Ятарлӑ ҫар операциӗн ветеранӗсен Ассоциацийӗн, Раҫҫейри ҫар ҫемйисен Комитечӗн ертӳҫисемпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

Ятарлӑ ҫар операциӗн ветеранӗсен Ассоциацийӗн, Раҫҫейри ҫар ҫемйисен Комитечӗн ертӳҫисемпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

Ятарлӑ ҫар операциӗн ветеранӗсен Ассоциацийӗн, Раҫҫейри ҫар ҫемйисен Комитечӗн ертӳҫиcемпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Ертӳҫӗсем пӗрремӗш ҫур ҫулти ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӑхса тухнӑ, пуласлӑхри тӗллевсене палӑртнӑ.

Пирӗн пӗрлехи тӗллев - мирлӗ пурнӑҫа таврӑнма кирлӗ мӗнпур условисене хатӗрлесе парасси, пӗр чӑмӑра пухӑнса сиксе тухакан ыйтусене пӑхса тухса, тивӗҫлӗ йышӑнусем туса хӑварасси, ҫынсене пурӑнма хӑтлӑ условисем йӗркелесе тӑрасси те пулса тӑрать. СВО ветеранӗсен Ассоциацийӗ ҫар ҫыннисене пӗрлештерет, вӗсен пурнӑҫри ыйтӑвӗсене татса пама витӗм кӳрет. «Раҫҫейӗн сасси» проект уйрӑмах паха. Унта кашни салтакӑмӑрӑн шӑпи пирки тӗплӗн пӗлме пулать, ҫар ҫыннин кун-ҫулне те питӗ лайӑх ҫутатса панӑ.

Ассоциацинче вӑй хуракансем тӑтӑшах ҫитӗнекен ӑрупа (шкул ачисемпе, ҫамрӑк яш-кӗрӗмпе) уҫӑ калаҫусем йӗркелесе ирттереҫҫӗ, пурнӑҫӑн тумхахлӑ ҫулӗсем пирки тӗплӗн ӑнлантарса пама пикенеҫҫӗ. Суранланнӑ ҫар ҫыннисем патне пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, патшалӑх енчен куҫакан пулӑшусене те вӑхӑтра ҫитерсе пама тӑрӑшаҫҫӗ. «Пуянлӑх кунта» ҫӗнӗ проект пурнӑҫа кӗресси те планра пур. Муниципалитетсенче те палӑртнӑ ыйтусемпе тӗплӗн ӗҫлесе пыраҫҫӗ, вырӑнти Ассоциацисем кирлӗ шайра йӗркеленсе пытӑрччӗр тесе тимлеҫҫӗ.

Мӗнпур ҫар ҫынни хӑй ҫине тимлӗх уйӑрнине туйтӑр тесен, вӗсене май пур таран пулӑшу памалла. Вӗсен ҫемйисем ыттисемшӗн тӗслӗх пулни кулленех палӑртмалла. СВОна хутшӑннӑ паттӑрсене, е вӗсем хулара, е ялта пурӑнаҫҫӗ пулсан та, пӗр тан тимлӗх уйӑрмалла. Вӗсем хӑйсене мирлӗ пурнӑҫра лайӑх туйччӑр тесен, яланах вӗсем пирки кӑсӑкланмалла, хӑтлӑ условисем йӗркелесе пама тӑрӑшмалла. Ку енӗпе «Мирлӗ пурнӑҫа утӑм» ятлӑ проект та питӗ вырӑнлӑ.

Ҫемьесен историйӗ - пирӗн ҫӗршыв историйӗ шутланать. «Паттӑрпа пӗрле пӗр кун» проект уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ун урлӑ вӗсен пурнӑҫӗ пирки тарӑнрах пӗлме пулать, вӗсене хумхантаракан ыйтусем пирки те итлеме май килет. Пӗр сӑмахпа каласан, пирӗн паттӑрсем пуриншӗн те тӗслӗхре, вӗсен паттӑрлӑхӗ ҫитӗнекен яш-кӗрӗме тӗрӗс ҫул суйласа илме пулӑшать.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ малашне те асӑннӑ Ассоциацине пулӑшма хатӗррине, май пур таран кирек мӗнле енпе те пулӑшма пултарассине шантарса каланӑ.



17 июля 2026
09:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter