«Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» хăйне евĕрлĕхпе тĕлĕнтерĕ
Фестиваль утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче уçăлĕ, çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленĕ. Кашни кун мĕн те пулин çĕннипе тĕлĕнтерĕ. Унăн тĕп тĕсĕсем кăçал симĕс тата шурă пулĕç. Тĕп темăсем:
«Шупашкарти хаус-пати» – 2000-мĕш çулсене аса илни: неон, хастар диджей, ирччен иртекен ташăсем. Уяв каçĕн хăни – «Вирус» (Мускав). 2000-мĕш çулсенчи пек тумланса пымалла.
«Симĕс салам!» – симĕс тум тăхăнмалла.
«Халăхсен туслăхĕ» – этно- тата халăх сĕмĕллĕ уяв. Егор Матвеевский янăраттаракан кĕвĕпе е Костя Рязанов юррипе ташша тухма пулĕ. Раççей халăхĕсен наци тумĕпе пымалла. Чи илемлĕ тумпа пыракана парне пулĕ.
«Рок стилĕпе!» Дресс-код: рок-сăнар.
