«Шоколад кубокĕ» шахмат енӗпе Раҫҫей Ача-пӑча Кубокӗн уҫӑ тапхӑрӗ Чăваш Енре старт илнӗ: пин ытла ҫамрӑк шахматист республикӑн тӗп хулине пухӑннӑ

«Шоколад кубокĕ» шахмат енӗпе Раҫҫей Ача-пӑча Кубокӗн уҫӑ тапхӑрӗ Чăваш Енре старт илнӗ: пин ытла ҫамрӑк шахматист республикӑн тӗп хулине пухӑннӑ

Шупашкарта «Шоколад кубокӗ» шахмат енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусен стартне панӑ. Вӑл - Раҫҫей Ача-пӑча Кубокӗн пӗр тапхӑрӗ. Кӑҫал турнир ҫӗршыври 50 ытла регионтан пин-пин ҫамрӑк шахматиста пӗр чӑмӑра пухнӑ. Ӑмӑртусем ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗччен «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗн базинче иртӗҫ.

 «Шоколад кубокӗ» Раҫҫей чемпионачӗн регионти чи ҫамрӑк тапхӑрӗ пулнине пӑхмасӑр кӗске вӑхӑтрах вӑл чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри пулса тӑчӗ. РФ Шахмат федерацийӗ пулӑшнипе республикӑн Физкультурӑпа спорт министерстви регион уйрӑмӗпе пӗрле пӗтӗм управлени командине, спорт пӗрлӗхне тата волонтёрсене хӑй тавра пухма пултарнӑ.

Ҫулсерен «Шоколад кубокӗ»  анлӑрах та анлӑрах сарӑлса пырать.  Шахмат тӗнчишӗн уйрӑмах кирли кунта чӑнах та ҫӗнӗ талантсем, ҫӗнӗ ҫӑлтӑрсем  уҫӑлса ҫӗршывӑмӑрта паллӑ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пек ӑмӑртусем ирттернӗрен шахматпа кӑсӑкланасси ӳснӗ – ҫитӗннисем, ачасем хушшинче те вӑй илсе сарӑлса пырать.  

Пирӗн шкул ачисем пӗлтӗр регионта хальччен курман чаплӑ кӑтартусем кӑтартни уйрӑмах савӑнтарать. Ҫакӑ та ӑмӑртусен пӗлтерӗшӗ, кирлӗлӗхӗ тата усӑлӑхӗ куҫкӗретех кӑтартса паракан тӗслӗхсенчен пӗри», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

 «Шоколад кубокӗ» Шупашкарта  РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пуҫарнипе иртет, унӑн шухӑшӗ – «Акконд» кондитер фабрикин бренчӗпе интеллектуаллӑ вӑййа пӗрлештересси – проект никӗсне кӗрсе юлнӑ. Ҫулсерен, 2023 ҫултан пуҫласа, унӑн ҫӗнтерӳҫисем кашни ӳсӗм ушкӑнӗнче тӗп трофейсӑр пуҫне ӑмӑртусен титуллӑ партнёрӗн шоколад кубокне тивӗҫеҫҫӗ.

 «Шахматсем – хӑвӑрт ӑс, тарӑн интеллект. Ҫак пултарулӑха аталантарса паян эпир пурнӑҫӑн чылай сферинче ыранхи ҫӗнтерӳсем валли никӗс хыватпӑр. Шӑпах ҫакӑнтан килет-ҫке пирӗн пуласлӑх. Шахматсем пур шкулта та обязательнӑй предмет пулмалла тесе шутлатӑп», – палӑртрӗ  хӑйӗн сӑмахӗнче Анатолий Аксаков.

Ҫамрӑк шахматистсене сумлӑ хӑнасем саламланӑ: тӗнче гроссмейстерӗ, Олимп чемпионӗ СНГ пӗрлештернӗ командин йышӗнче тӑракан  Юрий Айрапетян  тата Федераци Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитечӗн  пайташӗ, Мускав облаҫӗн шахмат федерацийӗн президенчӗ Сергей Карякин.

Турнира хутшӑнакансен йышӗ пӗрмай ӳснине асӑннӑ Сергей Карякин. Ҫитес ҫул ытти ҫӗршыври ҫамрӑк спортсменсене чӗнсе унӑн чиккисене анлӑлатма вӑхӑт ҫитнӗ. Вӑл ӑмӑртусен партнёрӗсене тав тунӑ, Мускав облаҫӗнчи шахмат федерацийӗ килӗштерсе ӗҫлеме хатӗррине ҫирӗплетнӗ.

Ӑмӑртусене хутшӑнакансене икӗ хутчен Олимп чемпионӗ пулнӑ Вячеслав Фетисов видеосалам янӑ. Турнира хутшӑнакансене ӑнӑҫу суннӑ, пурте ҫӗнтерӳҫӗсем тесе хакланӑ.  Ӑмӑртӑва хутшӑнни вӑл хӑйех пысӑк кӑтату. Апла пулсан, выляса яракансем ҫук тенӗ вӑл хӑйӗн саламӗнче.

Раҫҫейри паллӑ хоккеист Александр Овечкин ӑс пани ҫамрӑк шахматистсемшӗн чӑн-чӑн парне пулса тӑнӑ. Вӑл хоккейпа шахмат хушшинче пӗрлӗх нумай пулнине палӑртнӑ: лайӑх хоккеист та, вӑйлӑ шахматист та темиҫе ҫул маларах шухӑшламалла, тупӑшуҫӑ ӗҫӗсене палӑртмалла, кирлӗ самантра тӗрӗс йышӑну тумалла. Ӑнсӑртран мар, хоккей тесе пӑр ҫинчи шахмат теҫҫӗ.

 «Ку вӑй-хала упрама, кӑмӑла ҫирӗплетме, ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшать», – тесе палӑртса каланӑ Александр Овечкин.

Ӑмӑртусем уҫӑлнӑ кун Юрий Айрапетян  тата Сергей Карякин  ачасем валли пӗр вӑхӑтлӑх вӑйӑ сеансӗ ирттернӗ, унта ӑсталӑхпа темиҫе тупӑшӑва харӑс хирӗҫ тӑма пӗлнине кӑтартнӑ.

Эрне хушшинче унта хутшӑнакансен классика шахмачӗсене выляма лекет, ҫавӑн пекех хӑйсен вӑйӗсене блицӑра, хӑвӑрт шахматра, Швеци шахмачӗсенче тата шахмат композицийӗнче тӗрӗслесе пӑхма тивет. Унсӑр пуҫне унта хутшӑнакансем валли тухӑҫлӑ вӗренӳ программи хатӗрленӗ: семинарсем, ертсе пыракан специалистсенчен мастер-классем тата Шупашкарти тата пӗчӗк хуласенчи паллӑ вырӑнсемпе – Сӗнтӗрвӑррипе  Куславккара экскурсисем пулӗҫ.

Раҫҫей ача-пӑча Кубокӗн финалӗ, ун пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх сезонӑн тӗп наградисене ҫӗнсе илекенсене палӑртӗҫ, раштав уйӑхӗнче Ярославль облаҫӗнче вӑл иртет.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре тахҫанхи шахмат йӑли-йӗркисем упраннӑ.  Спортӑн ҫак тӗсӗпе 8 700 ытла ҫын  кӑсӑкланать, хӑйсен ӑсталӑхне туптать. Палӑртма кӑмӑллӑ,  вӗсенчен 4 800-шӗ - ачасем. Шахмат енӗпе ӗҫлекен уйрӑмсене тӑватӑ муниципалитетри спорт шкулӗсенче уҫнӑ: Шупашкар хулинчи «Спартак», Хӗрлӗ Чутай муниципалитет округӗнчи «Хастар», Элӗк муниципалитет округӗнчи «Хӗлхем» тата Красноармейскинчи спортшкулта.



06 августа 2026
11:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter