«Професси енӗпе чи лайӑххи» конкурсӑн федераци тапхӑрӗ Чӑваш Енре рабочи специальноҫӗсен хисепне ӳстерме витӗм кӳрессине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Авӑн уйӑхӗн 8–10-мӗшӗсенче Чӑваш Ен професси ӑсталӑхӗн «Професси енӗпе чи лайӑххи» конкурсӑн федераци тапхӑрне йышӑнӗ. Ӑмӑртусем ҫӗршыври вӑйлӑ специалистсене – каменщиксене, экскаваторщиксене, бульдозеристсене тата уйрӑм ӗҫ ӑстисене пӗрлештерӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсемшӗн тӗп приз кашни номинацирех – 1 миллион тенкӗ пуласси те паллӑ.
«Пирӗншӗн ҫакӑн пек шайри конкурс йышӑнасси пысӑк чыс. Ку вӑл пирӗн республикӑн вӑй-хӑватне кӑтартма, ӗҫ профессийӗсен сумне ҫирӗплетме витӗм кӳрет: шӑпах ӗҫ ҫыннисем Раҫҫейӗн пуласлӑхне йӗркелесе пыраҫҫӗ», – тесе палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Паянхи кун тӗлне «Работа России» порталта ҫӗршывӑн 25 регионӗнчен – Магадан, Еврей автономи облаҫӗсенчен пуҫласа Севастополь тата Архангельск тӑрӑхне ҫити 41 ҫынна регистрациленӗ. Хутшӑнакансен ӳсӗмӗ 27-рен 68 ҫула ҫитет, мӗншӗн тесен ӑсталӑхпа профессионализмӑн ӳсӗм чикки ҫук. Ку вара, чӑнласах та ҫапла.
Экскаваторщиксемпе бульдозеристсен ӑмӑртӑвӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх яланхи пекех Ҫӗнӗ Шупашкарти Атӑлӑн анат ҫыранӗнче иртӗ, ӑна йӗркелесе ирттерме «ЧЕТРА» ООО витӗм кӳрӗ. Каменщиксемпе уйрӑм ӗҫ ӑстисем валли тӗпчев ӗҫӗсем Шупашкарти техникумсен мастерскойӗсен никӗсӗ ҫинче иртӗҫ.
Чӑваш Ен чысне федераци тапхӑрӗнче опытлӑ рабочисем: Эдуард Петров, Сергей Степанов, Алексей Петрянкин тата Василий Сергеев хӳтӗлӗҫ.
Аса илтеретпӗр, «Професси енӗпе чи лайӑххи» конкурс «Кадрсем» наци проекчӗн пайӗ шутланать. Вӑл отрасльти чи лайӑх ӗҫченсене тупса палӑртма май парать, унӑн хӑнӑхӑвӗсемпе ӑсталӑхне отраслӗн ҫӳллӗ стандарчӗсем палӑртаҫҫӗ.
Федераци тапхӑрне хутшӑнма заявкӑсем йышӑнасси ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ. Йӗркелӳҫӗсем ытти регионсенчен отрасль тата корпоративлӑ конкурссен ҫӗнтерӳҫисене хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Заявкӑна https://konkurs.trudvsem.ru/luchshiy/all_nominations. ссылкӑпа Пӗрлӗхлӗ цифра платформи урлӑ пама пулать.
