Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Следстви органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Следстви органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Следстви органӗсем – право йӗркин никӗсӗ, право сыхлавӗн пӗтӗм тытӑмӗн шанчӑклӑ тӗревӗ. Сирӗн ӗҫе пурнӑҫлама принциплӑ, хӑюллӑ, яваплӑ пулни кирлӗ. Эсир ҫӗршер кӑткӑс, пӑтрашуллӑ ӗҫсене тӗпчетӗр. Тата ҫак ӗҫ – куллен, тимлӗн, пӗтӗм чунтан тӑрӑшса пурнӑҫламалласкер.

Кашни ӑнӑҫлӑ вӗҫленекен тӗпчевех эсир, ҫирӗп кӑмӑллӑ тата хӑвӑр ӗҫе парӑннӑ чӑн-чӑн профессионалсем, тӑватӑр. Сирӗн ӗҫӗр – преступленилӗхпе кӗрешесси тата чӑнлӑхпа тӗрӗслӗхе кашни кунах тӳрре кӑларасси. Эсир ҫакна чыслӑн пурнӑҫласа пыратӑр.

Тӗрлӗ цифра платформисем, искусствӑлла интеллект сирӗн шанчӑклӑ пулӑшу­ҫӑсем шутланаҫҫӗ, тишкерӳ ӗҫ-хӗлне хӑвӑртлатаҫҫӗ. Анчах темле лайӑх технологи те, чи кирлине – этем ӑс-тӑнне, професси сисӗм-туйӑмне тата ҫынна тарӑн­нӑн ӑнланассине – ылмаштараймасть. Шӑпах эсир, тӗрлӗ енлӗ тишкерӳ, пайӑр цифрӑсемпе фактсем ҫине таянса, следстви пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх татӑклӑ йышӑну тӑватӑр. 

Саккун аслӑлӑхне ҫӗршывӑмӑрта тата Чӑваш Енре тивӗҫтерсе эсир граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене куллен хӳтӗлетӗр. Раҫҫей суверенитетне ҫирӗплетес ӗҫе хывакан сирӗн тӳпӗре хак пама та май ҫук. Тата эсир званисемпе наградӑсемшӗн мар, тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑларас, республикӑра пурӑнакан кашни ҫын хӑйне хӳтлӗхре туйтӑр тесе ӗҫлетӗр. Ҫынсем ыранхи куна шанчӑклӑн кӗтнӗ чухне хастарлӑн малашнехи плансем тӑваҫҫӗ, ҫӗнӗ ӗҫ уҫаҫҫӗ, ҫемье ҫавӑ­раҫҫӗ, ача ҫитӗнтереҫҫӗ – ҫакӑ вара пӗтӗмпех сирӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫӗр.

Служба ветеранӗсене – уйрӑм тав самахӗсем, вӗсен паха опычӗ тата присягӑна чунтан парӑнни следовательсен ҫамрӑк ӑрӑвӗшӗн кӑмӑл-сипетӗн тӗп палли пулса тӑраҫҫӗ.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, чӑтӑмлӑх тата пысӑк ӑс сунатӑп, хӑвӑрӑн пархатарлӑ ӗҫӗрте эсир яланах ҫитӗнӳ тума пултарӑр, килте вара сире ҫывӑх ҫыннӑрсем  юратса та ӑшшӑн кӗтчӗр.

Уяв ячӗпе, хаклӑ туссем!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                    Олег Николаев



25 июля 2026
09:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter