«Росинка» сылӑха ҫирӗплетмелли комплекса бассейнлӑ ҫӗнӗ ФОК тума сертификат парса чыс тунӑ Олег Николаев

«Росинка» сылӑха ҫирӗплетмелли комплекса бассейнлӑ ҫӗнӗ ФОК тума сертификат парса чыс тунӑ Олег Николаев

Физкультурăпа сывлӑха ҫирӗплетмелли центр «Росинка» хӑйӗн 50 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ.  Асӑннӑ тапхӑрта вӑл пӗчӗкҫеҫ пионер лагерӗнчен федерацин ача-пӑча центрӗ таран ӳснӗ, Чӑваш Енри спорт инфратытӑмӗн визит карточки пулса тӑнӑ тата паха атлетсен ушкӑнне хатӗрлекен вырӑн шутланать. Кунта Олимп чемпионӗсем тренировкӑсем ирттернӗ: Валентина Егорова, Елена Николаева, Юрий Борзаковский, Олимпиада Иванова, Владимир Андреев, Ирина Калентьева тата Вера Андреева.

 «Юбилей - вӑл лагерьте пурнӑҫӑн ҫӗнӗ тапхӑрӗн пуҫламӑшӗ. Йӑласене упраса, эпир малалла шанчӑклӑн пӑхатпӑр. Хальхи инфратытӑма йӗркеленипе пӗрлех кунта «Артек» Тӗнчери центрӑн чи лайӑх практикисене ӑнӑҫлӑн ӗҫе кӗртеҫҫӗ, вӗсен никӗсӗнче -  ҫитӗнекенсене воспитани парасси. Кашни смена ачасенче характерӑн ҫӗнӗ енӗсене уҫма май парать, суйласа илнӗ ӗҫре профессионал пулса тӑма пулӑшать. Паян эпир калӑплӑ ҫӗнетӳ ӗҫне пуҫлатпӑр: ҫывӑх вӑхӑтра центр территорийӗнче бассейнлӑ физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ пулса тӑрӗ. Ку объект ачасен канӑвне тата та хӑватлӑрах тӑвӗ тата «Росинка» статусне чи лайӑх сывлӑх ҫирӗплетекен центрсенчен пӗри пулнине ҫирӗплетӗ»,  - тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллӑ пулӑма пухӑннисене саламланӑ май.

Вӑл центра нумай функциллӗ залсем тата 25 метрлӑ бассейн пулмалли ҫӗнӗ объект строительстви валли сертификат парса чысланӑ.

Ҫур ӗмӗр хушшинче центр нумай ӑру валли телейлӗ ачалӑх территорийӗ пулса тӑнӑ, унӑн атмосферине вара пӗр шухӑшлӑ вожатӑйсен, инструкторсен тата ытти сотрудниксен команди тытса тӑрать. Вӑл ҫавӑн пекех республика Пуҫлӑхне пулӑшнӑшӑн тав тунӑ, центра аталанма, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума тата ялтравлӑ сменӑсем ирттерме суннӑ Чӑваш Ен спорт министрӗ Василий Петров.

Уяв программи темиҫе лапамра йӗркеленнӗ. «Иртнӗ вӑхӑтран паянхи куна» импровизациленӗ маршутпа илсе ҫӳресе, лагерь историйӗпе тӗплӗн паллаштарнӑ  хӑнасене.  Урам сцени ҫинчи уяв флешмобне телемост мелӗпе Якутири, Липецк тата Ярославль облаҫӗсенчи ача-пӑча лагерӗсем хутшӑннӑ.

Олег Николаев лагерьте канма пуҫтарӑннӑ ачасемпе  тӗл пулса калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Республикин командине кӗрекен, хальхи вӑхӑтра Атӑлҫи федераци округӗн «Гвардеец» ҫарпа патриотизмла пухӑвӗн округ тапхӑрне хутшӑнас умӗн хатӗрленекен яшсемпе тӗл пулнӑ,  ҫӗнтерӳ суннӑ.

2024 ҫултанпа «Росинка» ФОЦ федераци статусне илнӗ. 2025–2026 вӗренӳ ҫулӗнче ача-пӑчан сывлӑха ҫирӗплетекен сменисенче 8 600 яхӑн ача каннӑ, вӗрентӳпе тренировкӑсен пухӑвӗсенче 600 ытла ҫын хутшӑннӑ. Центр модернизацийӗн программине пула 2025 ҫултанпа спортсменсен йышӗ икӗ хут ӳснӗ.

Кӑҫал ҫулла «Росинка» базинче ҫӗршыври тӗрлӗ регионсенчен 640 ытла ачана пырса тивекен тӑватӑ темӑпа сменӑсем иртеҫҫӗ. Сменӑсен программисенче - спорт занятийӗсем, техника пултарулӑхӗ, робототехника тата парус ӗҫӗ те пур.

2020 ҫултанпа, юлашки ултӑ ҫул хушшинче, центрӑн пурлӑхпа техника никӗсне туллин ҫӗнетсе вӑйлатнӑ: ҫывӑрмалли корпуссемпе инженер сечӗсене  тӗпрен юсанӑ. Вӑйӑ спорт тӗсӗсем валли ҫӗнӗ лапамсем хута янӑ. Пуласлӑхри план тата та пысӑк.  Хальхи пурнӑҫпа тӳр килсе тӑракан  ФОК тата бассейн, ҫыран хӗррине тата пляж зонине тирпей-илем кӗртесси ыйтусем те кун йӗркинчех тӑраҫҫӗ.



31 июля 2026
10:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter