Лаборатори логистикин çĕнĕ тытăмĕ тĕпчевсен калăпăшне икĕ хутран та ытла ӳстерме витӗм кӳнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Лаборатори логистикин çĕнĕ тытăмĕ тĕпчевсен калăпăшне икĕ хутран та ытла ӳстерме витӗм кӳнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче эрнесерен пулакан канашлура 2026 çулхи 6 уйăх хушшинче лабораторисен службине централизацилес ĕçĕн пĕтĕмлетĕвне тишкернӗ. Кăрлачăн 1-мĕшĕнче пуçланнă реформăн тĕллевĕ - диагностика тухăçлăхне ӳстересси, унăн пахалăхне тата пысăк центрсенче паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан калӑпӑшлӑ медицина хатӗрӗсемпе пуянлатса ҫӗнетсе пырасси.

Хальхи вăхăтра республикăра икĕ пысăк централизациленĕ клиника-диагностика лабораторийĕ ĕçлет: вӗсенчен пӗри Чăваш Республикин клиника больницин тата 1-мĕш хула клиника больницин бази ҫумӗнче. Çав вăхăтрах медицина организацийĕн профилĕнчен килекен, уйрăм лаборатори анализĕсене пурнăçлакан ятарлă клиника-диагностика лабораторийĕсем те сыхланса юлнă.

Республикăра биоматериал йышăнмалли 4 пункт йĕркеленĕ: Çĕрпӳри тĕп район больницинче, Канашри медицина центрĕнче, Муркашпа Вăрнарти тĕп район больницисен бази ҫумӗнче. Кунта пĕрремĕш шайри лабораторисемпе экспресс-лабораторисенчен илнĕ тĕслĕхсем килеççĕ, ку вара вӑхӑта перекетлеме витӗм кӳрет.

Йĕркеленĕ логистика хăйĕн кăтартăвне ҫирӗплетнӗ те. Чăваш Республикинче пурăнакансемшĕн медицина страхованин тивĕçтерĕвĕсен шайĕнче лаборатори тĕпчевĕсен илме май пурлăхĕпе пахалăхĕ ӳснӗ. Чăваш Енĕн сывлăх сыхлав министрĕ Лариса Тарасова пĕлтернĕ тăрăх, службăна централизацилени пулăшнипе пациентсемшĕн тӳлевсĕр тĕпчевсен переченьне палăрмаллах анлăлатма май килнĕ. 2025 çулхи пĕрремĕш çур çулта ОМС шайĕнче 173 тĕрлĕ анализ ирттернĕ пулсан, халĕ вĕсен шучĕ 357-е çитнĕ - икĕ хут ӳснӗ.

 «Эпир лаборатори тĕпчевĕсен калăпăшне темиçе хут ӳстертĕмĕр. Ку йывăр диагноза палӑртма май туса пачĕ. Паян эпир кăтартăва куратпăр: диагноз лартассин хăвăртлăхĕпе тĕрĕслĕхĕ çĕнĕ шая тухрĕ, апла пулсан, сиплев хăвăртрах пуçланать тата витĕмлĕрех пулать», - тесе каланӑ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Сывлăх сыхлав министерствинче палăртнă тăрăх, служба ĕçне лайăхлатас енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Çывăх вăхăтри плансенче - республикăри округсенче биоматериал пухмалли пунктсен шутне ӳстересси.  

 



21 июля 2026
15:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter