Раҫҫей Федерацийӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви ирттернӗ хаклав пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, «Ҫӗнӗ Шупашкар» уйрӑм экономика зони хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартса паракан площадка шутланать

Раҫҫей Федерацийӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви ирттернӗ хаклав пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, «Ҫӗнӗ Шупашкар» уйрӑм экономика зони хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартса паракан площадка шутланать

Раҫҫей Федерацийӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви 2025 ҫул хушшинче ятарлӑ экономика зонисен тухӑҫлӑхне комплекслӑ хаклассине пӗтӗмлетнӗ. Кун пек лапамсен ӗҫӗ тӳрремӗнех «Эффективлӑ тата конкурентлӑ экономика» нацпроектӑн тӗллевӗсемпе ҫыхӑннӑ, ун шайӗнче Чӑваш Ен инвесторсем валли инфраструктурӑна аталантарать. «Ҫӗнӗ Шупашкар» промышленноҫ-производство йышши уйрӑм экономика зони 85% тухӑҫлӑхӑн пӗтӗмӗшле кӑтартӑвӗпе палӑрса ҫӗршывӑн тухӑҫлӑ ӗҫлекен лапамӗсен шутне кӗнӗ.

 «Регионсене аталантарас тата инвестици явӑҫтарас енӗпе ӗҫлекен патшалӑх политикин тӗп хатӗрӗсенчен пӗри пулса тӑракан экономика зонин хӑйне евӗрлӗхӗ хӑйӗн тухӑҫлӑхне малалла ҫирӗплетет. Позитивлӑ динамика ОЭС ӗҫ-хӗлӗн тӗп кӑтартӑвӗсемпе пуянланнӑ. Пӗр вӑхӑтрах инфратытӑм аталанӑвӗпе унӑн уҫлӑх шайне ӳстернӗ, ҫакӑ тухӑҫлӑха лайӑх хак панӑ», – палӑртнӑ Раҫҫей Федерацийӗн экономика аталанӑвӗн Министрӗн ҫумӗ Святослав  Сорокин.

Пӗтӗмӗшле илсен, ҫӗршывӗпе хаклава 2024 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗччен йӗркеленӗ тӑватӑ типӗн 53 уйрӑм экономика зонисем кӗнӗ. Туризм кластерне шута илмесӗр уйрӑм экономика зонисен тухӑҫлӑхӗн кӑтартӑвӗ 2025 ҫулшӑн 94% тата вӗсем ӗҫленӗ тапхӑрта 89% танлашнӑ – ҫакӑ тухӑҫлӑ ӗҫлекен категорипе килӗшсе тӑрать.

 «Эпир Чӑваш Енре инвесторсем валли лайӑх майсем туса панине, « Тухӑҫлӑ тата конкурентлӑ экономика» наци проекчӗн шайӗнче регион экономикине йӗркеллӗн аталантарнине ҫирӗплетни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Уйрӑм экономика зони Чӑваш Енӗн промышленноҫ ӳсӗмӗн тӗп вырӑнӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Ку вӑл ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем, хальхи вӑхӑтри технологисем тата республика экономикине аталантарма хушма майсем», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

 «Ҫӗнӗ Шупашкар» ОЭЗшӑн ҫулталӑкри кӑтартӑва резидентсен шучӗ ӳснипе тивӗҫтернӗ. 2025 ҫул вӗҫнелле зонӑра пилӗк компание планланӑ чухне ултӑ резидент регистрациленнӗ. Ҫулталӑкра резидентсен хывнӑ тӳпи 1,2 млрд тенкӗпе танлашнӑ. Резидентсем таможня тӳлевӗсем енӗпе плана туллин пурнӑҫланӑ, ӗҫ планне страхлав взносӗсем тӑрӑх ирттерсе тултарнӑ, налогсене мӗнпур шайри бюджетсене куҫарса парасси план ориентирӗсенчен те кӗскерех пулнӑ.  Инфратытӑма хывнӑ тӗрев 100% танлашнӑ.

 «Раҫҫей Федерацийӗн Экономика министерстви Ҫӗнӗ Шупашкарти ятарлӑ эконоика зинин ӗҫне пысӑка хурса хаклать. Палӑртнӑ тӗллевсене пурне те пурнӑҫланӑ тет.  Тӗллевсене кура, пӗр тан тикӗс аталанать.  Паллӑ, инвесторсем те кунпа кӑсӑкланни куҫкӗретех.  Инвестицилӗ аталанусен агенствипе пӗрле килӗшсе ӗҫлемелле, асӑннӑ ҫитӗнӳсене чакарса лартмалла мар.  Малалла та пысӑк кӑтартусемпе палӑрассишӗн ырми-канми тӑрӑшса ӗҫлемелле»,  – тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Чӑваш Республикин экономика мнистрӗ Лариса Рафикова сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Халӗ «Новочебоксарск» ОЭЗ ултӑ компани шутланать.  «Звениговский» ООО аш-какай полуфабрикачӗсемпе ҫӑнӑх кондитер изделийӗсем кӑларакан комплекса хута янӑ. «Авиатор» ООО пӗчӗк архитектура формисене тата спорт хатӗрӗсене туса кӑларассине аталантарать. «Химпром» ПАО кальцин нейтраллӑ гипохлоритне туса кӑларассине ҫӗнетет. «Ҫеҫпӗл» ООО «Индустри паркӗ» строительство тата коммуналлӑ техника валли электроприводсен сериллӗ производствине йӗркелет. «ИнтерЭнерго» ООО энергетика  валли пысӑк хӑватлӑ объект проектлать, «Шупашкарти электромашинӑсем тӑвакан завод» НПО вара энергетика комплексӗ валли трансформаторсем кӑларассине тивӗҫтерӗ тата ытти те.



05 августа 2026
14:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter