«Мирлӗ пурнӑҫа утӑм» Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн проекчӗ СВО ветеранӗсем валли виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ психологи пулӑшӑвӗпе тата наставничествопа ҫыхӑннӑ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаевӑн «Мирлӗ пурнӑҫа утӑм» проекчӗ хӑйӗн майӗсене яланах анлӑлатса пырать. Унӑн кашни тапхӑрӗ ӗҫӗн конкретлӑ енне палӑртать. Ку хутӗнче малти вырӑна психологи пулӑшӑвӗ парасси тата наставничество тухса тӑраҫҫӗ. Ҫак задачӑсем мӗнле пурнӑҫланса пынине Правительство ҫуртӗнчи ларура сӳтсе явнӑ. Проект шайӗнче СВО-ри паттӑрсен мӑшӑрӗсем валли «Тыл территорийӗ: психологи канӑвӗ» ушкӑн тренингӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Кирлӗ пулсан, специалистсем уйрӑм консультацисем ирттереҫҫӗ. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене реабилитацилес ӗҫре тепӗр пысӑк утӑм — «СВО-на хутшӑннисен клубӗ» — пурнӑҫа кӗнӗ. Унта мирлӗ пурнӑҫа ӑнӑҫлӑн хӑнӑхса ҫитнӗ ветерансем гражданла пурнӑҫра ӗҫе вырнаҫас тата профессие улӑштарас енӗпе хӑйсен опычӗпе пайланаҫҫӗ. Тӗрлӗ ведомствӑсен — юристсен, адвокатсен, социаллӑ пулӑшу службин ӗҫченӗсен, Социаллӑ страхлав фончӗн, ӗҫ тупма пулӑшакан центрсен, ҫар комиссариачӗн тата медицина организацийӗсен пысӑк квалификациллӗ специалисчӗсем кӗрекен «Пулӑшу десанчӗ» мобильлӗ ушкӑнсен ҫул ҫӳревӗсем «Уҫӑ калаҫу» проектпа шайлашуллӑн иртеҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа мобильлӗ ушкӑнсем 27 хут ӗҫлӗ ҫул ҫӳреве тухнӑ. Вӗсем 670 гражданина пулӑшу панӑ. Ветерансене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене пурне те тенӗ пекех татса параҫҫӗ. Граждансем чи час-часах медальсемпе наградӑсемшӗн укҫа-тенкӗ илес, ҫапӑҫу ветеранӗн удостоверенине хатӗрлес, юридици пулӑшӑвӗ, хӑтлӑх кӳрес, медицина пулӑшӑвӗ, социаллӑ тата пенси тивӗҫтерӗвӗ, ҫавӑн пекех ачисене вӗрентессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе пыраҫҫӗ. «Проекта хутшӑнакан мӗнпур хастарсене пысӑк тав, ҫав шутра «Пулӑшу десанчӗ» мобильлӗ ушкӑнсене те, пархатарлӑхшӑн тата тарӑн яваплӑхшӑн тав сӑмахӗ калас тетӗп. Ку ӗҫе паллах малалла тӑсса пырӑпӑр. Ҫӗнтерӳ патне ҫывхарнӑҫем пирӗн умра ытларах та ытларах тӗллевсем тухса тӑраҫҫӗ. Кун пирки те эпир питӗ лайӑх ӑнланатпӑр. Пулӑшу панӑ чухнехи калӑпӑша тата пахалӑха ӳстерсе пымалла. Шанатӑп, ҫакнашкал практикӑсемпе пухнӑ опыт пулӑшнипе эпир кашни уйрӑм СВО хутшӑнакана тата вӗсен ҫемйисене кирлӗ пек тимлӗх уйӑрма пултарӑпӑр», — палӑртнӑ Олег Николаев. Кӑҫал муниципалитет округӗсенчи ҫынсене профильлӗ ведомствӑсен консультацийӗсене хӑвӑрт илме май паракан онлайн-йышӑну мелӗ питех те кирлӗ пулнӑ. «Кӗмӗл» волонтерство та анлӑн аталанать, вӑл аслӑ ӑрури ҫынсене фронта пулӑшма тата чи лайӑх практикӑсемпе усӑ курма витӗм кӳрет.
