Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн «Сывлӑх патне пӗр утӑм» проектне тӗпе хурса республикӑра пурӑнакан 23 пин ҫын хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ
Правительство çуртĕнче иртнӗ канашлура «Сывлăх патне утăм» пысӑк медицина проекчӗн кӑтартӑвӗсене пӑхса тухнӑ, хӑш-пӗр ҫитӗнӳсем пирки чарӑнса тӑнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене куҫса ҫӳрекен медицина бригадисен ӗҫӗ ҫинчен халӑха хастартарах пӗлтерсе тӑма, чи малтанах ял территорийӗсенче пурӑнакансемшӗн «Сывлӑх патне утӑм» проекта май килнӗ таран анлӑрах туса пама хушнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл сусӑрсене е аслӑ ҫулсенчи ватӑсене сывлӑх пункчӗсене илсе ҫитерме транспорт йӗркелеме чӗнсе каланӑ.
«Проектӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри - хамӑрӑн сывлӑх пирки тӗплӗнрех пӗлесси, май пур таран вӑхӑтра кирлӗ пек йышӑнусем туса хӑварасси. Кирек-епле самантра та сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыни аван, тимлӗх уйӑрасси пӗтӗмпех хамӑртан килет. Енчен те сывлӑха упрас тесен, профилактика ӗҫӗсене те вӑхӑтра туса пыма пӗлмелле. Чирсене вӑраха кайса аптраса сывлӑха хавшатмалла мар», - тенӗ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Олег Николаев. «Медицина пайӗнче тӑрӑшакансем ӗҫе лайӑх йӗркелесе пыраҫҫӗ. Халӗ ҫынсем ҫак пулӑшусемпе вӑхӑтра усӑ курма пултарни кирлӗ. Ҫынсене систерсе тӑрас тытӑма, уйрӑмах ялсенче, кирлӗ пек тимлӗх уйӑрма ыйтатӑп. Енчен те тухтӑрсем ялсене килнӗ пулсан, вӗсем патне ҫитсе, хӑвӑрӑн сывлӑхӑр пирки ыйтса пӗлни паха. Вӗсем яланах тӗрӗс хурав параҫҫӗ, пысӑк технологиллӗ медицина хатӗрӗсемпе усӑ курса тӗрӗс диагноза лартаҫҫӗ», - тенӗ вӑл.
Куҫса ҫӳрекен медицина комплексӗсен ӗҫӗ мӗнле пыни ҫинчен Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. 2026 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне тӗрӗслев 23 747 ҫын хутшӑннӑ, хӑйсен чир-чӗрӗсем пирки тухтӑрсенчен ыйта пӗлнӗ. Ҫулла пуҫланнӑранпа «Сывлӑх пункчӗсен» никӗсри базисем республикӑри кашни муниципалитет округӗнче пур. Тухтӑрсем пӗтӗмпе 16 пин ытла ҫынна тӗрӗслев витӗр кӑларнӑ. Вӗсенчен 2,8 пине яхӑн ҫынна хушма тӗрӗслевсене янӑ.
Кӑҫал халӑх сӗнӗвӗсене шута илсе, халӑха йышӑнмалли форматсене самай анлӑлатнӑ. Улшӑнусем те ҫук мар. Пӗр сӑмахпа каласан, пӗтӗмпех ҫынсене валли хӑтлӑ условисем йӗркелесе тӑратнӑ. Диагностика ӗҫрен каймасӑр тума куҫса ҫӳрекен бригадӑсем ӗҫ паракансен заявкийӗсем тӑрӑх предприятисене тухса ҫӳреме тытӑннӑ. Тухтӑрсем Шупашкар, Канаш тата Улатӑр округӗсенчи ултӑ организацире ӗҫлекен 679 ҫынна тӗрӗслесе йышӑннӑ та ӗнтӗ. Кун пек ӗҫе йӗркелени питӗ вырӑнлӑ, ҫынсем ҫула тухса хӑйсен ӗҫ вӑхӑтне ҫухатмаҫҫӗ. Туххӑмрах ӗҫ вырӑнӗнче медицина тӗрӗслевӗсем витӗр тухаҫҫӗ.
Тухтӑрсем ватӑ ҫынсене те манмаҫҫӗ. Шупашкарта 65 ҫултан аслӑ пациентсене уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Медицина пулӑшӑвӗпе пӗр ҫулталӑкран кая мар усӑ курманнисем кардиолог, невролог, эндокринолог, офтальмолог тата гериатр консультацийӗсене илнӗ — пурӗ 1155 пенсионер. Ку енӗпе медицина профилактикин мероприятийӗсем юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗчченех пулӗҫ.
Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин официаллӑ сайтӗнче куҫса ҫӳрекен мӗнпур бригадӑн тӗплӗ ӗҫ расписанине вырнаҫтарнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн «Сывлӑх патне утӑм» проектне пурнӑҫа кӗртесси малалла пырать. Кӑҫалхи ҫулта специалистсен 500-е яхӑн тухса, вырӑнти халӑх патне ҫитсе тӗрӗслевсем ирттерме плана кӗртнӗ.
