Раççейĕн Федерацийӗн спорт Министрĕ Михаил Дегтярёв Чăваш Енри спорт инфратытăмне аталантарассине пурнӑҫланӑ ӗҫсене пысӑка хурса хакланӑ

Раççейĕн Федерацийӗн  спорт Министрĕ Михаил Дегтярёв Чăваш Енри спорт инфратытăмне аталантарассине пурнӑҫланӑ ӗҫсене пысӑка хурса хакланӑ

Раççей Федерацийĕн Спорт министрĕ Михаил Дегтярёв ĕçлĕ çулçӳревпе Чăваш Ене килсен, регионти спортӑн тӗп объекчĕсемпе паллашса тухнӑ.  «Олимпийский» стадионта иртнӗ - унта СВО ветеранĕсем, сусӑрсем хушшинчи çăмăл атлетикăпа Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа сывлăх мероприятийĕ уçăлнӑ.

 «Хамăрăн ятарлă çар операцине хутшăннă ветерансене вĕсен паттăр ĕçĕшĕн тата Тăван çĕршыва хӳтĕленĕшĕн чунтан тав ӑватӑп. Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин хушнипе эпир кашни ветеранах спорт реабилитацине иртме, спорта, мирлĕ пурнăçра хăй вырăнне тупма, хăйĕн тĕслĕхĕпе юлташĕсене хавхалантарма мĕнпур условисене йĕркелетпĕр. Паян Раççей Паралимп комитечĕпе, Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕпе, çĕршывăн 28 регионĕпе тата Çарăн тĕп спорт клубĕпе пĕрле эпир кун пек пысӑк калӑпӑшлӑ ăмăртусене старт паратпăр. Шанатăп, пирĕн спортсменсем ячĕпе Раççей гимнĕ янраса кайӗ, пирӗн спортсменсен ячӗпе. Пӗлсех тӑратӑп нумай çĕнтерӳ пулассине те», - тесе каланӑ  хӑйӗн ум сӑмахӗнче Михаил Дегтярев.

Ҫакнашкал пысăк шайри ăмăртусене йышăнасси - республикăшăн пысăк чыс тата мăнаçлăх тесе каланӑ сӑмаха малалла тӑснӑ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

 «Эпир хамăрăн йĕркелӳ майĕсене, пирĕн тĕп хулана - Ĕç паттăрлăхĕн хулине кăтартма пултарнишĕн савăнатпăр. Ку хисеплӗ ята Раççей Президенчĕ 2021 çулта панă. Пирĕн несĕлсем Çĕнтерӳне фронтра та, тылра та туптанă, паян эпир çав йăласене малалла тăсатпăр. Шанатăп, пĕтĕмĕшле çĕнтерӳ пирĕн пулĕ. Старта тухакансене вара калас тетĕп: эсир çапăçу задачисене пурнăçласа хăвăрăн паттăрлăха тата чун-хăвата кăтартса пама ĕлкĕртĕр. Çак пахалăхсем спортра та кирлĕ. Сире ăнăçусем, çĕнĕ çитĕнӳсем тата тивĕçлĕ çĕнтерӳсем сунатăп», - тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Ӑмăртусене ирттермелли вырăн шăпах Чăваш Ен пулса тăни хӑйне евӗр пысӑк чыс.  «Чăваш Ен - çăмăл атлетсен тимĕрçи. Кунта тĕнче тата Раççей чемпионачĕсем сахал мар ӳссе тухнă. Шанатăп, ятарлă çар операцин ветеранĕсем хăйсене тивĕçлĕ кăтартĕç те пирĕн республикăн чи лайăх спорт йăлисене малалла тăсĕç», - палӑртнӑ СВО ветеранĕ, «Мирлĕ пурнăçа утăм» партин проекчĕн координаторĕ Дмитрий Осипов.

Хăйсен хутшăнакансен харпăр хӑй тĕслĕхĕ те витĕмлĕ пулнӑ. ЦСКА чысне Чебоксар стадионĕнче ăнăçлă хӳтĕленĕ çынсен шутĕнче СВО ветеранĕ, запаса илнĕ подполковник, Тĕнчери çар спорчĕн канашĕн (CISM) паралетика енĕпе диск ывăтас енĕпе кĕмĕл призерĕ, Чăваш Енри СВО ветеранĕсен ассоциацийĕн председателĕн çумĕ тата СВО ыйтăвĕсемпе ӗҫлекен республика Пуçлăхӗн пулăшуçи Артемий Репкин пулнӑ.

Раççейĕн Спорт министрне стадионăн çĕнетнĕ инфратытӑмӗпе  тӗплӗн паллаштарнӑ.   

Министр çавăн пекех Олимп резервĕн 2-мĕш спорт шкулĕн ĕçĕпе паллашнӑ, кунта биатлонистсене, йĕлтĕрçĕсене тата фристайл енĕпе спортсменсене хатĕрлеççĕ. Кунта виçĕ çӗре яхăн воспитанник вĕренет, шкул представителĕсем вара Раççейӗн пӗрлештернӗ командин йышне кĕреççĕ. Ку учреждени никĕсĕ çинче çулсерен республикăри тата Пĕтĕм Раççейри темиçе теçетке ăмăрту иртеççĕ, çакă ăна регионта хĕллехи спорт тĕсĕсене аталантармалли чи пĕлтерĕшлĕ центрсенчен пĕри пулма май парать.

Олег Николаевпа Михаил Дегтярёв центрта малашне аталантармалли плансене сӳтсе явнӑ. Чăваш Республикин Правительстви ăна модернизацилессине малалла тăсать: проект пысăк ăмăртусем ирттерме кирлĕ куракансен инфратытăмне, спортсменсене хатĕрлемелли пӳлĕмсене тата ытти объектсене туса хума палăртать.

Регион Ертӳçи Олег Николаев Михаил Дегтярёва республикăри спорт инфратытăмне аталантарма тимлĕх уйăрнăшăн тав тунӑ: шăпах Раççей Спорт министерстви пулăшнипе Чăваш Ен пысăк проектсене пурнăçа кĕртме, Пĕтĕм Раççей шайĕнчи ăмăртусем ирттерме тата спортсменсене хатĕрлеме хальхи условисем туса пама май  килнине те асӑнса хӑварнӑ вӑл.

Юлашки пилĕк çулта Чăваш Енре 110 çĕнĕ спорт объектне - пысăк комплекссенчен пуçласа ялти «ăслă» площадкисемпе ГТО нормативĕсене пурнăçламалли шкул зонисем таранах - туса лартнă. Çакна пула паян республикăра пурăнакансенчен 60% яхăн кашни кунах спорта ҫӳрет. Чăваш Ен Правительстви малашне те кашни муниципалитетрах спортпа туслашма майсем анлăлатас, массăллă спорта аталантарас енĕпе çĕршыври лидерсенчен пĕрин шутĕнчи регионăн позицине çирĕплетес тĕллевлĕ.

 



21 июля 2026
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter