Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Паралимпиада комитечĕн президенчĕпе, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕпе Павел Рожковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Паралимпиада комитечĕн президенчĕпе, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕпе Павел Рожковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Регион Пуçлăхĕ Чăваш Республикинче куçса çӳрейменнисен, сусӑрсен  спортне приоритетлă тесе хакланӑ, спортӑн база шутне кӗнине асӑннӑ.  Ун сăмахĕсемпе, Чăваш Ен спортсменсене федераци тата республика укçи-тенки шучĕпе тытса тăрас енĕпе кулленех комплекслӑ пулăшупа тивӗҫтерет, инфратытăма çĕнетет тата  вӗсене валли объектсене  хӑтлӑх кӳрет.

 «Чăваш Республикишĕн ятарлă çар операцине хутшăннă ветерансем валли пуçласа ирттерекен пысăк шайри физкультурăпа спорт мероприятийĕ йышăнасси - пысăк чыс. Эпир çакнашкал ăмăртусене йĕркелесе ирттерессине яваплăха туйса пурнӑҫлатпӑр. Спортсменсемпе тренерсене тата судьясене хăтлă условисем туса паратпăр. Республикăри мĕнпур çĕнĕ спорт объектне малтанах пурте усă курма май паракан тавралăх стандарчĕсене шута илсе проектлаççĕ. Пĕрлехи мероприяти ирттерес тесен эпир Паралимп комитечĕн сĕнĕвĕсене ӳлӗмрен те яланах шута илме хатĕр»,- тесе каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Олег Николаев.

Аса илтеретпĕр, Шупашкарта ятарлă çар операцине хутшăннă ветерансем хушшинче куçса çӳрейменнисен  спортĕнчи çăмăл атлетика енĕпе Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш спорт мероприятийĕ иртнӗ. Павел Рожков республикăн ертӳлĕхне ăмăртусене çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттернĕшĕн тав тунӑ.

 «Чăваш Енре мероприятине суйласа илни ахальтен мар. Шупашкара тивĕçлипе çăмăл атлетикăн паралимп тĕп хули теме пулать: спорт базисене пĕтĕмпех хăтлăлатнă, специалистсем пысăк квалификациллĕ, регионӑн вара Пĕтĕм Раççейри тата халăхсен хушшинчи стартсене ăнăçлă ирттернин опычĕ пур. Раççей Паралимпи комитечĕ республикăра тренировкăллă мероприятисемпе тĕрлĕ спорт тĕсĕпе ăмăртусене малалла ирттерме палăртать, ку шутрах сусӑрсене валли те»,- тесе сӑмаха малалла тӑснӑ Раççей Паралимпиада комитечĕн президенчĕ

Республикăн ăнăçлă опычĕпе усă курса, Павел Рожков Чăваш Енре Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен Кубокĕн Атăлçи федераци округĕнчи финал тапхăрне ирттерме сĕннĕ. Вăл çавăн пекех «СШОР № 3» АУ ЧР ДО никĕсĕ çинче йĕркеленĕ адаптивлă спортпа демонстраципе вĕрентӳ центрĕнче туса панă условисене пысăка хакланă, халĕ вăл çĕршыври чи лайăх центрсенчен пĕри пулнине палăртнă. Раççей Паралимпиада комитечĕ ăна пур енлĕн пулăшма, малтанах методика тĕлĕшĕнчен витӗм кӳме хатӗррине те хыпарланӑ.

Павел Рожков ятарлă комитет «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» Патшалăх фончĕпе пĕрле ветерансене професси спортне явăçтарас тĕлĕшпе системăллă ĕçленине, вĕсене ятарлă грантсем шучĕпе пулăшнине те каланӑ.  Паянхи кун тĕлне çапăçусене хутшăннă 700 ытла çын çĕршыв субъекчĕсен ушкӑнӗсен йышне кĕнĕ, 70 яхăн çын наци йышӗнче тăрать, чемпион титулĕсене çĕнсе илет тата тĕнче рекордĕсене лартать.

Тĕлпулура Паралимпиада комитечĕ енчен Раççей Федерацийĕн Общество палатин Секретарĕн пĕрремĕш çумĕ, Раççей Паралимпиада комитечĕн вице-президенчĕ, Раççей Геройĕ Вячеслав Бочаров тата куҫсӑррисен спортĕнчи Пĕтĕм Раççейри федерацин президенчĕ, Раççей Паралимпиада комитечĕн вице-президенчĕ Ольга Семёнова хутшăннă.

2026 çулта республикăра куçса çӳрейменнисен спорчĕн тĕрлĕ дисциплинипе 13 пысăк турнир ирттерме палăртнă, унта çăмăл атлетикăпа тата дартспа Раççей чемпионачĕсемпе первенствисем, йĕлтĕрпе чупассипе тата биатлонпа ăмăртусем, Атăлçи федераци округĕн пауэрлифтинг енĕпе иртекен чемпионачĕ тата следж-хоккейпа ачасен регионсем хушшинчи турнирĕ  пулӗ.

 



23 июля 2026
11:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter