Тăван чĕлхепе олимпиадăна хатĕрленĕшĕн – 100 пин тенкĕ

Тăван чĕлхепе олимпиадăна хатĕрленĕшĕн – 100 пин тенкĕ Чăваш Енре шкул ачисен регионсен хушшинчи, пĕтĕм тĕнчери чăваш чĕлхипе литературин, тутар чĕлхипе литературин, мордва чĕлхипе литературин олимпиадисенче мала тухнă вĕренекенсен педагогĕсене республика Пуçлăхĕн ячĕпе укçан хавхалантараççĕ. Кăçал çак хисепе камсем тивĕçни паллă ĕнтĕ. Хушăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пусса çирĕплетнĕ. Вĕренекенĕсем чăваш чĕлхипе литературин пĕтĕм тĕнчери олимпиадинче çĕнтернĕшĕн çак педагогсене 100-шер пин тенкĕ пама йышăннă:

Венера Арсентьева (Комсомольски 2-мĕш шкулĕ)

Галина Каринкина (Елчĕк округĕнчи Елчĕк шкулĕ)

Ольга Константинова (Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Шуршăл шкулĕ)

Людмила Никитина (Муркаш округĕнчи Çатракасси шкулĕ)

Светлана Петрушкина (Шупашкарти милицин генерал майорĕ В.А. Архипов ячĕпе хисепленекен кадет шкулĕ)

Алена Ядрицова (Йĕпреçри 2-мĕш шкул) Вĕренекенĕ мордва чĕлхипе литературин регионсен хушшинчи олимпиадинче çĕнтернĕшĕн 100 пин тенке тивĕçнĕ педагога:

Клавдия Кулясова (Пăрачкав округĕ, Напольное шкулĕ) Вĕренекенĕсем чăваш чĕлхипе литературин пĕтĕм тĕнчери олимпиадинче призерсен йышне кĕнĕшĕн çак педагогсене 50-шар пин тенкĕ пама йышăннă:

Марина Васильева (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ)

Галина Григорьева (Канаш хулинчи 6-мĕш шкул)

Ирина Иванова (Вăрмар округĕнчи Пысăк Енккасси шкулĕ)

Светлана Кулакова (Патăрьел округĕнчи Ыхраçырми шкулĕ)

Светлана Никитина (Патăрьел округĕнчи Пăлапуç Пашьел шкулĕ)

Татьяна Петрова (Çĕрпÿ округĕнчи Сăнав шкулĕ)

Галина Тимофеева (Комсомольски округĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕ) Вĕренекенĕсем тутар чĕлхипе литературин пĕтĕм тĕнчери олимпиа-динче призерсен йышне кĕнĕшĕн çак педагогсене 50-шар пин тенкĕ пама йышăннă:

Роза Айзатуллова (Патăрьел округĕнчи Шăнкăртам шкулĕ)

Фирдания Галяветдинова (Комсомольски округĕнчи Урмаел шкулĕ)

Дина Гималтдинова (Комсомольски округĕнчи Токай Мишер шкулĕ)

Рушания Камалетдинова (Патăрьел округĕнчи Хирти Пикшик шкулĕ)

Сириня Камалетдинова (Патăрьел округĕнчи Шăнкăртам шкулĕ)

Зельфия Юнусова (Комсомольски округĕнчи Аслă Чурачăк шкулĕ) Вĕренекенĕ мордва чĕлхипе литературин регионсен хушшинчи олимпиадинче призерсен йышне кĕнĕшĕн 50 пин тенке тивĕçнĕ педагога:

Ирина Долгова (Улатăр округĕнчи Алтышево шкулĕ) Вĕренекенĕсем чăваш чĕлхипе литературин пĕтĕм тĕнчери олимпиадинче призерсен йышне кĕнĕшĕн çак педагогсене 25-шер пин тенкĕ пама йышăннă:

Александра Ласточкина (Шупашкарти 3-мĕш лицей)

Людмила Николаева (Шупашкарти 62-мĕш шкул).

Тӗплӗнрех



28 июля 2026
11:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter