Раççейри СВО ветеранĕсен ăмăртăвĕсем Чăваш Республикинче çĕршыври паралимп юхăмĕн аталанăвĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ тапхăр пулса тăнине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Чӑваш Енри Спорт министерстви ҫумӗнчи «А. Игнатьев ячӗллӗ ЦСМ» АУ «Олимпийский» стадионра Раҫҫей шайӗнчи ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ спорт ӑмӑртӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ. Вӑл ку хутӗнче ятарлӑ ҫар операцине (СВО) ветерансем хушшинче пулнӑ.
«Чӑваш Ен ҫакнашкал пысӑк пӗлтерӗшлӗ стартсен вырӑнӗ пулса тӑнишӗн, эпир чӑннипех те, мӑнаҫланатпӑр. Ку ӑмӑртусем - пирӗн ветерансен реабилитацийӗн тата социаллӑ адаптацийӗн чи пӗлтерӗшлӗ тапхӑрӗ, эпир республикӑра адаптивлӑ спорта аталантарассине кирек мӗнле майпа та пулӑшса пырӑпӑр», - тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Пысӑк калӑпӑшлӑ ӑмӑртусене ҫӗршыври 28 регионтан 100 ытла хутшӑнакан пуҫтарӑннӑ. Ӑмӑртусен программине копье ывӑтас, диск ывӑтас, 100, 200, 400, 800 тата 1500 метр чупас, вӑрӑмӑша сикес дисциплинӑсене тата ыттине те кӗртнӗ.
Пуян вӗренӳ программи йӗркеленӗ: паралимп урокӗ, паллӑ паралимпиецсенчен тата тренерсенчен мастер-классем, профессионалсенчен консультацисем. Пӗтӗмлетсе каласан, ку пурте Раҫҫей шайӗнчи ҫӑмӑл атлетика стартӗсенче хӑйсен вӑйне пуҫласа тӗрӗслекенсемшӗн питӗ кирлӗ. СВО ветеранӗсене мирлӗ пурнӑҫа тавӑрма ҫӑмӑл мар, уйрӑмах аманнисемшӗн, нумайӑшӗшӗн вара спорт лайӑх ориентир тата шанчӑклӑ пулӑшуҫӑ пулса тӑчӗ. Кунта сӑмах характер ҫинчен те пырать. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ чухне паттӑрлӑхпа ҫирӗплӗх кӑтартнӑ ҫар ҫыннисем тепӗр хут ҫирӗплетсе панӑ хӑйсен пултарулӑхне, хӑюлӑхне.
Командӑсен пӗтӗмӗшле зачетӗнче Мускав хулин пӗрлехи ушкӑнӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ, турнир таблицин иккӗмӗш йӗркине Липецк облаҫӗн представителӗсем йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна тан очкосем пухса Санкт-Петербург тата Удмурт Республики сборнӑйӗсем пайланӑ.
Чӑваш спортсменӗсенчен ӑмӑртусенче чи пысӑк ҫитӗнӳсене Сергей Анисимов тата Артемий Репкин тунӑ, вӗсем Тӗп спорт клубӗн (ЦСКА) сборнӑй команди йышӗнче тупӑшнӑ.
Урмар округӗнче ҫуралнӑ, СВО ветеранӗ, параатлетика енӗпе Раҫҫей чемпионӗ Сергей Анисимов икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ: копье тата диск ывӑтса ыттисемшӗн тӗслӗхре пулса тӑнӑ. Унӑн командӑри юлташӗ, СВО ветеранӗ, запаса кайнӑ подполковник, Параатлетика енӗпе Тӗнче шайӗнчи спорт канашӗн (CISM) диск ывӑтассипе кӗмӗл призерӗ, Чӑваш Енри СВО ветеранӗсен Ассоциацийӗн председателӗн ҫумӗ тата СВО ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен республика Пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Артемий Репкин диск ывӑтассипе кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енре СВО ветеранӗсем хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей шайӗнчи физкультурӑпа спорт мероприятийӗ регионта тата пӗтӗм ҫӗршывра адаптивлӑ спорта аталантарассинче пӗлтерӗшлӗ утӑм пулса тӑнӑ. Чи ҫӳллӗ шайри спортсменсене йышӑнма хатӗррине, вӗсем валли ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсемпе ҫитӗнӳсем тумалли мӗнпур условисене туса панине тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗ Чӑваш Ен.
