Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗтӗм Раҫҫейри СВО ветеранӗсен ӑмӑртӑвӗсем умӗн хамӑрӑн ентешӗмӗрсене ӑнӑҫусем суннӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗтӗм Раҫҫейри СВО ветеранӗсен ӑмӑртӑвӗсем умӗн хамӑрӑн ентешӗмӗрсене  ӑнӑҫусем суннӑ

Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче СВО ветеранĕсемпе – республикăн пӗрлештернӗ команда пайташӗсемпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Команда Раççей шайĕнчи спорт мероприятийĕнче çăмăл атлетика енӗпе, ятарлă çар операцине хутшăннă ветерансем хушшинче  – республика чысне хӳтĕлет. Раҫҫейӗн Паралимп комитечĕ  ҫакнашкал пысӑк ӑмӑртӑва  Шупашкар хулинче йӗркелесе ирттерме йышӑннӑ. Паллӑ, пирӗн регионта спортӑн ку тӗсӗпе ӑмӑртӑва йӗркелеме паха лапам пур, условисем те ҫителӗклӗ.  Ăмăрту утă уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 22-мĕшĕччен «Олимпийский» стадион базинче иртĕ.

Олег Николаев Чăваш Ен командине пĕтĕм чунтан ырӑпа каланӑ, ыттисем хушшинче хӗрӳ тупӑшура мала тухма вӑй-хал суннӑ. Сӑмах май, хамӑрӑн командӑшӑн пӗтӗм чунтан хисеплесе, ӑмӑртӑва тивӗҫлӗ шайра республикӑра ирттерме шантарса каланӑ.  

 «Эсир чун-хавал вăйне те, хастаррăн пурăнас кăмăла та çухатман. Хӗрӳ линисенче малти позицисенче задачăсене пурнăçлакан яшсемшĕн куçкĕретех тĕслĕх. Вĕсен те киле таврăнсан мĕнпур май уçă пулнине, обществă кашни енĕпе пулăшма хатĕррине ăнланса илмелле тата туймалла», – тенӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Енре адаптивлă спорта  кирлӗ пек пысӑк шайра аталантарса пыраççĕ, СВОна хутшăннисене реабилитацилеме тата хăйсен пултарулăхне пурнăçлама майсем пӗтӗмпех пур: сывлăх сыхлавĕнче, ĕçпе тивĕçтерекен службăра, бизнесра кирлӗ пек хӑтлӑ условисем туса параҫҫӗ.   Паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан спорт инфратытăмĕсем, уйрăмах çĕнĕ объектсем, сусӑрсен сӗнӗвӗсене шута илсе проектланаççĕ тата инклюзивлă ăмăртусем ирттерме май параççĕ. Сусӑрсен спорчĕн федерацийĕ республика шайĕнчи, федераци, регионсем хушшинчи ăмăртусене ирттермелли лапам вырăнне  кулленех Чăваш Ене  суйласа илет, сӑлтавӗ те паллӑ, республмкӑра паха условисем пурри. Апла пулсан, Чӑваш Республикинче спортӑн тӗрлӗ енӗпе ӑсталӑха туптама ҫителӗклӗ инфратытӑм пур.  Ку вара пурсӑмӑра та савӑнтарать. Ҫирӗп сывлӑхлӑ пулсан, ӗҫлеме те аван, ҫитӗнӳ пуласси те часах.

Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров республика Пуçлăхĕн хушăвне тӗпе хурса СВОна хутшăннисем валли спортпа туслашма майсене системăллăн анлăлатасса пурнăçа кӗрсе пынине каланӑ. Спорт министерстви çумĕнче Çар ĕçĕсен ветеранĕсен канашне туса хунă, «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» фондпа тачă çыхăну йĕркеленĕ,  ӑнсӑртран сиксе тухакан мĕнпур ыйтăва татса пама туххӑмрах кирлӗ пек йышӑнусем туса хӑварма та лайӑх тесе каланӑ министр сӑмаха ҫавӑрнӑ май.

Ăмăртусенче Раççей Федерацийĕн 27 субъекчĕн спортсменĕсем хутшăнĕç. Турнир программине 100, 200, 400, 800 тата 1500 метрлă чупăва, инçĕше сикессине, çавăн пекех ухăна (копье), диска ывăтса ярассине тата ядро тĕртессине кĕртнĕ.

Чăваш Республикин чысне ăмăртусенче пилĕк параатлет хӳтĕлĕ: Александр Волков, Михаил Молотков, Роман Беляев, Михаил Исаев, Сергей Бородавкин. Чăваш Ен тепĕр икĕ представителĕ – Артемий Репкин тата Сергей Анисимов – ЦСКА пĕрлештернĕ команди йышĕнче тупăшĕç.

Командăн пайташĕсем те пысăк кăтартусем тума хатĕр, вĕсем хăйсен спортри вӑй-хӑватне, ӑсталӑхне кăтартма шантараҫҫӗ.  Республикăн пӗрлештернӗ  командин членĕ Сергей Бородавкин регион ертӳлĕхне тав сӑмахӗсем каланӑ,  команда пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрма хатӗррине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. 



17 июля 2026
11:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter