2026–2028 çулсем валли Чăваш Енĕн инвестици программине 565 миллион тенкĕ хушма укçа-тенкӗ тивӗҫӗ

2026–2028 çулсем валли Чăваш Енĕн инвестици программине 565 миллион тенкĕ хушма укçа-тенкӗ тивӗҫӗ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пайташӗсем 2026 çул валли тата 2027, 2028 çулсенчи план тапхăрне пурнăçлама палăртнă Республика адреслă инвестици программине улшăнусем кĕртнине ырланӑ. Программăн çĕнĕ редакцийĕнче резерв фончĕн укçи-тенки, патшалăх контракчĕсемпе перекетленинчен килекен тӳрлетӳсем тата çĕнĕ приоритетлă объектсене кĕртни курӑннӑ.

РАИПăн пурĕ пуçтарăнакан укçа-тенкĕ калăпăшне 565,4 миллион тенкĕлĕх ӳстернĕ, халĕ вăл 15 миллиард тенкĕпе танлашать. Çак хушăра федераци бюджетĕнчи укçасене 3,5 миллиард тенкĕ шайĕнчех сыхласа хăварнă, республика бюджетĕнчен уйăракан  укҫан калăпăшĕ вара 11,5 миллиард тенкӗ таран ӳснӗ. Ку - регионăн инфратытăмне çирĕплетес енĕпе тунă тепĕр утăм.

 «Инвестици программи – вăл Чăваш Ене аталантарса пыракан тĕп мелсенчен пĕри. Кашни объект хыçĕнче пурăнакансен чăн-чăн ыйтăвĕсем тăраççĕ, çавăнпа та эпир ресурссене социаллă витĕмĕ чи пысăкки паракан вырăнсенче ăнăçлăн пуçтаратпăр. Пирĕн тĕллев ­– республикăн кашни çынни ырă улшăнусене туйса илччĕр тесен  программăна пурнăçламалли мĕнпур тапхăрта çак принципа сыхласа хăварасси», - тесе палӑртса каланӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Как доложил министр строительства, архитектуры и ЖКХ Чувашии Владимир Максимов, в проекте постановления учтены средства резервного фонда Кабинета Министров, выделенные на 2026 год на два значимых социальных объекта:

Чăваш Енĕн строительство министрĕ Владимир Максимов пĕлтернĕ тăрăх, йышӑнӑвӑн проекчĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн резерв фончĕн 2026 çул валли уйăрнă укçи-тенкине шута илнĕ, вӗсене икĕ пысăк социаллă объект валли  уйӑрни те куҫ кӗретех.

Строительство ĕçĕсемсĕр пуçне, программа çĕнĕ объектсем валли проектпа смета документацийĕ туса хатĕрлессине те тимлĕх уйăрать. Ку тĕллевсем валли уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ 53 миллион тенкĕрен иртĕ.



23 июля 2026
13:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter