Олег Николаев Пӑрачкав салинчи историлле тӗп вырӑнта тирпей-илем кӳмелли проекта ырланӑ

Олег Николаев Пӑрачкав салинчи историлле тӗп вырӑнта тирпей-илем кӳмелли проекта ырланӑ

Чăваш Енре хальхи вăхăтри тата хӑтлӑ общество вырăнĕсене йӗркелесе ҫӗнетсе пырассипе ӗҫ хастар пулса пырать. Хамăрăн хуласемпе ялсен истори еткерне упраса хăварассишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ регионта.

Ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвĕнче Пăрачкав салин историлле центрне тирпей-илем кӳрес ĕç проекчĕн смета докуменчĕсене тишкерсе тухнӑ, кирлӗ пек йышӑну туса хӑварнӑ.  Ку  «Пăрачкав еткерĕ: ялăн историлле центрне аталантарасси» проекта пурнăçламалли пĕлтерĕшлĕ тапхăр.

Ку проект çынсемшĕн тахçантанпах кĕтнĕскер тата питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл историлле центра улăштарса илемлетме анчах мар, ялпа шалти туризма аталанма  витӗм кӳрсе, ҫӗнӗ вӑй-хӑват хушӗ.

Çак ĕç юбилей çулталăкĕнче уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ: Пăрачкав 435 çулхине паллă тăвать. Чăваш Енри чи  аслӑ  ялсенчен пĕрин пуян историйĕ тата унăн хăй евĕрлĕхĕ хальхи вăхăтра  паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑтӑр тесен, кулленех округа ҫӗнетсе улӑштарса пыма тивет.

«Пурнăç валли инфратытăм» наци проекчĕн «Хула хутлăхне йĕркелес енĕпе чи лайăх проектсем» X Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтерни федераллă пулăшу майĕпе 69 миллион тенке яхăн укçа-тенкĕ явăçтарма май панӑ. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 104 миллион тенкĕрен иртет.

Ĕçсене икĕ тапхăрпа пурнăçлĕç. Троицкий соборĕ патĕнчи скверта тата çуран çӳремелли зонăра тирпей-илем кӳрессипе ĕçсене пурнӑҫлама тытӑнӗҫ. Унтан суту-илӳ лапамне  çĕнетĕç, çуран çӳремелли çĕнĕ вырăнсем тата парковка инфратытӑмне хута яма плана кӗртнӗ.

Ҫĕнелнĕ историлле центр республикăра пурăнакансемпе хăнасемшĕн туртăмăн çĕнĕ точки пулассине шансах тӑраҫҫӗ пурте.

 



16 июля 2026
15:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter