Республикӑри тӗп пулӑмсене «Яркое лето Чувашии» портал пӗр чӑмӑра пухма витӗм кӳнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Республикӑри тӗп пулӑмсене «Яркое лето Чувашии» портал  пӗр чӑмӑра пухма витӗм кӳнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Правительство ҫуртӗнче эрнесерен иртекен канашлура республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнӑ «Яркое лето Чувашии» проектпа епле ӗҫлесе пынине пӗтӗмлетнӗ.  Проект шанчӑклӑн аталанать, ҫакна кӑтартусемпе цифрӑсем те ҫирӗплетеҫҫӗ.

«2026 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне порталта 5,1 пине яхӑн мероприяти вырнаҫтарнӑ. Ку вӑл 2025 ҫулхи ҫуллахи тапхӑртинчен икӗ хут нумайрах, 3,5 пинрен те иртсе кайнӑ. «Яркое лето Чувашии» портал республикӑра пурӑнакансемпе хӑнасен хушшинче анлӑ сарӑлнӑ: иртнӗ тапхӑрта унпа 316 пин ытла ҫын интересленни куҫкӗрет. Порталта республикӑра пулса иртекен чи кӑсӑклӑ мӗнпур пулӑма тупма пулать. Паллах, инструмент ӗҫлет: ҫынсем информаци илеҫҫӗ, муниципалитетсемпе ведомствӑсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех пирӗн хамӑр ӗҫе площадкӑра тишкермелле, портала меллӗрех те тухӑҫлӑрах тӑвас тесен, мӗнпур сӗнӳсене шута илсе ыйтусене татса пама тӑрӑшмалла», — палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Олег Николаев.

Анализ муниципалитет пӗрлӗхӗсен проекчӗсем хастар пурнӑҫланнине кӑтартса парать: Шупашкар хули, Йӗпреҫ, Вӑрнар тата Етӗрне тӑрӑхӗсем ыттисемшӗн тӗслӗхре.

Влаҫӑн ӗҫ тӑвакан органӗсем те айккинче юлмаҫҫӗ. Ҫурлан 1-мӗшӗ тӗлне мероприятисене 13 ведомство хатӗрлесе кӑларнӑ. Пысӑк тӳпене Физкультурӑпа спорт, Культура, Ӗҫлев тата Экономика аталанӑвӗн министерствисем хывнӑ.

Регионти цифра сервиссем аталаннӑ май проект ӗҫне лайӑхлатас енӗпе пысӑк утӑм тунӑ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Ситуаци центрӗпе, Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн министерствипе тата «АСофт21» командӑпа пӗрле портал валли ятарлӑ дашборд туса хатӗрленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра унӑн ҫӗнетнӗ варианчӗ хута кайӗ. Ҫӗнӗ инструмент проект тытса пырассин тухӑҫлӑхне ӳстерме, пулӑмсен мониторингне мӗнпур хутшӑнаканшӑн та тата меллӗрех тума май парӗ.

«Проект «Яркое лето Чувашии» событисен календарьне йӗркелес ӗҫе республика питӗ хастар хутшӑннине кӑтартать: динамика икӗ хутран та ытла ӳснӗ, ку муниципалитетсемпе ведомствӑсен кал-кал ӗҫленинчен курӑнать. Ҫак пулӑмсене ҫынсем курса интересленни пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн тӗллев - ҫак темӑна упраса хӑварасси тата ҫу программине пурнӑҫласси республикӑра пурӑнакан кашни ҫыншӑн тата тухӑҫлӑрах та меллӗрех пултӑр тесе тимлесси», - хушса каланӑ Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Лариса Рафикова.

 



05 августа 2026
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter