Чӑваш Енре «Профессире чи лайӑххи» федераци тапхӑрне ирттерни – кадрсене хатӗрлес ӳсӗм шайне пысӑка хурса хакланине ҫирӗплетнине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
2026 çулта «Профессире чи лайăххи» Пĕтĕм Раççейри ăсталăх конкурсĕн регионти тапхăрне пĕтĕмлетме халалланă пресс-конференци иртнӗ. Унта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ. Мероприятие ТАСС информаци центрĕнче ирттернӗ. Мускавра федераци тата регион шайĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем пухăннӑ. Журналистсемпе тĕл пулма РФ ӗç тата социаллă хӳтлĕх Министрĕ Антон Котяков, федерацин субъекчĕсен пуçлăхĕсем, çĕршыври чи пысăк промышленноҫ компанийĕсен ертӳçисем килсе ҫитнӗ.
Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче Чăваш Енре кадрсен потенциалне çирĕплетессипе тата аталантарса пырассипе хастар ӗҫлесе пынине асӑннӑ. Приоритетлӑ ыйтусем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнине каланӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май. Палӑртнӑ конкурс ӗҫ специальноçĕсен сумне ӳстерес тата çамрăксене производство сферине явăçтарас ĕçре витĕмлĕ инструмент пулса тăнине каланӑ.
«Чăваш Енре «Профессире чи лайăххи» конкурсăн федераци тапхăрне ирттерни – пирĕн кадрсене хатĕрлессин тытăмĕн пысăк шайне тепӗр хут ҫирӗплетет. Эпир рабочи специальноçĕсен сумне ӳстерес тĕллевпе кулленех тӑрӑшса ӗҫлетпӗр. «Шкул – колледж – предприяти – шкулта рабочи специальноçĕсем çинчен малтанхи ăнлава илнинчен, ирхи профориентацирен пуçласа профиль вĕренĕвĕ таран тата гаранти панă ĕç вырăнĕ тупичченхи» витĕмлĕ çыхăнăва йĕркелесе çитернĕ», – тесе каланӑ регион Ертӳçи.
Чăваш Енри ĕçпе тивĕçтерекен службăна çĕнетсе улăштарнăран ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,7% таран пулни историре чи пĕчĕк кăтартупа палӑрчӗ. Ӗç шырас вăтам вăхăт вара 3,6 уйăхран 2,3 уйăха çити кĕскелни те ҫакнах тепӗр хут ҫмрӗплетсе парать тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрнӑ май.
Олег Николаев профориентаци ĕçĕ çинче чарăнса тăнӑ: кашни çул республикăра 15 пинрен кая мар çамрăк яш-кӗрӗм ĕçе вырнаçнине, урăхла каласан, кашни виççĕмĕш çулталăк хушшинче ĕç опычĕллĕ пулнине тепӗр хут палӑртса хӑварнӑ.
«Конкурс чи лайăххисене кӑна тупмасть, вăл çамрăк яш-кӗрӗме Чăваш Енре кирлĕ профессие алла илме тата хăюллăн карьера тума витӗм кӳрет. «Чăваш Енре пурăнмалла та ĕçлемелле» девиз регионта çĕр проценчĕпех ĕçлет», – тесе каланӑ республика Пуҫлӑхӗ.
Виçĕ çул хушшинче номинацисен шучĕ самай йышланнӑ: 18 регионти тата икĕ федераци шайĕнчи таран ӳснĕ. 2025 çулта Чăваш Енри тăватă ăстаҫӑ пьедестал çине хăпарнă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем: Ольга Кошелева сыр пӗҫерекен ӑстаҫӑ тата Александр Гониашвили апат-ҫимӗҫ хатӗрлекен ӑстаҫӑ кăçал регионти эксперт комиссийĕсен йышне кĕнĕ.
«Пирĕншĕн конкурс – пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗпе паллашма май парать. Паянхи çĕнтерӳçĕсем ыранхи вĕрентекенсем пулса тăраççĕ, хăйсен опычĕпе çамрăк ҫитӗнекен специалистсене ӑс парса вӗрентсе пыраҫҫӗ», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Ĕç хутшăнăвĕсен çакнашкал тупăшусенчи пысăк вырăнĕ çинчен цифрăсем калаççĕ: регионти тапхăрта 74 организацирен 167 çын хутшăннă. НПК «ЭЛАРА» 21 хутшăнакана янă, «Промтрактор» – 15, «Шупашкарти агрегат завочĕ» – 11 хастара ӑмӑртӑва хутшӑнма ирӗк панӑ. ЧЕТРА компани ӑмӑртӑва ирттерме пысӑк витӗм кӳни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Сӑмах май, вăл паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан хальхи йышши машинăсем çинче ăмăртусем ирттерме май туса панӑ.
Республика Правительствипе хутшăнса ĕçлени конкурса ăнăçлă ирттерме витӗм кӳнине асӑннӑ ЧЕТРА компанийĕн ĕç тăвакан директорĕ Владимир Антонов. Чăваш Ен йăлтах хатĕр площадкине уйăрса панине, ĕçченсемпе хула çыннисене пĕлтерсе тăрассине тивĕçтернине, çавăн пекех конкурса регионти мероприятийĕсен календарьне кĕртнине те тепӗр хут асӑнса хӑварнӑ вӑл.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пурне те 2026 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче иртекен конкурсăн федераци тапхăрне йыхравланӑ. Хутшăнакансене тăватă номинацире ăмăртусем кĕтеççĕ, Унсăр пуçне «Пысăк машинăсен шоуĕ» ятлă масштаблă культура программи тата Раççейре пĕртен-пĕр Трактор историйĕн музейĕнчи техникăн куравĕ пулӗ. Паянхи кун тĕлне 34 заявка панă та ĕнтĕ, йышăну малалла пырать тесе сӑмаха пӗтӗмлетсе каланӑ пресс-конференци вĕçленнĕ май.
