Хутса ӑшӑтмалли тапхӑра нумай хваттерлӗ ҫуртсемпе социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене хатӗрлесе ҫитерессине вӑраха тӑсмасӑр ӗҫе пурнӑҫласа пыма хушнӑ Олег Николаев
2026–2027 ҫулсенчи хутса ӑшӑтмалли тапхӑр ҫывхарса килет. Республикӑн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх комплексӗ ӑна мӗнле хатӗрленнине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев патӗнче эрнесерен ирттерекен канашлура сӳтсе явнӑ.
«Тӗп тӗллев – кӗрхи-хӗллехи тапхӑра шанчӑклӑн та пӗр чарӑнми ирттерессине тивӗҫтересси. Ҫавна валли регион шайӗнчи «Чӑваш Республикин территорийӗнче хутса ӑшӑтмалли тапхӑрсене хатӗрленесси» мониторинга малалла тӑсатпӑр. Кун пек формат оперативлӑ майпа палӑртма, йывӑрлӑхсене те туххӑмрах татса пама май парать. Вӑхӑта ахаль ирттерни мар, пур ӗҫе те пахалӑхлӑ пурнӑҫлани пӗлтерӗшлӗ. Кунта пурӑнакансен хӑтлӑхӗ, хӑрушсӑрлӑхӗ ҫакӑнтан тӳрремӗнех килет. Хӗле хатӗрленес ӗҫе кашни яваплӑ ертӳҫӗн кулленех тӗрӗслесе тӑмалла», – тесе палӑртса каланӑ Олег Николаев.
Чӑваш Енре коммуналлӑ инфратытӑма анлӑ хатӗрлес ӗҫ малалла пырать. Кӑҫал 22 ҫухрӑма яхӑн кивелнӗ хутса ӑшӑтмалли пӑрӑхсене 8,3 ҫухрӑм шыв сечӗсене улӑштармалла, ҫавӑн пекех кивелнӗ 77 хутса ӑшӑтмалли кӑмакасене ҫӗнетмелле е тӗпрен юсамалла. Коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсен вӑтам хатӗрлӗхӗ 34% танлашать.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсене те хӗллехи тапхӑр валли хатӗрлеҫҫӗ. 3000 ытла нумай хваттерлӗ ҫурсенче хутса ӑшӑтмалли тытӑмсене тирпейлесе ҫитернӗ. Ҫурт-йӗр фончӗн пӗтӗмӗшле хатӗрлӗхне 50% хаклаҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне хатӗрлӗх паспорчӗсене 5502 нумай хваттерлӗ ҫуртран 220-шӗ илнӗ.
Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Владимир Максимов палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫсем пур муниципалитетра та пыраҫҫӗ, ҫапах та уйрӑм округсенче ӗҫсем юлса пыни сисӗнкелет. Уйрӑмах Сӗнтӗрвӑрри, Улатӑр тата Етӗрне тӑрӑхӗсенче. Республика Пуҫлӑхӗ муниципалитетсен ертӳҫисене палӑртнӑ мероприятисене хӑвӑртрах пурнӑҫлама тата ҫирӗплетнӗ графиксене пӑхӑнса ӗҫсене пурнӑҫласа пыма хушнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл нумай хваттерлӗ ҫуртсене хутса ӑшӑтмалли сезона хатӗрлесси те палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫленмеллине асӑрхаттарса хӑварнӑ.
Хутса ӑшӑтмалли тапхӑар шанчӑклӑ ирттерме республикӑра нормативлӑ майпа хутса ӑшӑтмалли запассем йӗркеленӗ: 9,7 пин тонна мазут тата 125 тонна ҫӗркӑмрӑкӗ пур. Унсӑр пуҫне 485 резерври электроснабжени ҫӑлкуҫӗсем хатӗрленӗ, вӗсемпе тулашри лару-тӑру сиксе тухсан усӑ курӗҫ.
Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсенче аварие пӗтерес енӗпе мӗнпур муниципалитет пӗрлӗхӗнче Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн, Ростехнадзор тата Чӑваш Ен МЧСӗн специалисчӗсем пурте пӗрле вӗренӳ-тренировка занятийӗсем ирттернӗ. Пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ объектра чрезвычайлӑ лару-тӑру сиксе тухсан ӗҫе татса парас енӗпе регионти штаб тренировки ирттересси тепӗр тапхӑр пулса тӑрӗ.
Юсав ӗҫӗсене вӑхӑтра ирттерме, оборудование ҫӗнетме, ЖКХ объекчӗсене туллин хатӗрлеме май паракан ресурссемпе тивӗҫтерекен организацисене те потребительсен энергоресурсӗсен тӳлевӗ вӑхӑтра пулса пырать.
Хатӗрленӳ вӑхӑтӗнче палӑртнӑ асӑрхаттарусене пурне те хутса ӑшӑтмалли сезон пуҫланиччен пӗтермелле тесе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. Тӗп тӗллев – коммуналлӑ инфратытӑма шанчӑклӑ ӗҫлеттересси, хӗллехи тапхӑрта пӑтӑрмахсем кӑларса тӑратма никамӑн та ирӗк пулмалла мар тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.
