Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене шкулсенчи юсав ӗҫӗсене кулленех тӗрӗслесе тӑма хушнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене шкулсенчи юсав ӗҫӗсене кулленех тӗрӗслесе тӑма хушнӑ

Шкулсене çӗнӗ вӗренӳ ҫулне 63%  таран хатӗрлесе ҫитернӗ. Объектсенче ӗҫ графикпа килӗшӳллӗн малалла пырать. Шкул системисене модернизацилес программӑна пурнӑҫлас ӗҫӗн кӑтартӑвӗсене планеркӑра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тарӑн пӑхса тухӑ.

Пӗтӗмпе 2026 ҫулта республикӑри 12 муниципалитет тата хула округӗнче вырнаҫнӑ 38 шкулта тӗпрен юсав ӗҫӗсем иртеҫҫӗ.  Икӗ объект - Шупашкарти 59-мӗш тата 61-мӗш шкулсем,  вӗсене икӗ ҫулта пурнӑҫламалла. Тӗпрен ӗҫсене  2027 ҫулта тӗпрен туса пӗтермелле. Чи пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫ регион тӗп хулинче пурнӑҫланать, унта 20 шкула юсаҫҫӗ. Шупашкар округӗнче - тӑватӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Муркаш, Ҫӗрпӳ тата Улатӑр округӗсенче - икшер, Етӗрне, Каҫал ен, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Шӑмӑршӑ тата Вӑрмар округӗсенче пӗрер шкул ҫӗнелет.

Объектсене валли  7 миллиард тенке яхӑн уйӑраҫҫӗ, вӗсенчен 2,9 млд федераци хыснинчен, 4 млд ытла  республика бюджечӗнчен тӑкакланать.

Строительство министрӗ Владимир Максимов пӗлтернӗ тӑрӑх, объектсенче шалти ӗҫсем пулса пыраҫҫӗ, монтажлас ӗҫсем те кулленех пурнӑҫланаҫҫӗ.

2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен 15 шкулта ӗҫсене вӗҫлеме палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах 21 шкулта планпа пӑхнӑ тӑрӑх ӗҫсем  чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫленмелле.

Ҫав вӑхӑтрах уйрӑм объектсенче ӗҫсене графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫласа пыманни те сисӗнет. Апла пулин те, йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусене те туххӑмрах татса памалла.  Пӗр сӑмахпа каласан, йӗркене пӑсма никамӑн та ирӗк пулмалла, объектсене графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртсе пымаллине тепӗр хут чӗнсе каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

 «Енчен те йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртсан, туххӑмрах тӗрӗслевпе асӑрхав органӗсене, ҫав шутра прокуратурӑна та, явӑҫтармалла. Унсӑр пуҫне обществӑлла тӗрӗслев пысӑк пӗлтерӗшлӗ - шкулсен ҫумне ҫирӗплетнӗ депутат корпусӗне те хастартарах тӗрӗслев ӗҫӗсене явӑҫтармалла.  Пурсӑмӑр та пӗрле вӑй хурсан ҫеҫ эпир юсава пахалӑхлӑн тата вӑхӑтра вӗҫлеме пултаратпӑр», - тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев.

 «Юсав ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑтрах шкулсене хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтереҫҫӗ. Ку тӗллевпе 290 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Туянмалли мӗнпур контракта алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, тавар кӳресси графикпа килӗшӳллӗн ҫирӗп пырать. Шкулсем компьютер техникипе тата сӗтел-пуканпа тивӗҫеҫҫӗ», - тесе пӗлтернӗ вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Марина Лежнина.

 «Эрнере пӗр хутчен Вӗренӳ министерстви Строительство министерствипе пӗрле муниципалитет йӗркеленӗвӗсемпе тата заказчиксемпе канашлу, ҫавӑн пекех подряд организацийӗсемпе тата экспертиза службипе тӗлпулу ирттерет. Кашни объект ҫумне строительство министрӗн заместителӗсен, вӗренӳ министрӗн заместителӗсен тата Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен шутӗнчен яваплӑ ҫынсене ҫирӗплетсе панӑ, ку кирек мӗнле ыйтӑва та вырӑнтах васкавлӑн татса пама май парать. Строительство тӗрӗслевӗн специалисчӗсем объекта пӗрмаях кайса ҫӳреҫҫӗ, ӗҫсен пахалӑхӗпе хӑвӑртлӑхне яланах сӑнаса тӑма пулӑшаҫҫӗ», - тесе  сӑмаха малалла тӑснӑ вӑл.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципалитет пуҫлӑхӗсене объектсенчи ӗҫсем мӗнле пынине кулленех тӗрӗслесе тӑмаллине тепӗр хут асӑрхаттарса каланӑ.

 «Умра тата пӗр уйӑх пур, апла пулсан, ӗҫсене планпа килӗшӳллӗн, яваплӑха туйса пурнӑҫламалла.  Палӑртнӑ графика пӑсмалла мар, объектсене вӑхӑтра тата туллин пурнӑҫа кӗртмелле.  Тӗпрен юсав ӗҫӗсен пахалӑх шайӗ те ҫӳллӗ шайра пулмалла», - тепӗр хут сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

Шкулсене юсанӑ вӑхӑтра республикӑра ытти вӗренӳ учрежденийӗсем те хастарлӑн ҫӗнелеҫҫӗ. Марина Лежнина пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳре Чӑваш аграри колледжӗн - федераци проекчӗн «Профессионалитет» участникӗн - вӗренӳ корпусӗнче  тӗпрен юсав ӗҫӗсем те аван пулса пыраҫҫӗ.  Объект хатӗрленӗвӗ 59% танлашать, ӗҫсем графикпа килӗшӳллӗн  ҫирӗп пулса пыраҫҫӗ. Куславкка округӗнче «Василек» ача садӗнче те юсав ӗҫӗсем   аванах пулса пыраҫҫӗ.  «Ҫемьене пулӑшу кӳресси» регион проекчӗпе килӗшӳллӗн объект тирпейленет, ӑна халлӗхе 51%  таран тирпейлдесе ҫитернӗ те.

Аса илтеретпӗр, шкулсенчи тӗпрен юсав ӗҫӗсем «Ҫамрӑксемпе ачасем» наци проекчӗ тата «Ачасене чи лайӑххи» регион проекчӗн  хушма программи шайӗнче пурнӑҫланаҫҫӗ.

 



28 июля 2026
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter