Ачасен çуллахи канӑвӗн вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх ҫине ытларах тимлӗх уйӑрма чӗнсе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Ачасен çуллахи канӑвӗн вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх ҫине ытларах тимлӗх уйӑрма чӗнсе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Ачасен канăвне тата сывлăхне йĕркелес ыйтусемпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвĕ иртнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пухăннисене пур хăрушлăха та вăхăтра асăрхаса хуравлама, лагерьсенче тата шыв объекчĕсенче чи пысăк хăрушсăрлăха тивĕçтерме кирли çине тимлĕх уйăрма чĕнсе каланӑ. Вăл çуллахи кампани пĕтĕмĕшле йĕркеллĕ иртнине палăртнӑ, апла пулин те унта яланах тимлĕ пулмаллине тата вырăн-вырăнпа татăклăн юсавсем тумаллине асӑннӑ.

 «Ӗç кирлӗ пек шайра пулса пырать. Сменăсенче ачасене валли спорт, пултарулӑх, ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма ҫителӗклӗ таран кӑсӑклӑ программа хатӗрленӗ. Пур-пӗрех туххӑмрах татса памалли ыйтусем те ҫук мар. Ачасене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси ыйту приоритетлӑ шутланать. Профилактика мероприятийĕсене кулленех йӗркелесе ирттермелле», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

Шыв çинчи инкек-синкек йышланнине пула республика Пуçлăхĕ муниципалитетсенче чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комиссийĕсен черетсĕр ирттерме, профилактика ĕçне вăйлатма хушнӑ.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Закутаев çывăх кунсенче ведомство специалисчĕсем шыв объекчĕсен территорийĕсенче профилактика рейдĕсене йĕркелессине тата халăх хушшинче ăнлантару ĕçне ирттерессине хыпарланӑ.

Чăваш Енĕн вĕренӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, çуллахи уйăхсенче ĕнтĕ 52 пин ытла ача канса илнĕ. Кану ĕçне 302 учрежденире – ку хула тулашĕнчи тата шкул çумĕнчи лагерьсем, çавăн пекех социаллă пулăшу центрĕсенчи лапамсем йĕркеленĕ. 2026 çулхи çулла пурĕпе 80 пинрен те ытла ачана канупа сывлăха çирĕплетессипе тивĕçтерме палăртнă.

Сменăсен программине «Мир возможностей» проект сĕнĕвĕсене шута илсе хатĕрленĕ, унта вĕренӳ, спорт тата патриотизм модульĕсем кĕреççĕ. Лагерьсенче Раççейри ачасемпе çамрăксен хусканăвĕн тематика сменисем, «Эткер» центр пуçарнипе вĕренӳпе тренировкăсем ирттермелли пухусем, «Пĕлӳ» обществăн лекцийĕсем, хăрушсăрлăхпа тата киберграмотностьпе занятисем иртеççĕ. Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн ҫулталăкĕнче тата Чăваш Енре Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче уйрăмах нумай нациллĕ культурăна ăса хывассипе тимлеççĕ.

Çакна май канăвăн инфратытăмне çĕнетесси те малалла пырать: Шупашкарти «Хум» лагерьре икĕ çĕнĕ çывăрмалли корпус хăпартса лартнă, «Çăлтăр» лагерьре вара столовăя тĕплĕн юсаса çĕнĕ оборудованипе пуянлатнă.

Йывăр лару-тӑрӑва лекнӗ ачсем патне уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ аслием.  Кăçал республикăн бюджетĕнчен çул çитменнисен ĕçĕсемпе ĕçлекен комиссисенче шута тăракан 250 çамрăкăн канăвне йĕркелеме 2,8 миллион тенкĕ ытла уйăрса панă. «Соснячок» тата «Хĕвел» лагерьсенче вĕсем валли «Раççей вăйĕ» проектпа килĕшӳллĕн профильлĕ интенсивсем ирттереççĕ, унта психологи тренингĕсем, вӗрентӳ лекцийĕсем тата ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе пĕрле иртерекен паттăрлăх урокĕсем кĕреççĕ.

Ларура çавăн пекех санитари-эпидемиологи нормисене, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисен тата антитеррор хӳтĕлевĕн требованийĕсене пăхăнас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Кампани пуçланнăранпа ушкăнлă инфекци чирĕсемпе тата пысăк йĕркене пăснисемпе çыхăннă тĕслĕхсем регистрациленмен. Хăрушсăр канăва тивĕçтермелли условисене пăхăннине ведомствăсен хушшинчи комисси пайташĕсем тĕрĕслесе тăраççĕ.

 Пĕтĕм Раççейри конкурссене хутшăнас ыйтăва уйрăммăн пăхса тухнӑ. Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен республикăра «Чи лайăх инклюзивлă шкул – 2026» конкурсăн регионти тапхăрĕ иртĕ, унта «Ачасен канăвне тата вĕсен сывлăхне çирĕплетессипе чи лайăх инклюзивлă организаци» номинаци пулать. Çурлахи уйăхрах «Хула тулашĕнчи лагерьсен фестивалĕ – 2026» регион шайĕнчи конкурс иртӗ, унта çĕнтерекен Чăваш Ене «Раççейри чи лайăх ача-пăча лагерĕ – 2026» конкурсăн пĕтĕм Раççейри тапхăрĕнче кăтартĕҫ. Раççей Вĕренӳ министерстви çак конкурссене хутшăннине федераци укçине малашне ачасен сывлăхне çирĕплетмелли учрежденисене çĕнетме уйăрнă чухне шута илӗ.



24 июля 2026
09:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter