Чăваш Ен ăслăлăх тĕпчевĕсене пулăшмалли мерăсене анлăлатнине тата вĕсене производствăна ĕçе кĕртнине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Чăваш Республикин Правительстви предприятисене аталанса вӑй илсе пыма самай витӗм кӳрет. Аслӑ шкулсемпе пӗрле ӑс-хакăл тата опыт-конструкторла ăслăх ĕçĕсене пурнӑҫа кӗртсе пыма тӗрев парать. Пулăшӑва ҫамрӑк ăста ăсчахсем патне ытларах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Чăваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев йӗркелесе ертсе пынӑ канашлура регионта наукӑпа техника енĕпе ĕçлекен приоритетлă ҫул-йӗрсе пирки ытларах чарӑнса тӑнӑ. Вĕренӳ тата промышленноҫ пайӗсенчи пысӑк технологиллӗ хатӗрсене пурнӑҫа кӗртсе пырасси пирки те канашланӑ.
«Раҫҫей Федерацийӗн Президенчĕ Владимир Путин регионсене çĕршывăн техникăлă лидер пулма пулăшу кӳме, май пур таран хӑтлӑ условисем тума пулӑшмаллине час-часах аса илтерет. Кун пек пултӑр тесен¸ мӗнпур потенциала ӗҫе кӗртмелле: ăслăхпа, вĕренӳпе тата бизнесри пулăмсемпе тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлемелле. Ҫитӗнӳсем ҫинче чарӑнса лармалла мар, ӳлӗмрен те пысӑк кӑтартусемпе палӑрассишӗн ырми-канми тӑрӑшмалла. Енче те пӗлсе пысӑк ӑс-акӑллӑ специалистсене хатӗрлесе кӑларсан, Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тата та ҫирӗпрех тума пултарайратпӑр», – тесе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Кун пек ӗҫе йӗркелесе пырсан, регионӑн экономики тата та хӑватлӑрах пуласси никама та иккӗлентермӗ.
Чăваш Республикин промышленноҫ министрĕ Марат Якушев НТР Стратеги проекчӗпе паллаштарнӑ. Проект Раҫҫей Федерацийӗн Президенчĕн указĕсемпе тӳр килсе тӑрать. Документăн тӗп пайӗ тӑватӑ приоритетлӑ ҫул-йӗре палӑртнӑ. Интеллектуаллă энергипе электротехника, химипе çӗнӗ материалсем, биотехнологипе ӑслӑ ял хуҫалӑхӗ тата ытти те.
Чăваш Республики наукӑпа технологи енĕпе ăнăçлăхпа палăртать: регион НТР Наци рейтингĕнче 11 вырăна çитнӗ, инновацилле аталану енӗпе рейтингра 17-мĕш вырăна тухнӑ. Технологи инновацийĕсене тунине ĕçлекен организацисен пĕтĕмлетӳллĕ пайĕ 34,7% тара хӑпарнӑ. Электричество хатӗрӗсене тирпейлесе кӑларассипе (74,1%), машинăпа оборудованисене тăвакансем (50%) тата хими таварӗсене калӑплассипе (40%) таран ӳснӗ.
Марат Якушев промышленноҫ пайне патшалӑх енчен куҫакан тӗревсем пирки каласа кӑтартнӑ. 2023–2025-мĕш çулччен 20 млрд тенкĕ куҫнӑ, вӗсенчен 5 млрд – республика хыснинчен куҫнӑ. Промшленноҫ тытӑмне аталантарма витӗм кӳрекен фонд хастар ӗҫлет.
Кроме того, Минпромэнерго Чувашии разрабатывает новый нормативно-правовой акт о субсидиях на возмещение до 30% затрат предприятий, связанных с выполнением НИОКР и испытанием опытных бразцов. Субсидия может покрывать расходы, в том числе на оплату труда исследователей, закупку оборудования, аренду и сертификацию.
Чăваш Республикин Промышленность министерстви НИОКР ĕçĕсемпе тӑрӑшакансен тӑкакӗсене 30% таран саплаштарасси пирки калакан документ проектне хатӗрлет.
Субсиди пайне тӗпчевҫӗсен шалу укҫине саплаштарма та юрассине палӑртаҫҫӗ.
ЧГУ ректорĕ Андрей Александров университетра наукӑпа производства кооперацине аталантарасси пирки ыйтусем ҫинчен чарӑнса тӑнӑ. Университетра паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан лаборатори пур. Пӗр сӑмахпа каласан инфратытӑм ҫирӗп аталанса пынине асӑннӑ вӑл. Кун йӗркине кӗртнӗ ытти ыйтусене те тӗплӗн пӑхса тухнӑ, кашнинпех тивӗҫлӗ йышӑнусем туса хӑварнӑ.
