«Чикӗре» фестиваль – ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ, вӑл пире вӑйлӑрах пулма витӗм кӳнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

«Чикӗре» фестиваль – ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ, вӑл пире вӑйлӑрах пулма витӗм кӳнине каланӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

2026 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 19-мӗшӗччен Чӑваш Республикинче  «Чикӗре» ятпа  V-мӗш Пӗтӗм Раҫҫейри вӑрҫӑпа истори клубӗсен тата шырав отрячӗсен фестивалӗ иртет.

 «Ку – иртнипе тарӑнрах паллашма витӗм кӳрекен хӑйне евӗр пулӑм пулса тӑрӗ: Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи чӑн-чӑн ҫар техникинче курма, шырав отрячӗсен йывӑр та питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ кӑсӑклӑ ӗҫӗпе паллашма пулать. Пӗр шухӑшлисемпе тӗл пулни,  пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗпе паллашни пирӗн халӑхӑн аслӑ паттӑрлӑхне упраса хӑварма пулӑшать. Пӗрле эпир ӑрусен ҫыхӑнӑвне туйса илетпӗр, вӑл пире вӑй-хӑват хушӗ», – тесе палдӑртса каланӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Фестиваль тӑватӑ кун хушши пырать. Пуян та кӑсӑклӑ программа хатӗрленӗ йӗркелӳҫӗсем.    Антуражлӑ ҫар лагерӗн ӗҫӗ, ретро-автомобильсен куравӗ, вырӑнти вӑрҫӑпа тактика маневрӗсем, шырав ӗҫне тата вӑрҫӑ историйӗпе халалланӑ тематика квест-вӑййисем пулӗҫ.

Фестивалӗн тӗп пулӑмӗ - масштаблӑ вӑрҫӑпа истори реконструкцийӗ. Кӑҫал ӑна Хӗрлӗ Ҫар ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗ Львовпа Сандомирский стратегилле операцийӗн 82-мӗш ҫулне халалланӑ. Историксем ӑна вӑрҫӑ летописӗнчи чи пысӑк операцисенчен пӗри теҫҫӗ. Реконструкцинче Раҫҫей Федерацийӗн 14 регионӗнчен тата Беларусь Республикинчен килнӗ 29 вӑрҫӑпа истори клубӗ хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.



16 июля 2026
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter