хут аса илсе хӑварнӑ. Регион Ертӳçи сӑмаха малалла тӑснӑ май, Чăваш Енри лаша завочĕ хăйĕн ĕмĕрхи юбилейĕ умĕн иккĕмĕш хут кун ҫутине килнӗ пек хӑйне туйнине тата Раççей ипподромĕсенче уйрăмах паллă селекци ӳсĕмĕсем кăтартнине те тепӗр хут аса илсе хӑварнӑ вӑл сӑмаха май.
«Шанатăп, легенда пулса тăнă завод тата çак чаплă чĕрчунсене юратса ӳстерекен çынсен ячĕсем çĕршыв шайĕнче тепре те янрассине те курсах тӑратӑп», - тенӗ Олег Николаев. Турнира предприяти ĕмĕрхи юбилейĕпе пĕрлештерме йышăнни уява уйрăмах пысăк масштаблă та курăмлă тума витӗм кӳнӗ. Республикăра ҫакӑн евӗр паха пулӑмсем иртни, хӑнасене илӗртме, республикӑн чысне ӳстерме витӗм кӳни те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Кун пек мероприяти туризма аталантарма, экономикăна вăйлă хавхалану парать, инвестицисене явăçтарма пулăшать, регионта пурнăç пахалăхне ӳстерме витӗм кӳни те куҫ кӗретех.
1600 тата 2400 метрлă дистанцисенче куракансем Раççейре çуралнă чупакан ӑратлӑ лашасен хĕрӳ тупӑшӑвне курса савӑннӑ.
Тĕп трофейсĕр пуçне, ăмăртăва хутшăнакансем те ытти сумлă парнене выляса илессишӗн хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартса панӑ.
Кĕмĕл Кубок - Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ятарлă парнине Пульсар ăйăра тата унпа Павел Матьянов жокее парса хавхалантарнӑ.
Чăваш Енри Ял хуçалăх министерствинчен тата Спорт министерствинчен панă Бронзă Кубока Елчӗк муниципаллă округĕнчи Вадим Атаманов тытса пыракан Идальго ăйăра парса чысланӑ. Çавăн пекех çак жокей Вульф ăйăрпа Етĕрне округĕн администрацийĕн ятарлă парнине те çĕнсе илнӗ.
Республикăн тава тивĕçлĕ зоотехника В.К. Политова асӑнса Чăваш лаша завочĕн ятарлă парнине Шилтон Ч ăйăрпа Николай Пыркин тивĕçнӗ.
Етĕрне округĕнчи спорт уявĕн йышлă хăнисем валли пултарулăх коллективĕсен концерчĕ, халăх промыслисен ӳкерчĕкĕсене суту-илӳ выставки тата чăваш апат-çимĕçне астивсе пăхма условисем йӗркелесе панӑ. Пысăк культурăллă программа пурин кӑмӑлне те уҫнӑ.
1926 çулта никĕсленĕ В.И. Чапаев ячĕллĕ Чăваш лаша завочĕ республикăн тĕп бази пулса юлать, унта ӳстерекен ӑратлӑ лашисен пахалăхĕпе вăл çĕршыври чи лайăх лаша завочĕсен шутне кĕрет. Хальхи вăхăтра кунта 77 ăйăра, çав шутра 37 ăрат кĕсрине усраççĕ. Завод Раççейре чи малтисенчен пĕри искусственнăй майпа пĕтĕлентерес практикăна ĕçе кĕртнĕ, çакă чи паллă тĕнче шайĕнчи производительсенчен ăру илме май панă. Çавăн пекех предприяти пулăшнипе кашни çул иртекен Пĕтĕм Раççейри чупакан лашасен аукцион йăлине те çĕнĕрен чĕртсе янă.
Завод лашисем ăмăртусене тӑтӑшах хутшăнаççĕ тата сумлă стартсенче призёрсен шутне кĕреççĕ. Лашасем çĕршывăн тĕп парнине - Пĕтĕм Раççейри Дерби Гран-прине, икĕ хутчен вылятса илнĕ. Заводшăн пĕрремĕш çĕнтерĕве 2005 çулта Карнавал ăйăр тивӗҫлӗ пулнӑ. 2024 çулта вара Грегори РМ ăйăр хăйне евĕрлĕ кăтарту кăтартнă: вăл харăсах виçĕ чи сумлă титула - Хĕллехи Дербине, Пĕтĕм Раççейри Дерби Гран-прин парнине тата СуперДерби парнене çĕнсе илнĕ.
