Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Суту-илӗвӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Чӑваш Ен суту-илӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире професси уявӗпе саламлатӑп! Суту-илӳ ӗҫӗ Чӑваш Ен экономикин тӗп отраслӗсенчен пӗри пулнӑ та, пулать те. Паян ҫак сферӑра 87 пин ытла ҫын вӑй хурать. Шӑпах вӗсем халӑха пурӑнма кирлӗ мӗнпур таварпа тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн вак суту-илӳ рынокӗ ҫынсен ыйтӑвӗсемпе шайлашуллӑн аталанса пырать. Регионта 6800 яхӑн лавкка, пин ытла обществӑлла апатлану объекчӗ, йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен 2500 ытла предприяти тата интернет-заказсене паракан 1100 яхӑн пункт ӗҫлет. Йӑлана кӗнӗ суту-илӳ вырӑнӗсемпе юнашар фермер ярмӑрккисем йӗркеленеҫҫӗ. «Сутуҫӑ-туянакан» сыпӑкра «Пехет» агромаркет хӑйӗн вырӑнне шанчӑклӑн йышӑнчӗ, унта Чӑваш Енре туса кӑларакан пӗтӗм апат-ҫимӗҫ тӗсне курма пулать. Республикӑра пӑхса ҫитӗнтерекен тата туса илекен ял хуҫалӑх продукцийӗнчен чылайӑшӗ, тарӑннӑн ӗҫлесе тирпейленине пула, тутлӑ та пахалӑхлӑ апат-ҫимӗҫе ҫаврӑнать. Ҫакна регионта пурӑнакансем пысӑка хурса хаклаҫҫӗ.
Лавккасен сентрисем ҫинче вырӑнти апат-ҫимӗҫ нумайлансах пырать. Чӑваш Ен Правительстви хамӑрӑн предприятисене пулӑшать, вӗсене ҫӑмӑллӑхсем парать. Бизнес валли ҫӗнӗ майсем уҫса эпир ӗҫ вырӑнӗсене сыхласа хӑварма пулӑшатпӑр. Чӑваш бренчӗсене анлӑрах сарма тата тавар туянакансене вырӑнти таварсемпе паллаштарма «Чӑваш Ен Ырлӑх Кӳрет» цифра платформи пулӑшать.
Ҫӗршывра чылай ҫул хушши ӗнтӗ малти вырӑнсене ҫирӗппӗн тытса тӑракан Чӑвашпотребсоюз – республика мӑнаҫлӑхӗ. Коопераци халӑх пурӑнакан пин ҫурӑ вырӑна, унта 300 пине яхӑн ял ҫынни пурӑнать, пулӑшса тӑрать.
Пахалӑхлӑ продукци кашни ҫыншӑнах, вӑл ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр, юрӑхлӑ пулмалли тӗп йӗрке ҫаплипех юлать, улшӑнмасть. 2025 ҫулта кӑна регионта суту-илӳпе пулӑшу ӗҫӗсем паракан 300 ытла объекта хута янӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫакӑ сервисӑн ҫӳллӗ шайне тытса тӑма пулӑшать.
Юлашки вӑхӑтра пулӑшу ӗҫӗсем памалли сферӑра мобильлӗ тивӗҫтерӳ мелӗ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулса пырать. Куллен кирлӗ таварсем тиенӗ автолавкӑсем халӑх пурӑнакан чи инҫетри вырӑнсене те ҫитеҫҫӗ, таварсене киле ҫитерсе парасси те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.
Суту-илӳ ӗҫченӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн пурне те тав тӑватӑп! Сирӗн ӗҫӗр яланах кирлӗ тата хисеплӗ пултӑр, профессири ҫитӗнӳсем вара тӑван ҫӗре усӑ кӳччӗр. Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, телей тата пӗтӗм лайӑххине сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
