Канаш хулине 101 ҫул тултарнӑ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ӑшшӑн саламланӑ
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев регионта халăх йышӗпе тата производствăллă вăй-халпа виççӗмӗш вырăн йышăнакан Канаш хулин 101-мӗш çулне халалланă пулӑма хутшăннӑ.
Уявăн тӗп мероприятийӗсем Хула культурипе кану паркӗнче иртнӗ. Республика Пуçлăхӗн «Яркое лето Чувашии» проектне тӗпе хурса халăх промыслисен курав-ярмăрккине йӗркеленӗ. Пултаруллӑх лаҫҫинче вӑй хуркансем мастер-классем ирттернӗ. Наци йăли-йӗркисем, кашни кураврах тӗплӗн палӑрнӑ. Уяв хăнисене халăх вокал ансамблӗсем, хореографи коллективӗсем савăнтарнӑ. «Ман чӗрери Канаш: 101-мӗш цифрăллă вăхăт капсули» фотокурав хулана ӗмӗр каялла пулса иртнӗ паллă самантсем пирки сӑнарлӑн аса илтернӗ.
«Хулана ӳссе аталанса пынӑ ҫемӗн кулленех вӑй илсе илемленсе пырать. Куҫ умӗнчех ҫамрӑкланса пыни те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар иккен. Вырӑнти халӑх пуҫарӑвне тӗпе хурса «НИМЕ – халӑх бюджечӗ» программа пурнӑҫа хӑватлӑн кӗрсе пырать. Кулленех паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан производствӑсем уҫӑлаҫҫӗ, шкулсене юсаҫҫӗ, обществӑлла хӑтлӑ вырӑнсем йӗркеленеҫҫӗ. Кашни проект халӑхӑн шухӑшне тӗпе хурса йӗркеленет. Пӗр-пӗринпе кулленех тӗл пулса калаҫнине кура, паха объектсем ҫӗкленеҫҫӗ. Мегаполиссенче усӑ курмалли япаласем халӗ кунта та пур. Тӑван хуламӑра хисеплени, ӑна юратни тата та мӑнаҫланса вӑй илме витӗм кӳрет. Канаш хулинче ӗҫлесе пурӑнма мӗнпур условисем ҫителӗклӗ, халӑх тарават. Пуласлӑх хамӑртан чылай килет. Пӗрне-пӗри ӑналанса ӗҫлесе пырсан, яваплӑха туйса ӗҫсене йӗркелесен, ҫитӗнӳсемпе палӑрасси те часах. МАнӑн ҫакна пӗтӗмпех шанас килет», – тесе каланӑ хула ҫынннисене саламланӑ май Чӑваш ЕН Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Вӑл пысӑках мар чукун ҫултан республикӑн тӗп промышленноҫ центрӗ пулса тӑнине те асӑнса хӑварнӑ. Канашӑн мухтавлӑ истори ҫулӗ пирки те чарӑнса тӑнӑ Пуҫлӑх. Ҫакӑн пек кал-кал аталанасси шӑпах вырӑнти ҫынсем хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленипе пулса пынине каланӑ вӑл.
Тӗп сцена ҫинче тӗрлӗ сферӑри чи лайӑх ӗҫченсене чысланӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Канаш муниципаллӑ округӗнчи муниципаллӑ бюджет учрежденийӗн вӗрентекенне Рэмма Тимофеевӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» ята парса хисеп тунӑ. Республика Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе «СпецВагонДеталь» тулли мар яваплӑ обществӑра вӑй хуракан Сергей Никифорова парса хавхалантарнӑ.
«Канаш вӑл – Чӑваш Енӗн чӗри, паян шанчӑклӑн малалла куҫакан хула. Юлашки вӑхӑтра вӑл ҫӗнӗ импульс илнине куратпӑр. Республика Правительствипе пӗпле тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине кура ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ производствӑсем уҫӑлаҫҫӗ, пур предприятисем те пулӑшупа хӳтлӗх илеҫҫӗ. Эпир те Канаш малалла ӳсме, аталанма тата мӑнаҫланма май паракан хула пулса юлма мӗн кирлине пурне те тӑватпӑр», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков.
Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Конституци законодательствипе патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Николай Владимиров республика Правительстви, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем тата округри активлӑ хула ҫыннисем ӑнӑҫлӑ пӗрле ӗҫлени ҫине тимлӗх уйӑрнӑ, ҫавна май чылай проект пурнӑҫланса халӑхӑн кӑмӑлне уҫнине асӑннӑ. Вӑл уява пухӑннисене пурне те ырлӑх-сывлӑх суннӑ, Канаш хулине вара - чечекленӳ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпа палӑрма чӗнсе каланӑ.
Ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре пулнӑ май, республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫавӑн пекех «СпецВагонДеталь» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫӗпе кӑсӑкланнӑ, вакунсем лартмалли тата юсамалли комплекссене пӑхса ҫаврӑннӑ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗнӗ цехсем уҫнӑ. Ҫак пулӑм Канаш йӗркеллӗн аталанса пынине тата тепӗр хут уҫҫӑн кӑтартса пани пулса тӑнӑ. Ҫӗнӗ производствӑсем - 2029 ҫулччен палӑртнӑ анлӑ инвестици проекчӗн пайӗ. Ӑна пурнӑҫлани производство хӑвачӗсене ӳстерме, туса кӑларакан таварсен ассортиментне анлӑлатма, заводӑн отрасль рынокӗнчи позицийӗсене ҫирӗплетме май парать.
