Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чугун ҫул ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Хаклӑ чугун ҫул ӗҫченӗсем, отрасль ветеранӗсем!
Сире професси уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Чугун ҫул ҫыхӑнӑвӗ хуть хӑҫан та аталану ҫулӗ пулнӑ та, пулать те. Грузсене куллен турттарса тӑни производствӑна ҫирӗппӗн ӗҫлеме, таварсене йышӑнма тата ытти региона ӑсатма май парать. 2026 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче республикӑра Раҫҫей чугун ҫулӗсен сечӗсем тӑрӑх 300 пин тонна яхӑн тӗрлӗ груз турттарнӑ – ҫакӑ пӗлтӗрхинчен 21 процент чухлӗ ытларах. Тырӑ тата нефть продукчӗсене тиесе ӑсатассин калӑпӑшӗ палӑрмаллах ӳсрӗ, металл прокачӗн кӑтартӑвӗсем те пысӑкланаҫҫӗ.
Пассажир поезчӗсем республикӑра пурӑнакансемпе хӑнасене ӗҫлӗ ҫул ҫӳревсем йӗркелеме тата ҫемьепе пӗрле ҫул ҫӳреме майсем туса параҫҫӗ. Туризм ӗҫӗ хастарлӑн аталанать. 6 уйӑхра кӑна поездсемпе 670 пин ытла ҫынна турттарнӑ.
Хӑнасемпе Чӑваш Ен ҫыннисем поезд чӳречисенчен республика илемне курса киленме пултарччӑр тесе туризм тӗллевлӗ «Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫул ҫӳрев» экспресс-маршрут уҫнӑ, вӑл Мускавран Шупашкара, унтан Йошкар-Олана тата Чул хулана ҫӳрет. Ҫурла уйӑхӗнче вара «Легендарлӑ Хӗрли» историллӗ маршрут уҫӑлать, ун тӑрӑх ҫӳрекен поезд Шупашкарта пурӑнакансене Канаша, Канашран каялла илсе ҫитерӗ.
Пӗлтӗрпе кӑҫал кӑна чукун ҫул урлӑ каҫмалли тӑхӑр вырӑна юсанӑ. Ҫакӑ пирӗн пин-пин ҫыннӑн пурнӑҫ пахалӑхӗ ӳснине, ҫул ҫинчи вӑхӑт кӗскелнине тата, чи пӗлтерӗшли, транспортпа шанчӑклӑн та хӑрушлӑхсӑр усӑ курмалли майсене тивӗҫтернине уҫӑмлӑн ҫирӗплетет.
Хаклӑ туссем, пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, ҫемье телейне тата ӗҫре ҫитӗнӳсем сунатӑп. Сирӗн ҫулӑр ҫинче яланах симӗс ҫутӑ ҫунтӑр, юнашар вара шанчӑклӑ ӗҫтешсемпе ҫывӑх ҫынсем пулччӑр!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
