Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Республикинчи Суйлав комиссийӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Суйлав комиссийӗсен хисеплӗ членӗсем тата ӗҫченӗсем, суйлав тытӑмӗн ветеранӗсем!
Сире професси уявӗпе – Чӑваш Республикинчи Суйлав комиссийӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп! Ҫак уяв саккуна пӑхӑнса ӗҫлесси, граждансен суйлав прависене хӳтӗлесси тата демократи институчӗсене ҫирӗплетесси пурнӑҫри тӗп ӗҫ пулса тӑнӑ пин-пин ҫынна пӗрлештерет.
1995 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енри Тӗп суйлав комиссийӗн пӗрремӗш ларӑвӗ пулса иртнӗ. Унтанпа пысӑк ҫул утса тухрӑмӑр, анчах та тӗп принципсем – уҫӑлӑх, саккунлӑх тата тӗрӗслӗх – пирӗншӗн улшӑнмасӑр сыхланса юлаҫҫӗ.
Республикӑн паянхи суйлав системи – кал-кал ӗҫлекен тытӑм, унӑн ӗҫне 8 пине яхӑн ҫын пурнӑҫласа пырать. Эсир чылай суйлав кампанийӗ йӗркелесе ирттернӗ – федераци шайӗнчисенчен пуҫласа муниципалитет шайӗнчисем таранах. Тата эсир кашни кампани вӑхӑтӗнчех хӑвӑр кирек мӗнле кӑткӑс ыйтӑва та татса пама пултаракан пысӑк ӑсталӑхлӑ ӗҫченсен команди пулнине шанчӑклӑн ҫирӗплетсе паратӑр.
Сирӗн ӑсталӑхӑра пула республикӑра пурӑнакансем хӑйсен суйламалли тата суйланмалли конституци правине туллин пурнӑҫлама пултараҫҫӗ.
Ӗҫе парӑннӑшӑн тата пысӑк яваплӑхӑршӑн сире тавтапуҫ. Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал тата Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
