Чӑваш Енре Аслӑ сӑваплӑха – Хӑватлӑ ӗҫсем тӑвакан Ҫветтуй Николай ӳчӗн тӗнчери чи пысӑк пайне кӗтсе илнӗ
Паян Чӑваш Енре Аслӑ сӑваплӑха – Хӑватлӑ ӗҫсем тӑвакан Ҫветтуй Николай ӳчӗн тӗнчери чи пысӑк пайне кӗтсе илнӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ республика ҫыннисемпе пӗрле ӑна Шупашкарти Введени соборӗнче чысласа пуҫ тайнӑ.
Шӑпах ӗненӳ мӗн авалтанпах пирӗн халӑхӑмӑра пӗрлештерме пулӑшнӑ, вӑй кӳнӗ тата малашлӑха шанчӑкпа пӑхма хавхалантарса тӑнӑ. Ҫак кунсенче нумайӑшӗ сӑваплӑха чыс тума, пуҫа тайма килӗ, ҫынсем хӑйсен тӑванӗ-хурӑнташӗсемшӗн, мирлӗ те ырӑ пурнӑҫшӑн кӗлӗ тӑвӗҫ.
Паянхи уйрӑм кӗлӗсем – хамӑрӑн паттӑр хӳтӗлевҫӗсемшӗн, хӑйсен тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлакансемшӗн. Хӑватлӑ ӗҫсем тӑвакан Ҫветтуй Николай вӗсене сыхласа упратӑр, чунне ҫирӗплеттӗр, мӗнпур йывӑрлӑха ҫӗнтерме вӑй парса тӑтӑр тата часрах Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнма пулӑштӑр.
Регион Пуҫлӑхӗ Чӑваш Ене сӑваплӑха илсе килме пулӑшнӑ кашни ҫынна чун-чӗререн тав тунӑ. Ку – Турӑ умӗнчи кӑмӑллӑ, чӑннипех пархатарлӑ ӗҫ.
Пӗрлехи кӗлӗ, пӗрлӗхпе ӗненӳ вӑйӗ кашнийӗн чунне ҫирӗплетет. Турӑ пулӑшнипе эпир мӗнпур йывӑрлӑха ҫӗнтерме пултарассине шанма май кӳрет.
