Илья Прокопьев еткерĕ – Чăваш Ен аталанăвĕ валли тĕрев тата çул кăтарту, тӗслӗх пулнине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ
Чӑваш Енӗн паллӑ патшалӑх тата политика ӗҫченӗн Илья Павлович Прокопьевӑн, унӑн ячӗ республикӑн историйӗнче ӗмӗрлӗхех ҫырӑнса юлнӑскерӗн – 100 ҫулхи юбилейне халалланӑ асӑну мероприятийӗсем Шупашкарта иртнӗ. Вӑл 15 ҫула яхӑн Чӑваш КПСС обкомне ертсе пынӑ. Вӑл ертсе пынипе республика тӗп хули Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пысӑк индустри тата культура центрӗ пулса тӑнӑ.
Вӑрнар тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Илья Павлович Прокопьев пысӑк та мухтавлӑ ҫул утса тухнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ, вӑл 1954 ҫулта парти органӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ. ЦК КПСС ҫумӗнчи Общество наукисен Академийӗ тата Аслӑ парти шкулӗ уншӑн пӗлӳ пайӗсем пулнӑ. Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑл районти тата республикӑри парти комитечӗсенче тивӗҫлӗ вырӑнсем йышӑннӑ.
1974 ҫултанпа 1988 ҫулччен Илья Прокопьев Чӑваш КПСС обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл КПСС ТК членне, СССР Аслӑ Канашӗн тӑватӑ созыври депутачӗ тата Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн улттӑмӗш – вунпӗрмӗш созывсенчи депутачӗ пулса суйланнӑ. Шӑпах ҫак тапхӑрта республикӑра Шупашкар ГЭСне тума пуҫланӑ, промышленноҫ тракторӗсен завочӗпе «Куҫ микрохирургийӗ» МНТК ӗҫлеме тытӑннӑ, вӗсем тӑван республика тӗп хулин тата мӗнпур республикӑн малашнехи аталанӑвӗн ҫул-йӗрне нумайлӑха палӑртнӑ. Унӑн витӗмлӗ тӳпине тивӗҫлипе хакланӑ. Илья Прокопьев - Шупашкар хулин Хисеплӗ гражданинӗ.
Юбилей кунӗнче Чӑваш Республикин агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен союзӗн представителӗсем, предприяти тата общество организацийӗсен ертӳҫисем, Правительство членӗсем, депутатсем Б. Хмельницкий урамӗнчи ҫӑва мемориаллӑ аллейинче Илья Павлович пытарӑннӑ вырӑна чечексем хунӑ, унӑн республика умӗнчи паттӑрлӑхне сума суса асӑннӑ.
Наци библиотекинче Илья Прокопьевӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне халалланӑ наукапа практика конференцийӗ иртнӗ. Темиҫе теҫетке ҫул хыҫҫӑн та унӑн паха опычӗ, ӑслӑлӑх ӗҫӗсем тата гражданла тӗслӗхӗ ҫӗнӗ ӑрусемшӗн кӑмӑл-сипет енӗпе ҫул кӑтартса тӑракан паллӑ пулса юлчӗҫ.
«Илья Павловичӑн еткерӗ – республикӑри промышленноҫпа социаллӑ сфератӑн малашнехи аталанӑвӗшӗн ҫирӗп никӗс, ҫавӑн пекех вӑл ертӳҫӗ тата унӑн команди хӑйсен ӗҫӗпе тепӗр ӑрусене хавхалантаракан кӑтартусем тума пултарнин тӗслӗхӗ. Илья Павлович принципӗсем паянхи кун та актуаллӑ. Ертсе пырас мелсем, технологисем улшӑнаҫҫӗ, анчах та тӗп шӑнӑрӗ улшӑнмасӑр юлать. Ку вӑл – халӑхшӑн, таса чунпа яваплӑха туйса парӑнса, шеллемесӗр ӗҫлени, тӗллевсене уҫҫӑн ӑнланни, приоритетсене палӑртни. Шӑпах Илья Павлович ертсе пынӑ ҫулсенче Чӑваш Ен агропромышленноҫ комплексӗнче чи ҫӳллӗ кӑтартусем патне ҫитнӗ, уйрӑмах хӑмла лартса ҫитӗнтерессинче. Паян эпир хамӑрӑн аграрисем кашни ҫул продукцин пӗтӗмӗшле калӑпӑшне мар, ытларах продукци илессине: выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче те, ӳсен-тӑран отраслӗнче те ӳстерсе пынишӗн мӑнаҫланатпӑр. Эпӗ шанатӑп, пирӗн республикӑра пурнӑҫланакан компетенцисемпе, хальхи ӑслӑлӑх никӗсӗ ҫинче усӑ курса, эпир иртнин еткерне упраса хӑварӑпӑр тата тепӗр утӑм малалла тӑвӑпӑр», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
«Илья Павлович – Чӑваш Ене, ҫынсене, ҫӗршыва юратнӑ тата унӑн пулассине чун-чӗрипе парӑнса ӗҫленӗ ҫын. Олег Алексеевича эпӗ тав сӑмахӗ калатӑп, вӑл пирӗн Чӑваш Енӗн аслӑ ҫыннисен, ӑна хӑйӗн вӑй-хӑватне ҫирӗплетекен ҫынсен асне чӗртсе тӑратать. Илья Павлович республика ертӳҫи пулнӑ тапхӑрта туса хӑварнӑ никӗс паянхи кун та республика Пуҫлӑхӗн командине малалла кайма пулӑшать», – тенӗ Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков чаплӑ ентешӗмӗр ҫинчен аса илнӗ май.
«Ҫак залта Илья Павловичпа нумай ҫул хушши пӗрле ӗҫленӗ туссемпе ветерансем пӗтӗм республикӑран пухӑнчӗҫ. Пирӗншӗн, ку ҫула унпа пӗрле утса тухнӑ ҫынсемшӗн, вӑл ҫулсем асра лайӑх юлнӑ: эпир республика епле ӳссе-йышланса пынине, кашни отрасльте мӗнле ҫитӗнӳсем тунине куртӑмӑр. Илья Павлович пысӑк хисепре пулнӑ, унӑн ӗҫне пур шайра та: республикӑра, ҫӗршывра та пысӑка хурса хакланӑ. Унра чӑваш халӑхӗн чи лайӑх енӗсем палӑрса тӑнӑ: ӗҫченлӗх, чун-чӗре анлӑлӑхӗ, интернационализм тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратни. Вӑл яланах ҫынсем ҫине, шухӑш-кӑмӑлӗ ҫине тимлӗ пулнӑ, савӑнӑҫне те, хуйхине те пӗпле пайланӑ», - палӑртнӑ Чӑваш Ен агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен союзӗн председателӗ Александр Самылкин.
Палӑртса хӑвармалла, Илья Павлович Прокопьевӑн асӑну юбилей уявӗсем АПК ветеранӗсемпе республика Правительствин пуҫарӑвӗпе йӗркеленсе иртнӗ.
