Чӑваш Ен Правительствипе Раҫҫей Федерацийӗн Ятарлӑ ҫыхӑнӑвӗ хутшӑнусене аталантарса анлӑлатса пырассине палӑртнӑ Олег Николаев

Чӑваш Ен Правительствипе Раҫҫей Федерацийӗн Ятарлӑ ҫыхӑнӑвӗ хутшӑнусене аталантарса анлӑлатса пырассине палӑртнӑ Олег Николаев

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Спецсвязин полковникӗпе, Чӑваш Республикинчи - Чӑваш Енри ятарлӑ ҫыхӑну Управленийӗн ҫӗнӗ  пуҫлӑхӗпе Екатерина Крупинапа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Регион ертӳҫи ӑна  ҫӗнӗ должноҫа уйӑрса лартнӑ ятпа саламланӑ, ӑнӑҫусем суннӑ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче енсем регионти управленин ӗҫ-хӗлне, ҫавӑн пекех республика Правительствипе малашнехи хутшӑнусене сӳтсе явнӑ.

 «Паян служба умне хальхи вӑхӑтри чӗнӳсемпе палӑртакан ҫӗнӗ тӗллевсем тухса тӑраҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑха, шанчӑклӑха тата ҫыхӑну пӗр чарӑнми ӗҫлесе тӑрассине тивӗҫтерес ыйтусем уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ, ҫав шутра ятарлӑ ҫар операцине ирттернин опытне те шута илмелле.. Малашне те пирӗн хутшӑнусене витӗмлӗн йӗркелесе пырассине, ӑна пӗрле лайӑхлатса пырассине тата  паянхи пурнӑҫ таппинче тухса тӑракан мӗнпур ыйтӑва туххӑмрах татса пама витӗм кӳрессине те шанатӑп»,  - тесе палӑртса каланӑ  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Екатерина Крупина ятарлӑ ҫыхӑну тытӑмӗнче 13 ҫул ытла ӗҫлет. Хӑйӗн карьерине вӑл 2013 ҫулта Чӑваш Республикинчи - Чӑваш Енри ятарлӑ ҫыхӑну Управленийӗнче пуҫланӑ, унта тӗп специалистран пуҫласа управлени начальникӗн пӗрремӗш ҫумӗ таран утӑм тунӑ. 2023 ҫулта вӑл Саратов облаҫӗнчи управленине ертсе пынӑ, 2026 ҫулта ҫӗртме уйӑхӗнче  Чӑваш Республикинчи - Чӑваш Енри ятарлӑ ҫыхӑну Управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса  ӗҫлеме тытӑннӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн  Ятарлӑ ҫыхӑну тытӑмӗ уйрӑм патшалӑх тӗллевӗсене пурнӑҫлать, документсемпе хаклӑ япаласене, ҫав шутра патшалӑх вӑрттӑнлӑхне кӗрекен хыпарсене хӑрушсӑрлӑхпа  тивӗҫтерет. Предприятин ӗҫӗн тӗп принципӗ - информацин конфиденциаллӑхӗ, турттаракан груза гарантиленӗ сыхлав тата ӑна ҫӗршыври кирек хӑш вырӑна та, ун тулашне те вӑхӑтра ҫитерсе парасси. Кӑҫал Раҫҫей Федерацийӗн Ятарлӑ ҫыхӑнӑвне  йӗркеленӗренпе 87 ҫул. Ҫак ҫулсенче служба чи лайӑх професси йӑли-йӗркине упраса хӑварнӑ тата патшалӑх ӗҫ-хӗлне тивӗҫтерессишӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене малалла пурнӑҫлать.



29 июля 2026
18:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter