«Хир кунӗ – 2026» курав мӗнпур Раҫҫейри агропромышленноҫ сферинче тӑрӑшакансен çыхăнӑвне çирĕплетме витӗм кӳрекен лапам пулнине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Ял хуçалăх ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ (Чăваш НИИСХ) базинче Çĕрпӳ муниципаллă округра XXI-мӗш республика куравӗ уçăлнӑ. «Хир кунĕ – 2026» Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчи агропромышленность комплексĕн представителĕсене пӗр чӑмӑра пухнӑ. Ҫӗрпӳ округӗнче «Хир кунӗ» республикӑри курава уҫнӑ май халӑх чылай килнӗ.
Паллӑ пулӑма, ятарлӑ тӳремре 57 организацинчен, 11 субъектран килнĕ представительсем пуçтарăннӑ. Республикӑна паллă селекционерсем, отраслĕн эксперчӗсем, аграри предприятийĕсен ертӳçисем, профильлĕ аслă шкул преподавателĕсем тата çамрăк специалистсем йышлӑн килсе ҫитнӗ.
Хăйсен ял хуçалăхне тытса пырас ĕçри çĕнĕ паха опытсемпе малта пыракан 32 компани 200 ытла ятарлă техникӑсемпе паллаштарнӑ.
«Ял хуçалăхĕпе промышленноç пĕрлĕхĕн представителĕсем – селекционерсенчен тата пысăк хуçалăхсен ертӳçисенчен тытăнса çамрăк специалистсемпе «Фермер шкулĕн» выпускникĕсем таранах – хутшăнни Чăваш Енĕн аграри потенциалĕ çине пысăк шанăç пуррине тата пирĕн республикăна селекцири чи паха опычӗсемпе паллаштармалли паллă лапамсенчен пĕри вырăнне йышăннине пĕлтерет. Пирĕн опытпа кӑсӑкланни куҫ кӗретех. Чи кирли вара лайăх практикăсене ăша хывма хатĕр пулнине ҫирӗплетни. Çакнашкал хутшăну – çĕршывăмăрăн мĕнпур агропромышленноç комплексĕ тăнăçлăн аталаннине тепӗр хут кӑтартса парать», – тесе каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Йăлана кĕнĕ «Агро-100 клубĕн» презентацийĕ иртнӗ, унта республикăн чи тухăçлă ял хуçалăх предприятийĕсене палăртнӑ. Хăйсен сертификатне 2026 çулхи Фермер шкулĕн чи лайăх выпускникĕсем тивӗҫлӗ пулнӑ. «Хир кунĕ – 2026» шайра Чăваш Республикинчи «Хĕрарăмсем АПКра» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн регионти тапхăрĕн çĕнтерӳçисене чысланӑ. Республикӑри маттур аграрисене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотипе чысланӑ, малашне те ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме чӗнсе каланӑ ҫӗр ӗҫченӗсене.
«Эпир хамăрăн ял территорийĕсене тума тата аталантарма хатĕр пулнă нумай пултаруллă та çивĕч ăслă çынсене куратпăр. Пирĕн тĕллев - вĕсен шухăшĕсене тимлесе итлеме тата яла аталантарас ĕçре Правительствăн ĕçне никĕсе хывакан сĕнӳсемпе пуçарусене пулăшса пырасси. «Фермер шкулĕ» е «АПКри хĕрарăмсем» евĕр проектсем лидерсене тупса палăртма пулăшаççĕ. «Агро-100 клубĕ» - пирĕн ял хуçалăхĕн чи çӳллĕ лиги, агропром предприятийĕсен чăн-чăн экономика ӳсĕмне йышăнни пулса тӑрать. Паян эпир ĕç тухăçлăхне е тата пысăк кăтартусемпе тӗплӗн паллашрӑмӑр», - тесе сӑмаха малалла тӑснӑ вице-премьер – Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев.
Куравăн ăслăлăхпа-практика пайĕ те самай кӑсӑклӑ та пуян пулнӑ. Чăваш аграри ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ ял хуçалăх культурисен 254 тĕслĕхӗпе пурне те паллаштарнӑ. мероприятие пухӑннисем хальхи вăхăтри нумай тĕрлĕ çурхи тулă, урпа, сĕлĕ, соя, хуратул тата ытти культурӑпа кӑсӑклансах паллашнӑ. Ӳсентăран ӳстерессипе ĕçлекен специалистсем вырăнти климат условийĕсене чи лайăх хăнăхнă сортсене еплерех суйласа илмелли çинчен канашланӑ. Пысăк тухăç илме паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан инновациллĕ технологисемпе усă курсан, ӳсӗм пуласси те часах тесе ҫирӗплетнӗ паха специалистсем.
