Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Тинӗс ҫар флочӗн кунӗ ячӗпе саламлани
Хисеплӗ флот ветеранӗсем, паттӑр моряксем, курсантсем тата юнгӑсем!
Сире пӗтӗм чунтан Раҫҫей Федерацийӗн Тинӗс ҫар флочӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Вырӑс ҫар флочӗ – ҫӗршывӑмӑрӑн мӑнаҫлӑхӗ, унӑн шанчӑклӑ хӳтлӗхӗ. Вӑл ҫапӑҫусен вутӗнче туптаннӑ, тинӗсӗн хӑватлӑ вӑйӗпе пиҫӗхсе ҫирӗпленнӗ. Андреевски ялав вӗлкӗшекен вырӑнта Раҫҫей чысӗпе мухтавӗ яланах тӗкӗнми шанчӑклӑ пулнине Раҫҫей морякӗсем хуть хӑш саманара та витӗмлӗн ӗнентернӗ.
Чӑваш Ен Раҫҫей Тинӗс ҫар флочӗпе уйрӑлми тачӑ ҫыхӑннӑ. Пирӗн республика Балтика флочӗн тӑватӑ карапне шефа илнӗ. Юлашки вунӑ ҫулта шефа илнӗ «Чӑваш Ен» тата «Ҫӗнӗ Шупашкар» карапсем ҫинче пирӗн тӑватӑ ҫӗр ытла ентеш служба иртнӗ. Эпир вӗсемпе яланах ҫыхӑну тытатпӑр, экипажсемпе видеокӗперсем ирттеретпӗр, вӗсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен пулӑшса тӑратпӑр.
Нумай ачашӑн тинӗсе юратасси шкул саккинчен пуҫланать. Республикӑра тинӗс кадет класӗсем ӗҫлеҫҫӗ, «Юнфлот» юхӑмӗ хастарлӑн аталанать, ҫамрӑк моряксен олимпиадисем, шлюпка спорчӗ енӗпе ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Прикладной тинӗс спорчӗн пилӗк енӗпе ирттерекен республикӑри уҫӑ ӑмӑртусем йӑлана кӗчӗҫ, вӗсене Чӑваш ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ Алексей Крылов аслӑ карап тӑвакана халалланӑ. Паян пирӗн юнгӑсем тинӗс ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑса хываҫҫӗ, каярахпа вара вӗсем ҫар карапӗсем ҫинче чыслӑн служба иртӗҫ.
Тинӗс ҫар флочӗн ветеранӗсене уйрӑммӑн тав туса хӑваратӑп. Сирӗн паттӑрлӑхӑр, тивӗҫе парӑнни тата тинӗсри тӑванлӑха асра тытни ҫамрӑк ӑрусемшӗн кӑмӑл-сипетӗн тӗп палли пулса тӑрать. Шӑпах сире пула пирӗн республикӑра Тӑван ҫӗршывӑн чӑн-чӑн хӳтӗлевҫисене воспитани парса ӳстермелли йӑла-йӗрке ырӑ-сывӑ пурӑнать тата ҫирӗпленет.
Эсир хӑвӑр валли суйласа илнӗ ҫул хурҫӑ пек чӑтӑмлӑх тата Тӑван ҫӗршыв чиккисене кирек хӑш самантра та хӳтӗлеме хатӗр пулма ыйтать. Сирӗн службӑра вӑраха тӑсӑлакан походсем час-часах пулаҫҫӗ, унпа пӗрлех хаяр ҫанталӑка, канӑҫсӑр вахтӑсене тата тӑван килшӗн тӗмсӗлсе тунсӑхланине те чӑтма тивет. Ҫапах та эсир кирек ӑҫта пулсан та, хӑварӑн тӑван кӗтесӗр сирӗнпе пӗрле пулнине астуса тӑрӑр. Эсир Раҫҫей хӗсметӗнчи тивӗҫе чыслӑн пурнӑҫланӑ вӑхӑтра Чӑваш Ен сирӗншӗн яланах шанчӑклӑ ҫыран, ҫирӗп тыл тата сире юратакан, кӗтекен вырӑн пулӗ.
Хӑйӗн кун-ҫулне флотпа ҫыхӑнтарнисене пурне те чун-чӗререн ҫирӗп сывлӑх, пур тӗрлӗ ырлӑх, ҫемье ӑшшине тата тӑнӑҫлӑ тӳпе сунатӑп. Тинӗс лӑпкӑ, курс – тӗрӗс пултӑр, киле вара – час таврӑнса ҫитмелле пултӑр!
Уяв ячӗпе!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
