IV Çырла фестивалĕ Чăваш Енре фермерсемпе çырла ӳстерекенсене аталанса пыма витӗм кӳрессине палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

IV Çырла фестивалĕ Чăваш Енре фермерсемпе çырла ӳстерекенсене аталанса пыма витӗм кӳрессине палӑртса каланӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

Ҫурла  уйӑхӗн 1-2-мӗш кунӗсенче Чӑваш Енре IV Ҫырла фестивалӗ иртет. Ҫак ҫулсенче унта лайӑх йӑла-йӗрке йӗркеленсе ҫитрӗ ӗнтӗ - фестивале хаваслӑ ирттерме хӑнӑхса пыраҫҫӗ. Фестиваль йӗркелӳҫисем мӗнпур хутшӑнакансен интересӗсене шута илме тӑрӑшнӑ: вӗсем тӗрлӗ ҫырла ӳстерекенсене те, вӗсене тирпейлекенсене те, ҫак наукӑна  тарӑн тӗпчекенсене пӗр чӑмӑра пухать.

 «Чӑваш Ен Правительстви пирӗн ҫырла ӳстерекенсене  - пуҫлакан фермерсенчен пуҫласа опытлӑ специалистсем таранах - тӑтӑшах пулӑшса пырать. Республикӑра тӗрлӗ майпа пулӑшу памалли условисене пӑхса хӑварнӑ: фермер хуҫалӑхӗсене аталантарма грантсем, «Малашлӑх» регион гранчӗ, нумай ҫул ӳсекен йывӑҫ-курӑк лартса хӑвармашкӑн тата вӗсене пӑхмашкӑн, ҫӗр ҫырли ӳстермешкӗн субсиди параҫҫӗ. «Пехет» агромаркета уҫни ку енӗпе пысӑк утӑм пулчӗ: эпир вырӑнти тавар туса кӑларакансем валли хальхи пурнӑҫпа тӳр килсе тӑракан тӳрем йӗркелерӗмӗр, унта вӗсем суту-илӳҫӗсемпе тӳрех хутшӑнаҫҫӗ, хӑйсен  таварӗсене  кӑтартаҫҫӗ тата республикӑн брендне ҫирӗплетеҫҫӗ. Эпир фермерсене ахаль вырӑн кӑна мар, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне пурнӑҫлама ытларах майсем те сӗнетпӗр. Кунта федераци эксперчӗсемпе тӗл пулса калаҫма, вӗсен паха опытне хамӑр енче усӑ курма та питӗ меллӗ. Пӗрле эпир ял хуҫалӑх бизнесӗ хӑвӑрт аталанакан хутлӑх туса хурайратпӑр», - тесе палӑртса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Фестивалӗн площадкисенчен пӗри кӑҫалтанпа агромаркет «Пехет» пулса тӑрать. Кунта, ӗҫ пайӗ шайӗнче, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сад ӑстисем валли, фермерсем валли, питомник специалисчӗсем валли, ландшафт дизайнерӗсем валли тата отрасльти ытти представительсем валли уҫӑ форум иртет. Экспертсем сад ӗҫӗпе ҫырла ӳстерес аталанӑвӑн хальхи вӑхӑтри туртӑмӗсене сӳтсе явӗҫ, практика кейсӗсемпе паллаштарӗҫ тата хутшӑнакансен ыйтӑвӗсене хуравлӗҫ.

Вӗренӳ программи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Ивушка» ӳсен-тӑран питомникӗн территорийӗнче малалла тӑсӑлать. Кунта практикӑлла семинарсем, мастер-классем тата экскурсисем иртеҫҫӗ. Федераци шайӗнчи тата тӗнче шайӗнчи экспертсем Олег ПодстаницкийЗоран Радованович  тата ыттисем те. Кунашкалли формат хутшӑнакансене ҫӗнӗ пӗлӳ кӑна илме мар, хальхи технологисене ӗҫре курма, ыйтусем пама та май парать.

 «Процессен фабрики» пилот проекчӗн пӗтӗмлетӗвне тӑвӗҫ, унта Чӑваш Енри ача сачӗсен тата шкул агрокласӗсенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне фестивале килекенсене ҫӗнӗ ҫырла ярминкки, фермерсен таварӗсене астивсе пӑхма та май пулӗ. Ачасем валли интерактивлӑ зонӑсем ӗҫлӗҫ. Паллах, йӑлана кӗнӗ ҫырла варени пӗҫересси те пулать.



31 июля 2026
15:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter